Сувар

г. Казань

18+
2024 - год Семьи
Хусан (Казань)

Сăмакун музейӗ – Хусан варринче?

Халăха сывă пурнăç йӗркине хăнăхтарса массăллă спорта явăçтарас çул çине тăнă Тутарстан тӗлӗнтерсех пăрахрӗ. Февраль вӗçӗнче Хусан варринче, Бауман урамӗнче, сăмакун музейне уçма хатӗрленеççӗ. Симӗс çӗлене мӗнле тунин историйӗпе паллаштарнисӗр пуçне ăна тутанса та пăхма пулать имӗш. Çак хыпара массăллă хыпар хатӗрӗсенчен пӗлнӗ хыççăнах «Иман» Ислам культурин центрӗ хирӗçлесе заявлени...

Халăха сывă пурнăç йӗркине хăнăхтарса массăллă спорта явăçтарас çул çине тăнă Тутарстан тӗлӗнтерсех пăрахрӗ. Февраль вӗçӗнче Хусан варринче, Бауман урамӗнче, сăмакун музейне уçма хатӗрленеççӗ. Симӗс çӗлене мӗнле тунин историйӗпе паллаштарнисӗр пуçне ăна тутанса та пăхма пулать имӗш.

Çак хыпара массăллă хыпар хатӗрӗсенчен пӗлнӗ хыççăнах «Иман» Ислам культурин центрӗ хирӗçлесе заявлени çырнă. Унта вăл алкогольлӗ продукцие хатӗрленин историйӗ мухтанмалли мар, вăтанмалли япала пулнине палăртать.

«Урă пурнăç йăлисем вăйлă хулара, кунта XIX ӗмӗр вӗçӗнчех уррисен обществи йӗркеленнӗ, тăваççӗ вӗт çакна. Тутар халăх культуринче, ислам тӗнӗнче эрех-сăра ӗçни пысăк çылăх»,- тенӗ заявленире. Центр представителӗсем республика ертӳçисене çак çӗнӗлӗх закона пăсса алкоголь реклами пулмасть-ши тесе тӗрӗслеме ыйтаççӗ.

Следите за самым важным и интересным в Telegram-каналеТатмедиа


Оставляйте реакции

0

0

0

0

0

К сожалению, реакцию можно поставить не более одного раза :(
Мы работаем над улучшением нашего сервиса

Нет комментариев