Сувар

«Хӗлхем» каллех «çунтарать»

Тутарстанра икӗ çулта пӗрре иртекен «Балкыш» пенсионерсен пултарулăх фестивалӗ тахçанах чăн-чăн уява çаврăнчӗ. Сумӗ те ӳсет, тен, çитес çулсенче Тутарстан чиккинчен те тухӗ. Мӗншӗн тесен ытти регионсенчи ветерансен пултарулăх ушкăнӗсем те унта хутшăнасшăн. Республика, район ертӳçисем, депутатсен корпусӗ тӗрев параççӗ ăна. Йӗркелӳ комитечӗн ертӳçи вара ТР Патшалăх Канашӗн Председателӗ Фарид...

Тутарстанра икӗ çулта пӗрре иртекен «Балкыш» пенсионерсен пултарулăх фестивалӗ тахçанах чăн-чăн уява çаврăнчӗ. Сумӗ те ӳсет, тен, çитес çулсенче Тутарстан чиккинчен те тухӗ. Мӗншӗн тесен ытти регионсенчи ветерансен пултарулăх ушкăнӗсем те унта хутшăнасшăн. Республика, район ертӳçисем, депутатсен корпусӗ тӗрев параççӗ ăна. Йӗркелӳ комитечӗн ертӳçи вара ТР Патшалăх Канашӗн Председателӗ Фарид Мухаметшин хăй. Куратпăр ӗнтӗ, ватлăх пирӗн республикăра хисепре

Икӗ çулта пӗрре иртекен фестиваль çӗнтерӳçисен пултарулăхне гала-концертра кăна мар, ытти мероприятисенче те курма пулать. Октябрӗн 4-мӗшӗнче те акă, Тутар филармонийӗнче (Хусан) фестиваль çӗнтерӳçисемпе лауреачӗсен концерчӗ иртрӗ. Ăна ятарласа Ваттисен декадине халалланăччӗ. Яланхи пекех тӗрлӗ наци хăй культурипе паллаштарчӗ. Чăвашсенчен вара Çӗпрел районӗнчи «Хӗлхем» халăх ансамблӗ (ертӳçи Л.Сердцева) пулчӗ. Сăмах май, вӗсем «Балкыш» фестивалӗн çăлтăрӗсем, пӗр çул та финала тухмасăр юлман. Хальхинче ансамбль куракана чăваш уяв юрри-ташшипе паллаштарчӗ.

Нравится
Поделиться:
Реклама
Комментарии (0)
Осталось символов: