Сувар

г. Казань

18+
2024 - год Семьи
Хусан (Казань)

Хӗрарăм шăпине уçса парать

Хӗрарăм - пурнăç чечекӗ, кил вучахӗн управçи. Унсăр кил-çуртăн илемӗ те, хăчӗ те çук. Пур çӗре те ӗлкӗрмелле, тем тӗрлӗ ӗç те тумалла унăн: пӳрт-çуртри, картишри тирпейлӗхпе тасалăхшăн тăрăшмалла, ачи-пăчине тӗрӗс-тӗкел çитӗнтерессишӗн ăшталанмалла, упăшкине юрама пӗлмелле... Ахальтен мар ваттисем: «Хӗрарăм аллинче хӗрӗх тӗрлӗ ӗç вылянать», - тенӗ. Ку калаçăва ăнсăртран...

Хӗрарăм - пурнăç чечекӗ, кил вучахӗн управçи. Унсăр кил-çуртăн илемӗ те, хăчӗ те çук. Пур çӗре те ӗлкӗрмелле, тем тӗрлӗ ӗç те тумалла унăн: пӳрт-çуртри, картишри тирпейлӗхпе тасалăхшăн тăрăшмалла, ачи-пăчине тӗрӗс-тӗкел çитӗнтерессишӗн ăшталанмалла, упăшкине юрама пӗлмелле... Ахальтен мар ваттисем: «Хӗрарăм аллинче хӗрӗх тӗрлӗ ӗç вылянать», - тенӗ.
Ку калаçăва ăнсăртран пуçармарăмăр: çак кунсенче Чăваш кӗнеке издательствинче çӗнӗ кăларăм пичетленсе тухрӗ. Вулакансем патне Елена Мустаеван «Уй варринче çинçе хăва» кӗнеки (пухса хатӗрлекенӗ - Василий Кервен, редакторӗ - Ольга Иванова, ӳнерçи - Екатерина Васильева) çитрӗ. 1000 экземплярлă тиражпа кун çути курнăскерне вун икӗ калавпа тăватă повесть кӗнӗ.
Хайлавсенче тӗпре - чăваш хӗра­рăмӗн шăпи. Телейӗпе çуммăнах хурлăхӗ çӳрет, савăнăçӗ куççульпе ылмашăнать. Çапла, хӗрарăм кун-çулӗ нихăш вăхăтра та çăмăл мар. Чунра-юнра чăтăмлăх упранни тата ырра шанни кăна малалла талпăнма пулăшаççӗ, кирек мӗнле йывăрлăха та парăнтарма вăй-хал хушаççӗ. Елена Мустаевăн сăнарӗсем темӗнле инкек-синкекре те çынлăха, кăмăл çирӗплӗхне çухатмаççӗ. Вӗсен пархатарлăхӗпе тӳсӗмлӗхӗ чăннипех те тӗлӗнтереççӗ.
Калавсемпе повеçсенче сăнланнă ӗçсем тӗрлӗ саманара пулса иртеççӗ: ӗлӗкхи пурнăç ӳкерчӗкӗсем хальхипе ылмашаççӗ. Акă «Шак-шак-шак!» калаври хӗрача така сутма пӗчченех каять. Килти пӗртен-пӗр выльăха пасара çавăтса кайма нуша хистет. Çавăнпа хӗрача такана хаклăрах сутма чееленнинчен тӗлӗнме кирлӗ мар-тăр. «Хӗр курни» калаври ачасем çӗнӗ çын курма васкаççӗ. «Айăп» ятлинче сăнланнă ӗçсем вăхăчӗпе пире çывăхрах. Ултав тата ылхан мӗн патне илсе çитерме пултарнине витӗмлӗн кăтартса панă Е.Мустаева. «Каллех ыйхă килмест» хайлавра паянхи пурнăç мала тухать.
Этем чунӗ кирек хăш ӗмӗрте те телейпе юратушăн çунать. Тепӗр чухне ку туртăм ăссăрла ӗçсем тума хӗтӗртет. Çакна «Айăппа асап (Ют ялта)» повеçре тӳрех асăрхатпăр. Ирина хăйӗн телейӗшӗн çунса пуçне йăлт çухатать: çын упăшкине хапсăнма та вăтанмасть, амăшне юмăçа яма та хăрамасть. «Юмăç юхăнтарнă, тухатмăш тустарнă», - тени асра та çук. Петр Люкин çамрăк агронома тӗл пулсан Ирина ăна мăшăрӗпе тӗпренчӗкӗнчен сивӗтесшӗн. Анчах çынна хурлăх кăтартса ăраскаллă пулайӗ-ши вăл? Петӗр арăмӗ Аниççа çăмăллăнах парăнӗ-ши? Ку ыйтусен хуравӗсене вулакансем кӗнекепе паллашсан тупайӗç.
«Уй варринче çинçе хăва» повеçри Санька ачаллах тăлăха юлать. Амаçури амăшӗн пусмăрне тӳсме тивсен те, пӗчӗклех нуша кулачне тутансан та хуçăлса ӳкмест вăл. Хуйхи-суйхине ӗçпе пусарать, шав пуласлăх пирки шухăшлать. «Ир такăнсан - каçчен» тенӗ пек, юратнă çынпа пӗрлешсен те нумай юп курса пурăнаймасть Санька: хăрушă инкек кӗтмен çӗртен пырса çапать. Каллех «çанталăк улшăнса каять» вара... Мӗн кăна тӳсме тивмест çамрăк хӗрарăмăн: çухату, элек, терт-асап, усал сăмах... Хӗрарăмăн йывăр шăпине ӗненмелле те тарăннăн кăтартса парать çыравçă.

Автор çинчен
Елена Николаевна Мустаева 1966 çулхи кăрлач уйăхӗн 27-мӗшӗнче Чăваш Енри Вăрнар районӗнчи Кушлавăш ялӗнче çуралнă. Кульцаври вăтам шкул хыççăн И.Н.Ульянов ячӗллӗ Чăваш патшалăх университечӗн историпе филологи факультетӗнчи вырăс уйрăмӗнче вӗреннӗ. Пӗр вăхăт вырăс чӗлхипе литература учителӗ пулса ӗçленӗ. 1991 çултанпа Ульяновскри «Канаш» хаçатра вăй хурать. 2000 çултанпа Раççей Федерацийӗн Журналистсен союзӗн членӗ.

Следите за самым важным и интересным в Telegram-каналеТатмедиа


Оставляйте реакции

0

0

0

0

0

К сожалению, реакцию можно поставить не более одного раза :(
Мы работаем над улучшением нашего сервиса

Нет комментариев