Сувар

г. Казань

18+
2024 - год Семьи
Хусан (Казань)

Хусанта пысăк культурăллă чăвашсем пурăнаççӗ

Мартăн 5-мĕшĕнче Хусантисене Фарида Файзуллина чăваш, тутар тата вырăс юррисемпе савăнтарчĕ. Пултаруллă юрăçа итлемешкĕн тĕп хуларан кăна мар, Теччĕ, Анат Кама, Тури Услон, Элкел, Ешӗлвар, Лайăш районӗсенчен те пынă. Чăваш эстрадин çăлтăрĕ ырă та кăмăллă юррисемпе çынсен чунĕсенче паллă йĕр хăварчĕ тесе хăюллăн калама пулать. Ăна куракансем хытă ал çупса,...

Мартăн 5-мĕшĕнче Хусантисене Фарида Файзуллина чăваш, тутар тата вырăс юррисемпе савăнтарчĕ. Пултаруллă юрăçа итлемешкĕн тĕп хуларан кăна мар, Теччĕ, Анат Кама, Тури Услон, Элкел, Ешӗлвар, Лайăш районӗсенчен те пынă.

Чăваш эстрадин çăлтăрĕ ырă та кăмăллă юррисемпе çынсен чунĕсенче паллă йĕр хăварчĕ тесе хăюллăн калама пулать. Ăна куракансем хытă ал çупса, чечексем парнелесе, ăшшăн ыталаса çеç тăчĕç.

Ытти хуласенчи чăваш концерчӗсенче çынсем лармалли вырăнсен хӗрринчи иртсе çӳремелли хутлăхра ташланине сăнама пулать, Хусанта ун пек мар.Артистсем финал юррине юрласа пӗтерсен кăна çынсем ура çине тăчӗç, тăвăллăн алă çупрӗç.
Чăвашсемсĕр пуçне концерта килнӗ ытти халăхсем (вырăссемпе тутарсем) питĕ тĕлĕнтерчĕç. Чăваш юррисем янранă чух питĕ тимлĕн итлесе, кайран вара çынсенчен юрă пĕлтерĕшне ыйтса пĕлме тăрăшрĕç. Татах та пулччăр çакăн пек концертсем.

Следите за самым важным и интересным в Telegram-каналеТатмедиа


Оставляйте реакции

0

0

0

0

0

К сожалению, реакцию можно поставить не более одного раза :(
Мы работаем над улучшением нашего сервиса

Нет комментариев