Сувар

г. Казань

18+
2024 - год Семьи
Хусан (Казань)

Хусанта чăвашлăх тымарӗсем

Çӗршывра граждан вăрçи алхаснă вăхăтра, Хусантан шуррисене çапса кăларнă хыççăн кунта Наци ӗçӗсен халăх Комиссариачӗ çумӗнчи Тӗп чăваш пайӗн издательстви çӗнӗ хăватпа ӗçлесе каять. 1919 çулта Хусанта И.Штуцерăн «Выльăха çитерсе усрама пӗлесси» кӗнеки чăвашла пичетеленсе тухать. Брошюра пысăкӗш кăна хăй. Ăна и.Я.Яковлев çирӗплетнӗ пӗрремӗш алфавитпа пичетленӗрен çак кӗнекен хакӗ питӗ...

Çӗршывра граждан вăрçи алхаснă вăхăтра, Хусантан шуррисене çапса кăларнă хыççăн кунта Наци ӗçӗсен халăх Комиссариачӗ çумӗнчи Тӗп чăваш пайӗн издательстви çӗнӗ хăватпа ӗçлесе каять. 1919 çулта Хусанта И.Штуцерăн «Выльăха çитерсе усрама пӗлесси» кӗнеки чăвашла пичетеленсе тухать. Брошюра пысăкӗш кăна хăй. Ăна и.Я.Яковлев çирӗплетнӗ пӗрремӗш алфавитпа пичетленӗрен çак кӗнекен хакӗ питӗ пысăк, паллах. Унăн умсăмахне вулама питӗ интереслӗ пулчӗ: «Пирӗн кирек мӗн ыратсан, е хамăр кӗлеткене усрама кирлӗ япаласем кирлӗ пулсан, е çитмесене - эпир вӗсене тупма тăрăшатпăр, е ыйтатпăр. Анчах выльăх этеме пăхăнса, ăна пулăшса пурăнакан чӗрӗ чун. Хăйне мӗн кирлине, мӗн çитменнине туйман (сисмен) хуçинчен ыйтса илме унăн чӗлхи çук, çавăнпа та вăл нумай асапа чăтать».
Вăл вăхăтри зоологи кăтартăвӗсемпе, тишкерӗвӗсемпе паллашма питӗ те кăсăклă пулчӗ. Хуçи кӗнекене сутма хушмарӗ. Çавăнпа та октябрь уйăхӗ вӗçлениччен «Сувар» хаçата килсе паллашма пултаратăр унпа, кăмăлăр пулсан.
Тата, каласа хăварас килет: çак кӗнеке Хусанта пичетленнӗ вăхăтра, Шупашкар чăвашсен шӗкӗр хули пуласси пирки никам та калаçман та вӗт...

Следите за самым важным и интересным в Telegram-каналеТатмедиа


Оставляйте реакции

0

0

0

0

0

К сожалению, реакцию можно поставить не более одного раза :(
Мы работаем над улучшением нашего сервиса

Нет комментариев