Сувар

г. Казань

18+
2024 - год Семьи
Хусан (Казань)

Пăвасем пуринчен те ирттереççӗ

Юлашки вăхăтра республикăри районсенче чăваш ачисемпе шкул тулашӗнче ӗçлени ытла сисӗнсех каймасть, шел пулин те. Аслăраххисем валли «Аталан» проект тупăнчӗ-ха, кӗçӗннисем вара хальлӗхе аппаланусăр тесен те юрать. Иртнӗ çулсенче хăш-пӗр районсенче чăваш центрӗсем чăрăш уявӗсем ирттеретчӗç, анчах хăшӗсенче малтанхи хӗрӳлӗх чакса пырать ахăр. Çак сăмахсене Пăва районӗ пирки çеç калама...

Юлашки вăхăтра республикăри районсенче чăваш ачисемпе шкул тулашӗнче ӗçлени ытла сисӗнсех каймасть, шел пулин те. Аслăраххисем валли «Аталан» проект тупăнчӗ-ха, кӗçӗннисем вара хальлӗхе аппаланусăр тесен те юрать. Иртнӗ çулсенче хăш-пӗр районсенче чăваш центрӗсем чăрăш уявӗсем ирттеретчӗç, анчах хăшӗсенче малтанхи хӗрӳлӗх чакса пырать ахăр.

Çак сăмахсене Пăва районӗ пирки çеç калама çук. Кунти ЧНКЦ кашни çул ачасене пухса савăнтарать. Чăрăш уявӗ Кипеккассинче иртет. Хальхинче ачасемпе Хӗл Мучи кăна мар, Печкин почтальон та, Йытăпа Кушак та вăйăсем ирттерчӗç.

Хаваслă хӗл уявӗнче сăвă каласа юрă юрланисӗр пуçне вюренекенсем урана картон коробка тăхăнса та ăмăртаççӗ. Владимир Ильин ертсе пыракан организаци çитӗнекен ăрăва воспитани парас тесе тӗрӗс утăмсем тăвать. Кăçал Чăрăш уявне килнӗ лайăх вӗренекен ачасем канфет-пӗремӗклӗ кăна мар, чăваш журналӗллӗ те, календарьлӗ те пулчӗç.

Следите за самым важным и интересным в Telegram-каналеТатмедиа


Оставляйте реакции

0

0

0

0

0

К сожалению, реакцию можно поставить не более одного раза :(
Мы работаем над улучшением нашего сервиса

Нет комментариев