Сувар

г. Казань

18+
2024 - год Семьи
Хусан (Казань)

«Хорло» – чи лайăххисенчен пӗри

(Равиля Мубаракшина). Хусанта пӗрремӗш хут Халăхсен хушшинчи тӗрӗк кинофестивалӗ пулчӗ. Кинофорумра Чăваш Республикинчен Марат Никитин режиссер «Хорло» кинофильмпа хутшăнчӗ. Хăй вăл Çӗнӗ Шупашкартан, Мускавра Сценаристсемпе режиссерсен аслă курсӗсене пӗтернӗ, Владимир Меньшов курсӗнче пӗлӳ пухнă. Унăн кинокартинине мартăн 23-мӗшӗнче «Мир» кинотеатрта кăтартрӗç, зал лăк тулличчӗ. Сеанс пуçланиччен куракансен режиссерпа калаçса илме...

(Равиля Мубаракшина). Хусанта пӗрремӗш хут Халăхсен хушшинчи тӗрӗк кинофестивалӗ пулчӗ. Кинофорумра Чăваш Республикинчен Марат Никитин режиссер «Хорло» кинофильмпа хутшăнчӗ. Хăй вăл Çӗнӗ Шупашкартан, Мускавра Сценаристсемпе режиссерсен аслă курсӗсене пӗтернӗ, Владимир Меньшов курсӗнче пӗлӳ пухнă.

Унăн кинокартинине мартăн 23-мӗшӗнче «Мир» кинотеатрта кăтартрӗç, зал лăк тулличчӗ. Сеанс пуçланиччен куракансен режиссерпа калаçса илме май пулчӗ, Марат Никитин кӗскен фильм пирки каласа пачӗ, панă ыйтусене хуравларӗ.

«Пирӗн тӗп тӗллевсенчен пӗри хамăрăн республикăн илемлӗ çутçанталăкне, халăхăн йăли-йӗркисене кăтартассиччӗ. Тӗп роле - Хорлона сирӗн ентеш Рузалия Зайнуллина вылярӗ, вăл ГИТИСран вӗренсе тухнă», - терӗ кӗскен Марат Никитин.

Сăмах май, Рузалиян ашшӗпе амăшӗ те кинокăтартăва пынăччӗ, Марат Никитинăн тăванӗсене те курма пулчӗ залра. Каласа хăвармалла: Маратăн амăшӗ тутар, ашшӗ чăваш.

Кино сюжечӗпе Хорло аслашшӗпе çынсенчен уйрăм ялтан самай аякра пурăнать. Вӗсем пыл хурчӗсем ӗрчетсе пасарта суту-илӳ тунипех çырлахаççӗ. Урăх вӗсене ним те кирлӗ мар. Çапла шутлать Хорло та пӗр кунхине сарайра вилмелле аманнă арçынна тупиччен. Сокто ятлă вăл. Юратса пăрахнă çамрăк хӗр ăна çăлас тесе тем те тума хатӗр - вилнӗ амăшӗн чунне тархасласа çăлма ыйтни таранчченех. Тӗлӗнмелле хăвăрт сывалса вăй илнӗ Сокто ăнсăртран таçта кайса çухалать. Хорло вара хăй унран çие юлнине ăнланса илет.

Марат Никитинăн фестивальти чи лайăх киносен шутне кӗчӗ. Картинăна лайăх ӳкернӗ, актерсем те лайăх выляççӗ, теми ахаль çынсене çывăх та ăнланмалла. Сăмах май, ку кинопа вăл маларах та фестивальсене хутшăннă, Шупашкарти Халăхсен хушшинчи кинофестивальте тӗп приза тивӗçнӗ. (Сăнӳкерчӗк http://avan-kino.com сайтран).

Следите за самым важным и интересным в Telegram-каналеТатмедиа


Оставляйте реакции

0

0

0

0

0

К сожалению, реакцию можно поставить не более одного раза :(
Мы работаем над улучшением нашего сервиса

Нет комментариев