Сувар

г. Казань

18+
2024 - год Семьи
Хусан (Казань)

Хусанта митинг-концерт пулать

Ку эрнекун, ноябрӗн 4-мӗшӗнче Хусан Халăхсен пӗрлӗхӗн кунне митинг-концертпа кӗтсе илӗ. Кремль çывăхӗнчи çыран çинче, çӗр ӗçченӗсен Керменӗн скверне хирӗç концерт площадкине вырнаçтарӗç, унта республикăри пултарулăх ушкăнӗсем хăйсен ăсталăхне кăтартӗç. Уяв 12 сехет те 30 минутра пуçланать. Курма килекенсене пурне те ăшă кăмăлпа вӗри чей кӗтет. Çак мероприятие регионри общество...

Ку эрнекун, ноябрӗн 4-мӗшӗнче Хусан Халăхсен пӗрлӗхӗн кунне митинг-концертпа кӗтсе илӗ.

Кремль çывăхӗнчи çыран çинче, çӗр ӗçченӗсен Керменӗн скверне хирӗç концерт площадкине вырнаçтарӗç, унта республикăри пултарулăх ушкăнӗсем хăйсен ăсталăхне кăтартӗç.
Уяв 12 сехет те 30 минутра пуçланать.

Курма килекенсене пурне те ăшă кăмăлпа вӗри чей кӗтет.

Çак мероприятие регионри общество организацийӗсем пуçарса янă, çав шутра «Отечество» пӗрлешӳ, «Тутарстан Республикинче добровольчествона аталантаракан центр». Çак уявра Хусансем кăна мар, хула хăнисем те хутшăнӗç, ӗç коллективӗсен представителӗсем тата ыттисем те.

Митинга йӗркелекенсем иккӗленмеççӗ - халăх пӗрлӗхӗ нумай нациллӗ çӗршывăн питӗ çирӗп тӗревӗ пулса тăрать. Паянхи хăрушлăхсене шута илсен çакă уйрăмах пӗлтерӗшлӗ.


Следите за самым важным и интересным в Telegram-каналеТатмедиа


Оставляйте реакции

0

0

0

0

0

К сожалению, реакцию можно поставить не более одного раза :(
Мы работаем над улучшением нашего сервиса

Нет комментариев