Сувар

г. Казань

18+
2024 - год Семьи
Хусан (Казань)

Хӗрарăмсем Питӗрте пухăнӗç

Халăхсем хушшинчи «Хӗвелтухăçпа Хӗвеланăç Питӗрте тӗлпулаççӗ» хӗрарăмсен конференцийӗ ноябрӗн 17-18-мӗшӗсенче Санкт-Петербургри Таврический Керменӗнче пулса иртӗ. Политикăра, услам ӗçӗнче, наукăра ӗçлекен, общество организацийӗсене ертсе пыракан хӗрарăм-лидерсем Раççей регионӗсенчен, СНГ, Балтика, Европа, Çурçӗр, Ази çӗршывӗсенчен АПШ-ран ӗнтӗ 23-мӗш çул пуçтарăнаççӗ. Çак конференцин тӗллевӗнче хӗрарăмсен пурнăç пахалăхне сӳтсе явасси. 2016 çулта вӗсем çак...

 

Халăхсем хушшинчи «Хӗвелтухăçпа Хӗвеланăç Питӗрте тӗлпулаççӗ» хӗрарăмсен конференцийӗ ноябрӗн 17-18-мӗшӗсенче Санкт-Петербургри Таврический Керменӗнче пулса иртӗ.

Политикăра, услам ӗçӗнче, наукăра ӗçлекен, общество организацийӗсене ертсе пыракан хӗрарăм-лидерсем Раççей регионӗсенчен, СНГ, Балтика, Европа, Çурçӗр, Ази çӗршывӗсенчен АПШ-ран ӗнтӗ 23-мӗш çул пуçтарăнаççӗ.

Çак конференцин тӗллевӗнче хӗрарăмсен пурнăç пахалăхне сӳтсе явасси. 2016 çулта вӗсем çак ыйтусене пăхса тухӗç:

  • Хӗрарăмсем - халăх дипломатине малалла тӗртекен «çемçе вăй»;

  • Кризис условийӗсенче хӗрарăмсен экономикăри лару-тăрăвӗ, ӗç рынокӗнчи вырăнӗ;

  • Хӗрарăмсен услам ӗçне тӗрев парассин инновациллӗ меслечӗсем;

  • Мигрантсем экономика процесӗсене кӗнин йывăрлăхӗсем: мигрантсен ӗç законодательствинчи çӗнӗлӗхсем.

    Хальхи вăхăт тӗлне конференцире Швеци, Финлянди, Германи, Латви, Инди, Кăнтăр Африка, Бахрейн, Пакистан, Таиланд тата ытти çӗршывсен делегацийӗсем хутшăнасси паллă.

Следите за самым важным и интересным в Telegram-каналеТатмедиа


Оставляйте реакции

0

0

0

0

0

К сожалению, реакцию можно поставить не более одного раза :(
Мы работаем над улучшением нашего сервиса

Нет комментариев