Сувар

Хусан тата Тутарстан митрополичӗ Феофан саламӗ

Савăн Иерусалим, Сиона юратакансем хӗпӗртӗр! Паян вăхăтлăха та пулин Адам çылăха кӗни кайрӗ. Рай пирӗншӗн уçăлчӗ. Çӗлен вăйӗ пӗтрӗ... Эй, Туррăмăрăн ăс-тăнӗн тарăнлăхӗпе пуянлăхӗ! Хисеплӗрен те хисеплӗ Таса аттесем! Юратнă тăванăмăрсем! Сире пурсăра та Турă ывăлӗ çуралнипе савăнăçпа тулнă чӗререн Çӗнӗ çулпа тата Раштавпа, пирӗн çăлаканăмăр Иисус Христос çуралнă ятпа,...

 

Савăн Иерусалим, Сиона юратакансем хӗпӗртӗр!

Паян вăхăтлăха та пулин Адам çылăха кӗни кайрӗ.

Рай пирӗншӗн уçăлчӗ. Çӗлен вăйӗ пӗтрӗ...

Эй, Туррăмăрăн ăс-тăнӗн тарăнлăхӗпе пуянлăхӗ!

 

Хисеплӗрен те хисеплӗ Таса аттесем!

Юратнă тăванăмăрсем!

Сире пурсăра та Турă ывăлӗ çуралнипе савăнăçпа тулнă чӗререн Çӗнӗ çулпа тата Раштавпа, пирӗн çăлаканăмăр Иисус Христос çуралнă ятпа, Светтуй Василие асăннă ятпа тата çитес Кăшарнипе саламлатăп!

Çак кунсенче чăннипех те тӗлӗнмелле пулăм пурнăçланать - эпир Турă хăвачӗпе хамăрăн çăлăнăç çуртне тума пуçланине палăртатпăр. Апостол Павел сăмахӗсемпе, «авалхи пӗтнӗ, халӗ йăлтах çӗнӗ».

Паянхи кун уявлакан пулăмăн пӗлтерӗшӗ ăс-тăна кӗрсе вырнаçаймасть. Святитель Григорий Богослов каланă тăрăх, «ӳтсӗрри пурнăçланать, сăмах çирӗпленет, курăнманни курăнма тытăнать, тытса пăхайманни тытăнать, вӗçейменни пуçланать».

Мӗн тесе-ха чунӗпе пуçламăшсăр ӗмӗр-ӗмӗрхи Турă хăйне вăхăтпа виçсе кăтартма, пирӗн чухăн ăс-тăншăн ăнланмалла пулма шутланă? Кун пирки Вăл хăй пире калать: «Тӗнчене Эпӗ тӗрӗслӗх пирки пӗлтерме çуралса килнӗ» (Ин.18:37), тӗнчере тӗрӗслӗх мӗн тата ăçта вăл пулни пирки ыйтакансене Вăл: «Эпӗ хамах çул та, тӗрӗслӗх те, пурнăç та пулатăп» тенӗ (Ин.14:6).

Çапла вара тӗрӗслӗх вăл - Таса Хӗртен Марийăран çуралнă пирӗн Туррăмăр Иисус Христос. Вилӗме çӗнтерсе вăл пире ӗмӗрлӗх пурнăç парнеленӗ.

Икӗ пин çул ытла ӗнтӗ христиансен тӗнчи Христос çуралнине паллă тăвать, тӗнчене Çăлакан пирки ырă хыпар пӗтӗм уçлăха сарăлать.

Çак тӗрӗслӗх пире Турă юратăвӗ мӗнпур çынна ыталанине ăнланма пулăшать, вăл çынсене наци, тӗн уйрăмлăхӗ, йăла-йӗркесемпе культура çине пайламасăрах йышăнать. Анчах ку Туррăн юратăвӗ нимӗн ыйтмасăр пӗр енлӗ кăна пулмаллине пӗлтермест.

Турă ывăлӗ, çылăхсемсӗр пуçне, этем ӳтне илсе пиртен кашни Турă сăнарне хăйӗнче тупма пӗлтӗр, ун патне пултарнă таран çывхарма ăнтăлтăр тесе йышăннă. Çакна Христос Чиркӗвӗ паян çӗр çинчи кашни халăха çитерме тăрăшать.

Тӗнчене Çăлакан килни этемлӗх историне улăштаракан пулăм пулса тăнă, христиан цивилизацийӗпе пурăнакан çӗршывсенче çул шутласси Раштавран пуçланнă, Христос çурални вара Çӗнӗ çулпа юнашар тăрать. Ку пире ӗмӗрлӗхе ăсаннă иртнӗ çул пӗтӗмлетӗвӗсене тума май парать.

Иртнӗ çул Тутарстанри Православи историне кӗрсе юлатех. 2016 çулта Мускав тата Пӗтӗм Руçăн Çветтуй Патриархӗ Кирилл Тутарстана пуçласа килчӗ. Июлӗн 21-мӗшӗнче Турă Амăшӗн Хусан турăшӗн ячӗпе собор никӗсне хывнă çӗре хутшăнчӗ. Çветтуй Патриарх килсе кайнине нимпе виçме çук - вăл республикăри чиркӳ пурнăçӗн аталанăвне хăватлă импульс парса хăварчӗ. Тутарстан митрополийӗпе республика Правительствин, тӗрлӗ конфессисен хутшăнăвӗсен шайне ӳстерчӗ.

Собор никӗсне хывни çур çул кăна иртсен те пулас храмăн чаплă йӗрӗсене халех курма пулать. Ӗç унта пӗр саманта та чарăнмасть. Строительство хăвăртлăхӗ Тутарстан митрополийӗпе республика Правительстви тата «Возрождение» фонд пӗрле туслă ӗçленинчен те килет.

Каламасăр хăварма пултараймастăп: ку ӗç Тутарстан Республикин Президенчӗ Рустам Минниханов тата Патшалăх Канашçи Минтимер Шаймиевсăр пурнăçланма пултараймастчӗ. Пысăк тав вӗсене. Хăй вăхăтӗнче тин çеç çуралнă Турă ачине мухтавлама Хӗвел тухăçӗнчен килнӗ волхвасем пек Тутарстанăн нумай çынни чӗре хушнипе храма тума пулăшаççӗ. Çак собора туни килӗшӳпе туслăх, эпир хамăрăн йăнăша ăнланса илнин символӗ пулса тăрӗ, пирӗн обществăна паян вӗсем питӗ те кирлӗ.

Паллах, собора çӗнӗрен тума пуçлани пӗрлехи ӗç пуçламăшӗ кăна-ха, ун никӗсӗнче чиркӳпе обществăн конструктивлă калаçăвӗ, Тăван çӗршыв пуласлăхӗшӗн яваплăха туякан мӗнпур обществăлла вăйсен ырă тăванлăхӗ йӗркеленет. Пурнăçа чăн христиан пуçарăвӗсене кӗртес, унăн тӗн никӗсне çирӗплетес тесен тата нумай ӗçлемелле пулать-ха пирӗн.

Турра вăл паракан ырлăха мухтавласа пурăнсан эпир çӗр çинче ирттернӗ кашни саманта хаклама вӗренӗпӗр, çапла ӗмӗрлӗх пурнăçа хатӗрленӗпӗр. Çакна тӗпе хурса пурăнакан çын темле майпа та шалти шайлашулăха, тăнăçлăха упраса хăварма тăрăшӗ, тӗнчене чи пысăк ырлăх пек йышăнӗ, ун пирки йӗри-таврана пӗлтерӗ. Нумай çӗршыва кисрентерекен вăрçăпа тӗрлӗ тавлашусене курса тăрса хамăрăн нумай халăхлă, нумай конфесиллӗ республикăри тăнăçлăха хаклама вӗренмелле. Çак тăнăçлăха эпир пысăк хак парса тивӗçетпӗр, ку чухне политиксемпе обществăлла ӗçченсен кăна мар, ӗненекенсен кӗлӗ енӗпе пысăк ӗçӗ те тивӗçлӗ вырăн йышăнать.

Хисеплӗ таса аттесем! Юратнă тăванăмăрсем!Эпир Турă ывăлӗ Христос пирӗншӗн уçнă тата Çветтуй Православи Чиркӗвӗ упраса пыракан Чăнлăх çинче çирӗп тăрсан Вифлием çăлтăрӗ пирӗн пурнăçа яланах çутатса тăрӗ.

Нравится
Поделиться:
Реклама
Комментарии (0)
Осталось символов: