Сувар

Хусан ЧМ-2018 та хатӗр

Хусан 2018 çулта иртекен футбол тӗнче чемпионатне (ЧМ-2018) йышăнакан хуласен йышне кӗнӗ. Кунта болельщиксемпе хăнасене йышăнмалли инфраструктура йăлтах хатӗр, пӗлтерет «Известия» хаçат Ростуризмăн 2016 çулта пурнăçланă ӗçсене пӗтӗмлетекен доклачӗ çине таянса. Тутарстансăр пуçне чемпионата йышăнма хатӗррисен списокӗнче Мускав, Санкт-Петербург, Краснодар крайӗ тата Свердловск облаçӗ. Тепӗр ултă субъектра Волгоград, Калининград, Чулхула,...

Хусан 2018 çулта иртекен футбол тӗнче чемпионатне (ЧМ-2018) йышăнакан хуласен йышне кӗнӗ. Кунта болельщиксемпе хăнасене йышăнмалли инфраструктура йăлтах хатӗр, пӗлтерет «Известия» хаçат Ростуризмăн 2016 çулта пурнăçланă ӗçсене пӗтӗмлетекен доклачӗ çине таянса.

Тутарстансăр пуçне чемпионата йышăнма хатӗррисен списокӗнче Мускав, Санкт-Петербург, Краснодар крайӗ тата Свердловск облаçӗ. Тепӗр ултă субъектра Волгоград, Калининград, Чулхула, Ростов, Самара облаçӗсенче тата Мордови Республикинче хăнасене çӗр каçма вырăнсем хальлӗхе çитмеççӗ-ха.

Ростуризм ЧМ-2018 ирттерессинче шăпах халăха вырнаçтарас енӗпе яваплă. Хальхи вăхăтра чемпионат валли пăхăннă 9 хăна çуртне туса пӗтернӗ, тепӗр 18-шӗн строительстви пырать. Çавăнпа регионсем вӗсене туса пӗтерме укçа-тенкӗ тупасса шантараççӗ.

Пӗлтӗр çулталăк пуçламăшӗнче Раççей Правительстви ЧМ-2018 вăхăтӗнче хăна çуртӗнчи номерсен хакне палăртнă. Мускавра хăна çуртӗнчи номершӗн чемпионат хăнисем талăкне 650, Мордовире 264, Тутарстанра 85 тенкӗ тӳлӗç. Чи хаклă номер çавах Волгоград облаçӗнче пулать. Унта пӗр талăкшăн чи чаплă хăна çуртӗнче 45 пин тенкӗ тăрӗ.

Следите за самым важным и интересным в Telegram-канале Татмедиа


Нравится
Поделиться:
Реклама
Комментарии (0)
Осталось символов: