Сувар

г. Казань

18+
2024 - год Семьи
Хусан (Казань)

Хусанта черетлӗ тӗнче чемпионачӗ пырать – хальхинче ушупа

Хусанта çак вăхăтра ушупа 14-мӗш тӗнче чемпионачӗ хӗрсе пырать. Вăл ӗнер, сентябрӗн 28-мӗшӗнче уçăлчӗ те октябрӗн 3-мӗшӗчченех пырать. Спорт ушăвӗ пӗлтерӗшлӗ мероприяти, яланхи пекех унта 64 çӗршывран пурӗ 900 яхăн спортсмен хутшăнать, Хусана та çавăн чухлех килнӗ. Ултă кун хушшши Раççей, Китай, Иран тата ытти çӗршывсен ушисчӗсем тӗнче чемпионӗн ятне...

Хусанта çак вăхăтра ушупа 14-мӗш тӗнче чемпионачӗ хӗрсе пырать. Вăл ӗнер, сентябрӗн 28-мӗшӗнче уçăлчӗ те октябрӗн 3-мӗшӗчченех пырать. Спорт ушăвӗ пӗлтерӗшлӗ мероприяти, яланхи пекех унта 64 çӗршывран пурӗ 900 яхăн спортсмен хутшăнать, Хусана та çавăн чухлех килнӗ. Ултă кун хушшши Раççей, Китай, Иран тата ытти çӗршывсен ушисчӗсем тӗнче чемпионӗн ятне илессишӗн кӗрешӗç.

Мероприятие уçнă çӗре ТР Президенчӗ Рустам Миниханов та килнӗччӗ. Характерӗпе чӗрӗскер ăмăртусене юратать вăл, вӗсене республикăра ирттерме пысăк пулăшупа тивӗçтерет. «Çакăн пек чемпионата йышăнни пирӗншӗн пысăк чыс. Хусан сире килӗшессе шанатăп. Эпир хуть хăçан та хамăр патра ушупа ăмăртусене йышăнма хавас», - терӗ вăл спортсменсене ăнăçу суннă май.

Кӗрешӳ искусствисене илес пулсан, ушу вӗсенчен чи илемли шутланать. IWUF (Халăхсен хушшинчи ушу федерацийӗ) ăна икӗ çулта пӗрре йӗркелет. Ăмăртусем икӗ дисциплинăпа иртеççӗ: таолу (хӗç-пăшалсăр, хӗç-пăшалпа, мăшăр ăмăртусем) тата саньда (контактлă спорт кӗрешӗвӗсем). Саньда ăмăртăвӗсене кикбоксинг элеменчӗсем, тытăçусем, ал-урапа çапса-тапни кӗреççӗ.

Чемпионата уçнă çӗре федерацин ӗç тăвакан президенчӗ Юй Цзайцин та килнӗ. «Эсир, ăмăртусен чӗри, çавăнпа кашни самантпа киленме сунатăп», - терӗ вăл спортсменсене хавхалантарса.

Раççейри ушу федерацийӗн президенчӗ Глеб Музруков кăмăл тăвакансемшӗн ăмăртусем уçă пулнине, турнирсен расписанийӗпе федераци сайтӗнче паллашма пулни пирки каларӗ.

Сăмах май, 2015 çулта ушу ăмăртăвне 2020 çулта Токиора пулмалли Олимпиада программине кӗртнӗ. Хальхи вăхăтра IWUF ăна 2024 çулти Олимпиадăна кӗртме заявка хатӗрлессипе ӗçлет.

Следите за самым важным и интересным в Telegram-каналеТатмедиа


Оставляйте реакции

0

0

0

0

0

К сожалению, реакцию можно поставить не более одного раза :(
Мы работаем над улучшением нашего сервиса

Нет комментариев