Хусанта çулсене хупаççӗ

Ыран, май уйăхӗн 17 мӗшӗнче «Рубин» тата ЦСКА футбол командисем хушшинче матч иртет. Ку вăйă Хусан хулишӗн Конфедераци кубокĕ умӗн тӗрӗслев матчӗ шутланнине палăртса хăвармалла, çавна кура «Казань-Арена» стадион таврашӗнче (Арбузов, Ямашев, Гаврилов, Сигбат Хаким тата Чистопольски урамӗсем) 17.30 сехетрен пуçласа 23.30 сехетчен çулсене хупаççӗ тесе пӗлтерет ТР ШĔМĕн пресс-служби....
Ыран, май уйăхӗн 17 мӗшӗнче «Рубин» тата ЦСКА футбол командисем хушшинче матч иртет. Ку вăйă Хусан хулишӗн Конфедераци кубокĕ умӗн тӗрӗслев матчӗ шутланнине палăртса хăвармалла, çавна кура «Казань-Арена» стадион таврашӗнче (Арбузов, Ямашев, Гаврилов, Сигбат Хаким тата Чистопольски урамӗсем) 17.30 сехетрен пуçласа 23.30 сехетчен çулсене хупаççӗ тесе пӗлтерет ТР ШĔМĕн пресс-служби.
Хулари транспорт яланхи йӗркепех çурӗ, анчах та транспорт «Адоратская» чарăнуран тытăнса «Ветеринарный институт» таран чарăнмасăр иртӗ. Унсăр пуçне, троллейбуссен çӳревне те чакарӗç.
Матча килнӗ хăнасен машинисене суту-илӳ центрсен парковкисене вырнаçтарма май пулать. Пурӗ 10 вырăнта: «Олимп» спорт комплексӗ (Чистопольски урамӗ 65 çурт); «Татнефть Арены» çумӗнчи паркинг (хоккей комплексӗ «Ак Барс» Сибгат Хаким урамӗ 23 çурт); гипермаркет «Леруа Мерлен» (Фатых Амирхан проспекчӗ 3 çурт); кӗрешӳ керменӗ «Ак Барс» (Фатых Амирхан проспекчӗ 1 çурт); ТРК «Парк Хаус» (Хусаин Ямашев проспекчӗ 46 çурт); ТРК «Тандем» (Ибрагимов проспекчӗ 56 çурт); суту-илӳ центрӗ «METRO Cash &Carry» (Мулланур Вахитов урамӗ 4 çурт); суту-илӳ центрӗ «Южный» (Çӗнтерӳ проспекчӗ 91 çурт); суту-илӳ центрӗ «Мега» (Çӗнтерӳ проспекчӗ 141 çурт); ТРК «Казанская Ривьера (Фатых Амирхан проспекчӗ 1а çурт).
Следите за самым важным и интересным в Telegram-канале Татмедиа
-
23 января 2021 - 19:07Тутарстанра пысăк вырăнта ӗçлекен «куккасăрах» лайăх карьера тума май пур халь Пуçаруллисене, пултаруллисене аталанма, пурнăçра хăй вырăнне тупма пулăшакан проекта республика валли вăйлă кадрсем хатӗрлемелли шкул теме те пулать. Унта лекнӗ çамрăксене тренерсем çулталăк тăршшӗпех вӗрентеççӗ, çак вăхăтра вӗсемпе мастер-классем, тренингсем ирттереççӗ, республика лидерӗсемпе тӗл пулаççӗ. Çапла майпа сезон вӗçленнӗ тӗле кандидат хăйӗн проектне хатӗрлеме кăна мар, ăна мӗнле тӗрӗс пурнăçа кӗртмеллине те хăнăхса çитет. 2020 çулта кăна, тӗслӗхрен, проектăн X тата XI сезонӗсене хутшăннисем хăйсен проекчӗсемпе 6000000 тенкӗлӗх грант çӗнсе илнӗ. Паллах, чи пултаруллисем республикăн кадрсен резервне лекеççӗ. Шăпах вӗсемпе çӗнелсе пырӗ те республикăн ертӳлӗхӗ. 2009 çултанпа проекта хутшăннă 12600 çамрăкран 2170-шне вӗрентсе кăларнă (вӗсем пурте проектăн финалне çитнӗ). 210-шне республикăн патшалăх тата муниципаллă власть органӗсене ӗçе илнӗ, 260-шне – промышленноçпа коммерци секторне. Çак вăхăтра проекта хушăннисен 75 проекчӗ пурнăçа кӗнӗ, 2350 социаллă акци, 350 ытла интерактивлă вӗрентӳ мероприятине ирттернӗ.6900
-
23 января 2021 - 18:56«Дакар – 2021» ралли-рейдра штурмансене кăçал Сауд Аравийӗн çутçанталăкӗпе киленме май пулман Шăп пӗр эрне каялла, январӗн 15-мӗшӗнче, Сауд Аравийӗнче Халăхсен хушшинчи «Дакар – 2021» ралли-рейд вӗçленчӗ. Массăллă хыпар хатӗрӗсенчен пӗлетпӗр ӗнтӗ, кăçал грузовиксен хушшинче малтанхи виçӗ вырăна та Çырчаллинчи «КАМАЗ-мастер» команда йышăнчӗ: пьедестал çинче пирӗннисем тăчӗç, чыслав церемонийӗнче Раççей гимнӗ янрарӗ. «КАМАЗ-мастер» тепӗр хут Раççей автомобилӗсем чи шанчăклине, хăватлине, спортсменӗсем чи чăтăмлă тата опытлине кăтартса пачӗ. «Сувар» вулаканӗсем асăннă командăн йышӗнче хамăрăн ентешӗмӗр, Çырчалли чăвашӗ Дмитрий Никитин пулнине аван пӗлеççӗ. Кăçал вăл тăваттăмӗш хут А.Шибалов экипажӗн йышӗнче штурман пулса «Дакара» хутшăнчӗ, виççӗмӗш хутчен çак ăмăртуран призлă вырăнпа таврăнчӗ. Кăçал экипаж 2-мӗш вырăн йышăнса «Кӗмӗл бедуина» тивӗçрӗ. Сауд Аравийӗнчен таврăнсанах эпир Дмитрий Никитинпа тӗл пултăмăр, вăл хаваспах пирӗн ыйтусем çине хуравларӗ.7501
-
23 января 2021 - 10:17Яла çӗклеме Иван Иванович Казанков пулăшрӗ Элкел районӗнчи Сиктӗрме-Хусанкай ялне Тутарстанра питӗ лайăх пӗлеççӗ. Кунта çын валли ӗç те, пурăнма çурт та, сипленме хуларинчен кая мар больница та, вӗренме хăтлă шкул та – йăлтах пур. Хăв кăна ан ӳркен. Ытти тăрăхра çамрăк çемьесен шучӗ чакса пырать пулсан, кунта ӳсет. Çаксем пурте йăлтах пӗр çын – Сиктӗрме-Хусанкайӗнчен тухнă Иван Казанков тăрăшнипе пулнă. Хăй вăл Марий Элти Звениговăра пурăнать, унта йӗркелесе янă совхоз вара Раççей шайӗнче кӗрлесе тăрать.8800
-
22 января 2021 - 20:13Тӗрӗсленӗ машинасенчен 96-шӗ ҫӗмрӗк пулнӑ Тӗрлӗрен ҫул-йӗр правилисене пӑснӑшӑн таксистсене 1,5 пин штраф ҫырса панӑ9301
-
18 ноября 2020 - 12:44Ҫул-йӗр ҫинчен
-
Эсир статистикăна шанатри? Медиксем пӗлтернӗ тăрăх, коронавирус чирӗпе ăнăçлă кӗрешеççӗ
-
22 января 2021 - 20:35Эс пурри пирӗншӗн чăн телейÇӗпрел районӗнчи Çӗнӗ Йӗлмел ялӗнче пурăнакан тăванăмăр Зинаида Дмитриевна ВАНЮШКИНА январӗн 19-мӗшӗнче 80 çул тултарчӗ4300
-
22 января 2021 - 20:25Сирӗн пурнăç – пирӗншӗн ыр тӗслӗхСывлăхăр юман пек çирӗп, утас çулăр вăрăм пултăр, чӗрӗрсем çурхи кун пек юрлаччăр, куçăрсем телейлӗ çиçчӗр2900
-
22 января 2021 - 20:19Эпир сире изумруд туйпа ăшшăн саламлатпăр!Кил тӗрекӗ – атте, чун тӗрекӗ – анне3000
-
28 мая 2018 - 16:38Хăвăрт та, ансат та Çӗнӗ çултан «Сувар» хаçатри саламсене эпир интернетри сайтра та пичетлеме пуçларăмăр. Саламне çырса пирӗн suvar@mail.ru электронлă почта çине ярса памалла. Тӳлеме те питӗ ансат. Çакна смартфонри «Сбербанк-онлайн» приложени урлă тума тата йӳнерех те.115500
-
21 января 2021 - 18:45Тутарстан Президенчӗ хуласене юртан хӑвӑртрах тасатма хушнӑ Влаҫ вертикалӗн ҫитменлӗхӗсенчен пӗри – пуҫлӑх хушмасӑр нукерсем йӑшӑлтатма пуҫламаҫҫӗ11800
-
21 января 2021 - 17:29Пӗччен ӗҫлекенсен тупӑшӗ ӳссе пырать Тутарстанра вӗсен шучӗ 102435 ҫынна ҫитнӗ10700
-
21 января 2021 - 18:25Ача ҫуралассипе пирӗн республика мала тухнӑ Демографи статистики ҫине ҫуралакансем кӑна мар, вилекенсем те витӗм кӳреҫҫӗ10500
© ТАТМЕДИА. Все материалы, размещенные на сайте, защищены законом.
Перепечатка, воспроизведение и распространение в любом объеме информации,
размещенной на сайте, возможна только с письменного согласия редакций СМИ.
При поддержке Республиканского агентства по печати и массовым коммуникациям «ТАТМЕДИА».
Наименование СМИ: «Сувар»
№ свидетельства о регистрации СМИ, дата: ЭЛ № ФС 77 - 67940 от 06.12.2016
выдано Федеральной службой по надзору в сфере связи,
информационных технологий и массовых коммуникаций
ФИО главного редактора: Трифонова Ирина Федоровна
Адрес редакции: 420066, а/я 64, г. Казань, ул. Декабристов, д. 2
Телефон редакции: (843) 518-33-75; E-mail: suvar@mail.ru
Политика о персональных данных
Антикоррупционная политика