Сувар

г. Казань

18+
2024 - год Семьи
Хусан (Казань)

Хусан чемпионата хатӗр

2018 çулта футболпа иртекен тӗнче чемпионатне пилӗк хула - Хусан, Мускав, Санкт-Петербург, Екатеринбург тата Сочи 100 проценчӗпех хатӗррине каланă «Россия-2018» йӗркелӳ комитечӗн ертӳçи, РФ Правительство пуçлăхӗн çумӗ Виталий Мутко чемпионат иртекен хуласен представителӗсемпе пулнă лару хыççăн. Ытти хуласем те хатӗрлев ӗçӗсене вӗçлесе пыраççӗ ӗнтӗ, вӗсемшӗн юлашки срок - апрелӗн 1-мӗшӗ....

2018 çулта футболпа иртекен тӗнче чемпионатне пилӗк хула - Хусан, Мускав, Санкт-Петербург, Екатеринбург тата Сочи 100 проценчӗпех хатӗррине каланă «Россия-2018» йӗркелӳ комитечӗн ертӳçи, РФ Правительство пуçлăхӗн çумӗ Виталий Мутко чемпионат иртекен хуласен представителӗсемпе пулнă лару хыççăн. Ытти хуласем те хатӗрлев ӗçӗсене вӗçлесе пыраççӗ ӗнтӗ, вӗсемшӗн юлашки срок - апрелӗн 1-мӗшӗ. Мӗншӗн тесен объектсене май уйăхӗн çурринче ФИФА комиссийӗ йышăнать.

Аса илтеретпӗр, футболпа тӗнче чемпионачӗ июнӗн тепӗр çул июнӗн 4-мӗшӗнчен тытăнса июлӗн 15-мӗшӗччен Мускавра, Санкт-Петербургра, Хусанта, Калининградра, Волгоградра, Чулхулара, Самарта, Саранскра, Дон-çи- Ростовра, Екатеринбургра тата Сочире иртет. ( Ильнар Тухбатов сăнӳкерчӗкӗ).

Следите за самым важным и интересным в Telegram-каналеТатмедиа


Оставляйте реакции

0

0

0

0

0

К сожалению, реакцию можно поставить не более одного раза :(
Мы работаем над улучшением нашего сервиса

Нет комментариев