Сувар

Хӗрарăмсен кунӗ тӗлне Хусанта Фарида концерчӗ пулӗ

Тутарстанри чăвашсем пурăнакан районсем тăрăх пӗрре мар юрласа çаврăннă Фарида юрăç чăваш эстрада çăлтăрӗсемпе пӗрле мартăн 5-мӗшӗнче Хусанти «Ак Барс» Çамрăксен центрӗнче пысăк концерт кăтартӗ. Тӗп хулари чăваш хӗрарăмӗсене мăшăрӗсем тивӗçлӗ парне туса парӗç тесе шутлатпăр. Зал пуçтарассипе чăваш эстрадинчи нумай «çăлтăртан» ирттерекен Фарида Файзуллина малтанласа каласа хунă тăрăх, çакна...

Тутарстанри чăвашсем пурăнакан районсем тăрăх пӗрре мар юрласа çаврăннă Фарида юрăç чăваш эстрада çăлтăрӗсемпе пӗрле мартăн 5-мӗшӗнче Хусанти «Ак Барс» Çамрăксен центрӗнче пысăк концерт кăтартӗ. Тӗп хулари чăваш хӗрарăмӗсене мăшăрӗсем тивӗçлӗ парне туса парӗç тесе шутлатпăр.

Зал пуçтарассипе чăваш эстрадинчи нумай «çăлтăртан» ирттерекен Фарида Файзуллина малтанласа каласа хунă тăрăх, çакна пӗлтерме пултаратпăр: программăра 2 тутар, 1 вырăс юрри янăрӗ. Çавăнпа та хăвăрăн чăвашла ăнланман юлташăрсене те уяв концертне чӗнме пултаратăр.

Ытларикун билетсем Декабристсен урамӗнчи 1-мӗш çуртри («Шурале» паркне хирӗç) концерт залӗн кассинче е Концертăн информаци тӗлӗшӗнчен официаллă партнерӗ - «Сувар» хаçат редакцийӗнче - (Декабристсен урамӗ, 2-мӗш çурт 7-мӗш хут) пулӗç. Ыйтса пӗлмелли телефонсем 5183375, 222 05 44

Нравится
Поделиться:
Реклама
Комментарии (0)
Осталось символов: