Сувар

г. Казань

18+
2024 - год Семьи
Хусан (Казань)

Хусансем чемпионатран 7 медальпе таврăннă

Бакура иртнӗ Стенда перессипе Европа чемпионатӗнчен Раççей сборнăйне кӗнӗ Тутарстан спортсменӗсем пысăк çитӗнӳсемпе таврăннă, пӗлтерет ТР Çамрăксен ӗçӗсен тата спорт министерстви. Континент первенстви тутарстансемшӗн медальсенчен чăннипех пуян пулнă. Республикăна вӗсем командăпа 5 тата 2 харпăр медальсемпе таврăннă. «Çакăн евӗр çитӗнӳсене эпир хăнăхрăмăр пулӗ ӗнтӗ, Европа чемпионачӗсенче медаль çӗнсе илесси Тутарстаншăн...

Бакура иртнӗ Стенда перессипе Европа чемпионатӗнчен Раççей сборнăйне кӗнӗ Тутарстан спортсменӗсем пысăк çитӗнӳсемпе таврăннă, пӗлтерет ТР Çамрăксен ӗçӗсен тата спорт министерстви. Континент первенстви тутарстансемшӗн медальсенчен чăннипех пуян пулнă. Республикăна вӗсем командăпа 5 тата 2 харпăр медальсемпе таврăннă.

«Çакăн евӗр çитӗнӳсене эпир хăнăхрăмăр пулӗ ӗнтӗ, Европа чемпионачӗсенче медаль çӗнсе илесси Тутарстаншăн кулленхи ӗç пулса пырать, çапах та ку тӗрӗс мар. Кашни медальшӗн нумай ӗçленӗ. Олимпиадăн çӗнӗ тапхăрӗ пуçланать кăна, спортсменсем хатӗрленме пуçлаççӗ. Стендовиксен хушшинче çӗнтерӳçӗсемпе призерсен шучӗ йышланнине курсах тăратпăр. Хамăр енчен, тренировкăсен условийӗсене лайăхлатас тӗллевпе пурлăхпа техника базине çӗнетме тăрăшăпăр», - терӗ ТР çамрăксен ӗçӗсен тата спорт министрӗн çумӗ Халил Шайхутдинов спортсменсемпе чемпионат хыççăнхи канашлура тӗл пулсан.

ТР пульăпа тата стенда перессипе федерацийӗн ертӳçисен сăмахӗсемпе, çак çӗнтерӳсене 2020 çулта Токиора иртмелли Олимп вăййисене хутшăнма вăрăм дистанцийӗн старчӗ теме пулать. Паяна Тутарстанăн 7 спортсменӗ Раççей сборнăйне кӗме пултарать.

Федераци ертӳçи Сергей Демин сăмахӗсемпе, 15 çул каярах кăна çакăн йышши тӗлпулусене Светлана Демина пӗчченех çӳренӗ. Халӗ вара ларма вырăн та çитмест. Система ӗçлет, чемпионсем ӳсеççӗ. Спортсменсен умӗнчи малашнехи тӗп задача вăл - Раççей чемпионачӗн финалӗнче ăнăçлă ăмăртса тӗнче чемпионатне хутшăнма хатӗрленесси.

Следите за самым важным и интересным в Telegram-каналеТатмедиа


Оставляйте реакции

0

0

0

0

0

К сожалению, реакцию можно поставить не более одного раза :(
Мы работаем над улучшением нашего сервиса

Нет комментариев