Хусансем, айтăр Хӗл Мучи суйлар

Хусанта çитес вăхăтра «Халăх Хӗл Мучине» суйлаççӗ. Тӗп приз - 100 пин тенкӗ. Конкурса 18 çултан иртнӗ Хусан çыннисенчен хуть кам та хутшăнма пултарать. Тӗп услови - Хӗл Мучин команди икӗ çынран сахал пулмалла мар, тесе пӗлтерчӗ Хусан хулин культура управленийӗн ертӳçи Азат Абзалов паян «Татар-информ» ИАра иртнӗ пресс-конференцире. Заявкăсене...
Хусанта çитес вăхăтра «Халăх Хӗл Мучине» суйлаççӗ. Тӗп приз - 100 пин тенкӗ. Конкурса 18 çултан иртнӗ Хусан çыннисенчен хуть кам та хутшăнма пултарать. Тӗп услови - Хӗл Мучин команди икӗ çынран сахал пулмалла мар, тесе пӗлтерчӗ Хусан хулин культура управленийӗн ертӳçи Азат Абзалов паян «Татар-информ» ИАра иртнӗ пресс-конференцире.
Заявкăсене декабрӗн 8-мӗшӗччен кăна йышăнаççӗ. Суйлав тапхăрӗсем вара декабрӗн 21-24-мӗшӗсенче пулаççӗ. Çав кунсенче Хӗл Мучисем хăйсен командисемпе хула урамӗсемпе тӳремӗсене, метро станцийӗсене, аэропорт таранах тухса хăйсен программипе паллаштараççӗ. Жюри шоу пахалăхне кăна мар, ку е вăл командăн болельщикӗсен шутне, вӗсем пӗрле мӗнле ӗçленине те хаклать. Хӗл Мучи хăйне валли хуть мӗнле тум суйлама е мӗн-тӗр çӗннине шутласа тупма та пултарать. Кунта тӗп вырăнта Хӗл Мучин хăйне евӗрлӗ, пуринчен те уйрăлса тăракан интереслӗ программи. Хӗллен тӗп асамçи темиçе чӗлхепе калаçни те çӗнтерме пулăшӗ кăна.
Декабрӗн 25-28-мӗшӗсенче представленисем пӗтсен, «визиткăсемпе» программăсене moroz.kzn.ru сайта вырнаçтарсан халăх сасăлавӗ пуçланать, унăн пӗтӗмлетӗвӗ те çӗнтерӳçе палăртма пулăшӗ. Конкурса декабрӗн 29-мӗшӗнче Хула чăрăшӗн уявне уçнă чухне пӗтӗмлетеççӗ. (А.Наумов сăнӳкерчӗкӗ).
Следите за самым важным и интересным в Telegram-канале Татмедиа
-
7 марта 2021 - 20:16Тутарстанри чӑвашсем аслӑ пуху ирттерӗҫ Мартӑн 12-мӗшӗнче Тутарстанри ЧНКАн Отчетпа суйлав конференцийӗ пулать2600
-
7 марта 2021 - 18:55ЧĂВАШАХ ПУЛНĂ-ШИ ВАРА? Хусанта пурăннă вырăс çыравçине Геннадий Паушкина халалласа асăну хăми уçрӗç2900
-
6 марта 2021 - 11:00ЮХТĂР ЮРРИ ТАТА ТЕПӖР 100 ÇУЛ Февралӗн 27-мӗшӗнче Çырчаллинчи Чăваш наципе культура центрӗпе «Чӗкеç» халăх ансамблӗ 30 çулхи юбилейӗсене паллă турӗç14701
-
6 марта 2021 - 09:00Туслă пурнăçăн вăрттăнлăхӗ пӗр-пӗрне савма пӗлнинче Ырă кăмăллă хӗрарăмпа Нина Федоровна Шадриковăпа тӗл пулсан сăмах çăмхине сӳтмесӗр пăрăнса кайма çук. Унăн ырă пурнăç тӗслӗхӗ, чун-чӗринчен тухакан хӗрӳллӗ юратăвӗ, тӗреклӗ çемйи кирек кама та тӗлӗнтерет.13000
