Сувар

Хӗл Мучи парни

(Александра Романова). Юрату - тӗлӗнмелле туйăм. Çӗр чăмăрӗ çинчи кашни çынах ун авăрне путма, пылак тутипе киленме ӗмӗтленет. Халиччен мăшăрне тӗл пулман çитӗннӗ çынсем темшӗн уйрăмах Çӗнӗ çул уявӗ умӗн Турă пӳрнӗ çынпа паллашма ӗмӗтленеççӗ. Уяв тӗлӗнтермӗшсем кӳрессе ӗненеççӗ. Светланăн хӗр-тантăшӗсем пурте качча кайса пӗтнӗ. Паян вăл çывăх юлташӗсем патне...

(Александра Романова).

Юрату - тӗлӗнмелле туйăм. Çӗр чăмăрӗ çинчи кашни çынах ун авăрне путма, пылак тутипе киленме ӗмӗтленет. Халиччен мăшăрне тӗл пулман çитӗннӗ çынсем темшӗн уйрăмах Çӗнӗ çул уявӗ умӗн Турă пӳрнӗ çынпа паллашма ӗмӗтленеççӗ. Уяв тӗлӗнтермӗшсем кӳрессе ӗненеççӗ.

Светланăн хӗр-тантăшӗсем пурте качча кайса пӗтнӗ. Паян вăл çывăх юлташӗсем патне каймастăпах текен шухăш çине çирӗп тăчӗ. Хутшăнусем аван пулсан та хăнана пӗччен килнине вӗсенчен пӗри те ырламастех: пӗрне упăшки арăмӗ курман чухне тантăшне куç хӗснӗн туйăнать, теприне - кирлӗ мар çӗртен сӗртӗннӗн, виççӗмӗшне - ачисене кӗç-вӗç ашшӗсӗр тăратса хăварассăн...

Вăхăт таçта васкать. Вăтăр çул урлă каçсан тата хăвăртрах ыткăнать вăл. Акă Светлана та 35 çул тултарать. Ӗçре те ăна Света мар, Светлана Петровна тесе чӗнеççӗ.

Паянхи Çӗнӗ çула, лăпкăлăха юратаканскер, пӗчченех кӗтсе илме шухăшларӗ. Хатӗрлев ӗçӗсене вӗçлесен кăшт канса илесшӗнччӗ. Анчах та тăрук тем аса илнӗн тăп чарăнса тăчӗ - пӗртен-пӗр юратнă çывăх чунӗ Варук ятлă кушакӗ валли апат туянма маннă. Вун иккӗ çитиччен икӗ сехет çеç юлнă. Васкамалла.

Супермаркета хашкаса чупса кӗчӗ. Апат-çимӗç çӳлӗкӗсем самаях пушаннă. Варук юратакан апата та туянса пӗтернӗ курăнать. Паянлăха «юрӗ ӗнтӗ» тесе темле какай консервӗ туянчӗ те урамалла тухрӗ. Нимӗн те ăнланса ӗлкӗреймерӗ: ури шуса кайнипе мӗнпур кӳлепипе пăр çине шаплатрӗ. Унтан пике çине çула тикӗслемелли машина - каток -«кӗрсе» кайрӗ. Куçӗ хуралса килчӗ. Хăйӗн çинчен йывăр япалана сирсе пăрахас тесе мӗнпур вăйне пухса çӗкленчӗ. Пăхрӗ те - йӗри-тавра шурă хут вӗçет! Хăйӗн çинче мӗн-тӗр йывăррăн йăшăлтатать. Çӳллӗ те тӗреклӗ арçын тăрасшăн тапаçланать иккен. Ӗмӗтне пурнăçлама пăрлак çул чăрмантарать. Аванмарланнипе пичӗ хӗрелнӗ, пас тухать. Аран-аран çӗкленсе пикене тăратса лартма вăй çитерчӗ. Вара иккӗшӗ те ахăлтатса кулма пуçларӗç.

Чăн айăпӗ пикере иккен. Пушмак тӗпӗ шуса кайнипе пăр çине лаплатса ӳкнӗ май лавкканалла васкаса пыракана ура хурса ӳкернӗ вăл. Арçын ку района Çӗнӗ çулччен хут ӗçӗсене вӗçлес тесе килнӗ пулнă иккен. Анчах та хуçисем килте пулманнипе каялла çаврăнма тивнӗ. Вара шампань эреххипе канихвет туянса килне çитме васканă. Халӗ акă пӗр-пӗрин çине вăрттăн пăха-пăха шурă юр евӗр сапаланса ӳкнӗ хутсене пуçтараççӗ.

- Тавах! Пурте вырăнта пек туйăнать, - терӗ арçын пике енне аллине тăсса. - Пӗччен тахçан пуçтарса пӗтернӗ пулăттăм... Эсир мӗн ятлă? Мана Володя тесе чӗнеççӗ.

- Светлана. Эпӗ те сирӗнпе паллашма хавас. Çывхаракан Çӗнӗ çул уявӗпе сире! - терӗ вăл чун-чӗрипе сывпуллашас килменнине туйса.

- Тӗрӗссипе ман ниçта та хыпаланмалли çук-ха. Килте кӗтеççӗ тесен - уççăнах суйни пулать. Çемье çавăрса ӗлкӗреймерӗм-ха эпӗ. Шав ӗç. Светлана, сире киле ăсатма юрать-и? Кун пек пушмакпа тата темӗн курасси пулӗ, - шӳтлерӗ вăл.

- Тархасшăн...

Тӗлӗнмелле! Анчах та унтанпа çичӗ çул иртнӗ. Паян Светланăпа Володя - арăмӗпе упăшки. Икӗ тӗпренчӗкне пăртак ӳссе ăнланакан пулсан хăйсен кӗтмен (кун пек каласан суйни пулать те-ха, пӗр-пӗрне чылай вăхăт хушши шыранă вӗсем) хăйне евӗр тӗлпулăвӗ пирки каласа кăтартаççех телейлӗскерсем. «Хӗл Мучи парни! Çӗнӗ çул тӗлӗнтермӗшӗ!» - тейӗç пӗр-пӗрне куçран ăшшăн пăхса...

Нравится
Поделиться:
Реклама
Комментарии (0)
Осталось символов: