Сувар

Хусанкая халалласа

Хусанти нумай нациллӗ вырсарни шкулӗн чăваш уйрăмӗ, ТР Халăхсен Çамрăксен Ассамблейин чăвашсен «Аталан» ушкăнӗ Петӗр Петрович Хусанкай çуралнăранпа 110 çул çитнине халалласа чăваш чӗлхипе сăвă вулакансен «Хусанкай эткерçисем» конкурс ирттерет. Унта хутшăнас текенсен васкамалла пулать, мӗншӗн тесен Положени тăрăх, конкурса февралӗн 19-мӗшӗнче пӗтӗмлетеççӗ. Условисем çинчен тӗплӗнрех ак çак сайтра вуласа...

Хусанти нумай нациллӗ вырсарни шкулӗн чăваш уйрăмӗ, ТР Халăхсен Çамрăксен Ассамблейин чăвашсен «Аталан» ушкăнӗ Петӗр Петрович Хусанкай çуралнăранпа 110 çул çитнине халалласа чăваш чӗлхипе сăвă вулакансен «Хусанкай эткерçисем» конкурс ирттерет. Унта хутшăнас текенсен васкамалла пулать, мӗншӗн тесен Положени тăрăх, конкурса февралӗн 19-мӗшӗнче пӗтӗмлетеççӗ. Условисем çинчен тӗплӗнрех ак çак сайтра вуласа пӗлме пулать: https://edu.tatar.ru/vahit/org5640

ХУСАНКАЯ
«Хусанкая-çке курнă, ăна пӗлеттӗм,
Ал тытнă тӗл пулсан тус-тăванла.
Ларса калаçнине паян та астăватăп
Шупашкарти илемлӗ пӗр паркра».

Калаçнине аслисенчен илтсен-и
Пур ăмсану кăштах ман чӗрере.
Поэт сасне вара тимлес тесен-и
Тупатăп шыраса сăввисенче.

Кашни сăмахӗ вирлӗ, тарăн,
Пуш хывăх çук шухăшсенче,
Вăл калани, тăванăм, курăн
Пулнă та пур, пулать те ӗмӗрех.

Ун кăмăлне уçатăн вуласассăн,
Чунтан хăй халăхне юратнине.
Хăй чӗрине вăл Данко евӗр
Хăварнă парнене чăвашсене.

Нравится
Поделиться:
Реклама
Комментарии (0)
Осталось символов: