Сувар

г. Казань

18+
2024 - год Семьи
Хусан (Казань)

Хăйӗн тӗнчи пур

«…сăвăç чунлă çыннăн хăйӗн тӗнчи пур. Тепӗр чух Çӗр çинчи кулленхи пурнăçран питӗ-питӗ аякра тăрать вăл. Ăспа çавна ăнлансан… çав илемлӗх тӗнчи хăмпă пек сӳнсе пăчланасшăн мар-ха е хам та юмах тӗнчине ытла инçете тартасшăн мар-и?.. - тесе палăртнă «Ырă варкăш» тӗрленчӗкӗнче Анат Кама çыравçи Геннадий Петров. Тӗрленчӗк поэтăн кăçал...

«…сăвăç чунлă çыннăн хăйӗн тӗнчи пур. Тепӗр чух Çӗр çинчи кулленхи пурнăçран питӗ-питӗ аякра тăрать вăл. Ăспа çавна ăнлансан… çав илемлӗх тӗнчи хăмпă пек сӳнсе пăчланасшăн мар-ха е хам та юмах тӗнчине ытла инçете тартасшăн мар-и?.. - тесе палăртнă «Ырă варкăш» тӗрленчӗкӗнче Анат Кама çыравçи Геннадий Петров. Тӗрленчӗк поэтăн кăçал Шупашкарта пичетленсе тухнă «Ирхи тӗтре» кӗнекинче пичетленнӗ.
Çӗнӗ кăларăмри 160 ытла сăвăран чылайăшӗнче автор шăпах хăйӗн çӳлте палăртнă шухăшӗсене тӗпе хурать. Кӗрсе пăхар-ха халӗ сăвăç тӗнчине:
«Мӗн пӗчӗкрен çут ӗмӗтсем!
Кăшт урăхла вӗрентрӗ пурнăç,
Анчах мӗн-ма-ха халь те урлă
Пăхатăп, ӗмӗтпе килмест-тӗк», - тет вăл «Вӗçлемӗш» сăвăра.
«Кӗтмен арçын е шеплӗ каччă,
Хăш чух хевтесӗр е мăнаçлă,
Иртсен иртеç çулсем, пӗтмен-ха,
Эп пурпӗрех юмах кӗтеп-ха,
Ку чух ачалăх вăтăрта та», - тет теп­ринче, «Савкаç» сăввинче.
«Шырав» сăвăра та автор хăйӗн мал ӗмӗтлӗ шухăшӗсене яр уççăн уçса парать:
«…Шыратăп эп. Кама, мӗне?
Иртен çулсем ахаль-и, тен,
Пӗччен юлса пуçа усатăп…
Тупмасăрах епле çухатăн?»
Геннадий Петров сăввисем кашнийӗ хăйне евӗрлӗ, çӗнӗ шухăшлă пулнине палăртмалла. Кашнийӗнех хăйӗн историйӗ. Вӗсем кашниех тенӗ пек сăвăçăн тӗрлӗ вăхăтри шухăш-кăмăлне, савăнăçне, кӳренӗвне, иккӗленӗвне, курайманлăхне, юратăвне уçса параççӗ. Вӗсенче, хăй каланă пек «…ырату, ыйхă вӗçни, тăван тавралăха, атте-аннене юратни, савăшу патне туртăнни, пӗртен-пӗр юратнă хӗрарăмшăн пурăнма ӗмӗтленни…» Пӗр сăмахпа каласан, кашни сăвă, сăвăçи пекех, «пиçсе çитнӗ», тарăн шухăшлă, вӗрентӳллӗ. Урăхла пулма та пултараймасть, сăввисемпе автор ӗмӗр тăршшӗпех ӗçленӗ-çке, вӗсене нумай çулсем хушшинче темиçе хутчен вуласа тухса якатнă, çӗнӗ шухăш кӗртнӗ ахăр.
Геннадий Ильич Петров Аксу районне кӗрекен Савгачево (хăй вăхăтӗнче Атлашкино е Чăвашкель тенӗ ăна) ялӗнче çуралнă. Вăтам шкултан вӗренсе тухсан колхоз ӗçӗсене хутшăннă, акара, вырмара тăрăшнă. Совет çарӗнчен таврăнсан Анат Камăри шина заводӗнче сборщик пулса вăтăр икӗ çул пӗр вырăнта ӗçленӗ. Ӗç ветеранӗ. Халӗ - тивӗçлӗ канура. Кунта та ахаль лармасть, сăвăсем çырать, тăван тавралăха тӗпчет, çуран тата йӗлтӗрпе çӳреме юратать. Мӗн ачаранах сăвăсем, кӗске калавсем, тӗрленчӗксем çырать, «Сувар» хаçатпа тачă çыхăну тытать.
Сăвăсемсӗр пуçне кӗнекене автор тӗрлӗ вăхăтсенче çырнă тӗрленчӗксене, асаилӳсене, кӗске калавсене, шӳтсене кӗртнӗ. Хайлавсене çичӗ ушкăна пайланă. Мала сăвăсене кӗртнӗ. Сăвăсем хыççăн «Тӗрлӗ çулсенче çырнисенчен» сыпăк пырать. Кунта 1965-1974 çулсенче çырнă 15 пӗчӗк калав. Темисем тӗрлӗрен: чӗрчунсемпе «чарăнми двигатель» таран.
Тепӗр сыпăкра, «Кӗске калаçусем» ятлăскерӗнче, шкул ачисем çинчен калакан вун пӗр анекдот тата шкул ачисен пурнăçӗнчен сценка.
«Хăй вăхăтӗнчи çынсем» сыпăкра автор пӗчӗк чухне унăн асӗнче юлнă сăнарсем ӳкерӗннӗ. Сыпăк «Аттепе анне» асаилӳпе уçăлать. «Тӗне кӗмен арçын ячӗпе» хайлавра автор ватă çынсен сăмахӗсем тăрăх тăван ялӗн историне уçса пама тăрăшать. «Çӗр чăмăрӗ тавра чупса, чупса…» тӗрленчӗкре Леонид Петров спортсмен пурнăçӗ çинчен çырнă. «Илемлӗ сăмах ăсти» хаклавра Анат Камăри Халăхсен Туслăх çуртӗнче Сергей Ермолаев поэтăн çӗнӗ кӗнекин презентацине сăнласа кăтартнă. Сыпăк «Слакпуçне кайса килни тавра» статьяпа вӗçленет.
Кӗнекере автор хăй вăхăтӗнче вырăсла çырнă хайлавсене вырнаçтарнă сыпăк та пур. Унта «В общежитии…», «На работе…», «На улице…» тӗрленчӗксем кӗнӗ.
«Халăх сăмахлăхӗ» сыпăкпа кӗнеке вӗçленет. Кунта халăх сăмахӗнчен илнӗ, 1974-1976 çулсенче ватă çынсенчен çырса илнӗ «Выртмара» шӳте, «Салтак юррисене» кӗртнӗ.
Çӗнӗ кӗнеке - Геннадий Петровăн харпăр-хăй шалти тӗнчи. Унпа сире, хисеплӗ вулакансем, паллашма сӗнетпӗр. Çӗнӗ кӗнеке кăмăл-сипет туйăмӗсене çивӗчлетсе анлăлатма, тавракурăма ӳстерме пулăшӗ.

Следите за самым важным и интересным в Telegram-каналеТатмедиа


Оставляйте реакции

0

0

0

0

0

К сожалению, реакцию можно поставить не более одного раза :(
Мы работаем над улучшением нашего сервиса

Нет комментариев