Сувар

г. Казань

18+
2024 - год Семьи
Хусан (Казань)

Хӗрсем ку эрнере савни шырамалла мар

ТАКА 21.III - 20.IV Ку эрнере кăмăл лайăх пулӗ. Тахçанах пăшăрхантаракан ыйтăва татса паратăр. Ӗç кăтартăвӗсем те савăнтараççӗ, пуçлăх çакна асăрхамасăр ирттермӗ. Пӗлӗве, пултарулăха кăтартма май пулӗ. Çынсемпе ытларах хутшăнма тăрăшăр. Ырă канашсемшӗн тав тăвакансем пулӗç. Аякри тăван килсе савăнтарӗ. ВĂКĂР 21.IV - 20.V Ку эрне хӗвӗшӳллӗ пулать. Никама шанманнипе...

ТАКА 21.III - 20.IV

Ку эрнере кăмăл лайăх пулӗ. Тахçанах пăшăрхантаракан ыйтăва татса паратăр. Ӗç кăтартăвӗсем те савăнтараççӗ, пуçлăх çакна асăрхамасăр ирттермӗ. Пӗлӗве, пултарулăха кăтартма май пулӗ. Çынсемпе ытларах хутшăнма тăрăшăр. Ырă канашсемшӗн тав тăвакансем пулӗç. Аякри тăван килсе савăнтарӗ.

ВĂКĂР 21.IV - 20.V

Ку эрне хӗвӗшӳллӗ пулать. Никама шанманнипе пур ӗçе те хăвăр çине илме тăрăшатăр. Пӗрремӗшӗнчен, ыттисене тивӗçлипе хакламасăр йăнăшатăр, ӗç кăткăслăхне те пӗлсе пӗтерейместӗр, иккӗмӗшӗнчен, хăвăр пирки ытлашши шутлатăр. Унсăрăн кăравул кăшкăрмалли кăна юлать.

ЙӖКӖРЕШСЕМ 21.V - 21.VI

Ку эрнере пуçлăхсемпе хутшăнусем улшăнаççӗ: вӗсем ӗçлӗ кăна пулнă-тăк - халӗ туслашасшăн, халиччен туслă пулсан, ютшăнма пуçлани сисӗнет. Пӗтӗмлетӳсем тума васкамалла мар. Сăнăр, пуçлăх пуçланă вăйă правилисене йышăнăр. Иммунитет хавшама пуçланă, сывлăхăра çирӗплетесси пирки шутлăр.

РАК 22.VI - 22.VII

Ушкăнпа ӗçлени ăнăçу кӳрӗ. Команда пӗр çын пек ӗçлени кирлӗ, ыттисен шучӗпе харпăр амбицисене тивӗçтермелле мар. Пур яваплăха та хăвăр çине ан илӗр. Юратура мăшăрăра кӗвӗçме пуçлатăр, кун пек хутшăнусене пăсма пултаратăр, шанма вӗренӗр.

АРĂСЛАН 23.VII - 23.VIII

Ку эрнере нумай ӗçлеме тивет, вăй-хал нумай пӗтеретӗр. Оптимистла кăмăл-туйăмпа кăна йăлт чăтса ирттерме пултаратăр. Тавлашуллă самантсенче эмоцисене ăс-тăна çӗнтерме ан парăр, логикăна ан çухатăр. Опытлă ӗçтешсен канашӗсене итлӗр. Хоббие тимлӗх уйăрни тупăша ӳстерме пулăшӗ.

ХӖР 24.VIII - 23. IX

Карьера пирки шутлама вăхăт. Хăвăрăн çитӗнӳсем пирки пуçлăха аса илтерме ан вăтанăр, должноçпа ӳстерессине хăçан кӗтмелли çинчен ыйтăр. Ыйту сирӗн енне татăлас шанчăк пур. Илтнӗ хыпарсене лайăх тӗрӗслӗр, çумăрта элек саракансем пур. Савни шырассине çитес эрнене хăвармалла.

ТАРАСА 24.IX - 23.X

Карьера ӳсӗмӗшӗн çав тери лайăх майсем пулаççӗ - усă курма пӗлӗр. Çӗнӗ вырăнта çирӗпленес тесен нумай вăй хума тивӗ. Çапах кайран лăпкăн канма вăхăт тупăнӗ. Çулçӳревшӗн лайăх тапхăр. Ытлашши теветкелленсе укçа çухатас хăрушлăх пур, азартлă вăйăсенчен пăрăнсарах çӳрӗр.

СКОПИОН 24.X - 22.XI

Эрне пуçламăшӗнче ӗçтешсем адекватлă мар пулассине хатӗрленӗр. Тарăхма, вăрçма кирлӗ мар, ăнлантарса пама май парăр. Лăпкăн калаçсан пӗр чӗлхе тупма пултаратăрах. Мăшăрпа та хутшăнусем пăсăлма пултараççӗ. Канмаллисенче çемье уявӗ йӗркелеме тăрăшăр.

УХĂÇĂ 23.XI - 21.XII

Ку эрнере сывлăха упрамалла, канмасăр ӗçлесен чирлесе кайма пултаратăр. Хăвăр ӗçре мар чухне унта интереслӗ пулăмсем пулма пултараççӗ. Эрне вӗçнелле хăш-пӗр ӗçе ӗçтешӗрсемпе пайлăр. Тӗллевлӗ пулни плансене пурнăçлама пулăшӗ, укçапа перекетлӗрех пулăр.

ТУ КАЧАКИ 22.XII - 20.I

Темле пысăк улшăнусем пулмасан та преми кӗтме пултаратăр. Ăна унчченхи çитӗнӳсемшӗн пама пултараççӗ, ӗçтешӗрсемпе савăнăçа пайлама тиветех, вӗсенчен ырă хыпар илтетӗр. Хăшӗсем çӗнӗ проектпа ӗçлеме пуçлаççӗ. Юратнă çын çинчен ан манăр, ăна сирӗн тимлӗх çитмест.

ШЫВТĂКАН 21.I - 20.II

Ку эрнере пур ӗçе те вăхăтлă та паха тума тăрăшăр. Пӗр ӗçе вӗçне çитермесӗр теприне ан пуçлăр. Тăрăшсан тӳлевӗ те тивӗçлӗ пулӗ. Çынсемпе хăвăра ансатрах тытма тăрăшăр. Юратура чӗре хушнине итлӗр. Пурнăçра йăлăхтарса çитернӗ ӗçсемпе çынсенчен хăтăлма вăхăт çитнӗ.

ПУЛĂСЕМ 21.II - 20.III

Ку эрнере харпăр пурнăçра та, ӗçре те пит пысăк улшăнусем çук. Май пулсан отпуска кайма тăрăшăр. Пит пысăк интерес çук чухне канни лайăхрах. Юратуллă хутшăнăва малалла тăсас е вӗçлес пирки шутлатăр. Савнийӗр лайăх енне улшăннине кура туй туса пӗрлешесси пуçа кӗрӗ.

Следите за самым важным и интересным в Telegram-каналеТатмедиа


Оставляйте реакции

0

0

0

0

0

К сожалению, реакцию можно поставить не более одного раза :(
Мы работаем над улучшением нашего сервиса

Нет комментариев