Сувар

г. Казань

18+
2024 - год Семьи
Хусан (Казань)

Хусанта Олимпиада иртме пултарать-и?

Хусан хуть мӗнле шайри ăмăртăва , çуллахи Олимп вăййисем таранах, ирттерме пултарайнине каларӗ ӗнер РФ Патшалăх Думин физкультура, спорт, туризм тата çамрăксен ӗçӗсен комитечӗн председатель çумӗ, паллă хоккеист Вячеслав Фетисов Хусанта журналистсемпе тӗл пулсан. Тӗнче шайӗнчи спорт ăмăртăвне кашни хулах ирттереймест-мӗн, тăкаклă пулнипе нумай çӗршыв йышăнаймасть. Комитет Тутарстана спорт сферинчи...

Хусан хуть мӗнле шайри ăмăртăва , çуллахи Олимп вăййисем таранах, ирттерме пултарайнине каларӗ ӗнер РФ Патшалăх Думин физкультура, спорт, туризм тата çамрăксен ӗçӗсен комитечӗн председатель çумӗ, паллă хоккеист Вячеслав Фетисов Хусанта журналистсемпе тӗл пулсан. Тӗнче шайӗнчи спорт ăмăртăвне кашни хулах ирттереймест-мӗн, тăкаклă пулнипе нумай çӗршыв йышăнаймасть.

Комитет Тутарстана спорт сферинчи опычӗпе паллашма килнӗ иккен. «Спорт инфраструктури, тренерсен ӗçӗ, ачасем валли пӗр пек условисем тăвасси çине янă укçа мӗнле ӗçленине курасшăн эпир. Социаллă эффект çине тăкакланас система мӗнле ӗçленипе те паллашасшăн. Спорт вăл алкоголизм, наркомани профилактикин чи лайăх мелӗ, ачасене виртуаллă тӗнчерен тавăрать, сывă пурнăç йӗркине хăнăхтарать, патриотизм воспитанине парать», - терӗ паллă хоккеист.

РФ Патшалăх Думин депутачӗсем ТР Президенчӗпе тӗл пулсан ăна республикăра спорта тӗрев панăшăн тав тунă.

«Спорт объекчӗсемпе, çав шутра Универсиада валли тунисемпе мӗнле усă курнине, спортпа çамрăксен политикине эсир мӗнле пӗрлештерме пултарнине пӗлесшӗн. Нумай ыйтăва тӗпчесе федераллă шая кăларасшăн эпир», - терӗ спикер.

Ун шухăшӗпе, Тутарстан спорт инфраструктурипе вырăнти спорта аталантарса тӗрӗс политики суйланă. «Çитес вăхăтра республика кӗтекен çитӗнӳсем те пулӗç. Мӗншӗн тесен сирӗн план, стратеги пур, ыран мӗн пуласси паллă. Спорт сферинчи тӗнче опычӗпе паллашассипе те кунта нумай ӗç илсе пынине пӗлетпӗр»,- пӗтӗмлетрӗ хăй сăмахне Мускав хăни.

Следите за самым важным и интересным в Telegram-каналеТатмедиа


Оставляйте реакции

0

0

0

0

0

К сожалению, реакцию можно поставить не более одного раза :(
Мы работаем над улучшением нашего сервиса

Нет комментариев