-
19 февраля 2021 - 09:27Наркотиксене «Çук» тесе кала
-
Эсир статистикăна шанатри? Медиксем пӗлтернӗ тăрăх, коронавирус чирӗпе ăнăçлă кӗрешеççӗ
-
7 марта 2021 - 19:35Юбилей ячӗпе чун-чӗрери чи çепӗç те ăшă сăмахсемпе саламлатпăрАксу районӗнчи Çӗнӗ Этемшӳ ялӗнче пурăнакан Галина Гурьевна ТИМОФЕЕВА мартăн 2-мӗшӗнче 50 çул тултарчӗ1700
-
7 марта 2021 - 07:28Юратнă анне 55 çул тултаратьЧăваш Енри Çӗрпӳ районӗнчи Çырмапуç ялӗнче пурăнакан чи хаклă çыннăмăр, юратнă анне Надежда Николаевна ТИТОВА мартăн 7-мӗшӗнче 55 çул тултарать3600
-
5 марта 2021 - 20:16Нина Александровна Бабайкинӑна юбилейпе саламлатпӑр!Мартăн 3-мӗшӗнче пирӗн юратнă анне, асанне тата кукамай, Пăва районӗнчи Альших ялӗнче пурăнакан Нина Александровна БАБАЙКИНА 80 çул тултарчӗ4700
-
20 декабря 2020 - 16:38«Сувар пики -2021» конкурс Видеоконкурса 2021 ҫулта Тутарстанра Тӑван чӗлхесен тата халӑхсен пӗрлӗхӗн ҫулталӑкӗ пулнине халалланӑ288900
-
6 марта 2021 - 11:00ЮХТĂР ЮРРИ ТАТА ТЕПӖР 100 ÇУЛ Февралӗн 27-мӗшӗнче Çырчаллинчи Чăваш наципе культура центрӗпе «Чӗкеç» халăх ансамблӗ 30 çулхи юбилейӗсене паллă турӗç14701
-
5 марта 2021 - 16:32Лайӑш районӗнчи чӑвашсем теплицӑсене путулккаран тӑваҫҫӗ Физика законӗсене шута илсе тунӑ проект ӑшӗнче паянхи кун +10 градус температура тӑрать, шала пӑрахнӑ юр ирӗлет.13700
-
6 марта 2021 - 09:00Туслă пурнăçăн вăрттăнлăхӗ пӗр-пӗрне савма пӗлнинче Ырă кăмăллă хӗрарăмпа Нина Федоровна Шадриковăпа тӗл пулсан сăмах çăмхине сӳтмесӗр пăрăнса кайма çук. Унăн ырă пурнăç тӗслӗхӗ, чун-чӗринчен тухакан хӗрӳллӗ юратăвӗ, тӗреклӗ çемйи кирек кама та тӗлӗнтерет.13000
© ТАТМЕДИА. Все материалы, размещенные на сайте, защищены законом.
Перепечатка, воспроизведение и распространение в любом объеме информации,
размещенной на сайте, возможна только с письменного согласия редакций СМИ.
При поддержке Республиканского агентства по печати и массовым коммуникациям «ТАТМЕДИА».
Наименование СМИ: «Сувар»
№ свидетельства о регистрации СМИ, дата: ЭЛ № ФС 77 - 67940 от 06.12.2016
выдано Федеральной службой по надзору в сфере связи,
информационных технологий и массовых коммуникаций
ФИО главного редактора: Трифонова Ирина Федоровна
Адрес редакции: 420066, а/я 64, г. Казань, ул. Декабристов, д. 2
Телефон редакции: (843) 518-33-75; E-mail: suvar@mail.ru
Политика о персональных данных
Антикоррупционная политика