Сувар

г. Казань

18+
2024 - год Семьи
Хусан (Казань)

Хусанта тепӗр чемпионат пулать

2022 çулта пире тепӗр спорт уявӗ - кӗске дистанцие ишессипе тӗнче чемпионачӗ кӗтет. Ишессипе халăхсем хушшинчи федерацийӗ чемпионат ирттерме каллех Хусана суйласа илнӗ. «Татар-информ» ИА пӗлтернӗ тăрăх, Будапештра паян (кунта хальхи вăхăтра Шыв спорчӗн тӗнче чемпионачӗ пырать) 2022 тата 2024 çулсенче чемпионат йышăнакан претендентсен презентацийӗ иртнӗ. Хусанăн конкуренчӗсем кунта Тайбэй...

2022 çулта пире тепӗр спорт уявӗ - кӗске дистанцие ишессипе тӗнче чемпионачӗ кӗтет. Ишессипе халăхсем хушшинчи федерацийӗ чемпионат ирттерме каллех Хусана суйласа илнӗ. «Татар-информ» ИА пӗлтернӗ тăрăх, Будапештра паян (кунта хальхи вăхăтра Шыв спорчӗн тӗнче чемпионачӗ пырать) 2022 тата 2024 çулсенче чемпионат йышăнакан претендентсен презентацийӗ иртнӗ. Хусанăн конкуренчӗсем кунта Тайбэй тата Гонконг пулнă.

- Пирӗн федерацишӗн хумхануллă самант ку, - тенӗ FINA ертӳçи Хулио Маглионе тепӗр чемпионатăн хуçи кам пулассине калас умӗн. - Претендент-хуласем пурте пысăк ӗç пурнăçласа çав тери лайăх презентаци хатӗрленӗ. Вӗсене пурне те тав тăватăп. Çапах та эпир спорт организацийӗ. Эппин, çӗнтерӳçӗ пулмаллах. Пирӗн вара икӗ çӗнтерӳçӗ. 2022 çулăн çӗнтерӳçи - Хусан!

25 метр кӗске дистанцие ишессипе чемпионата Хусанта ирттерме пурте пӗр саслăн йышăннă иккен. 2024 çулти чемпионата йышăнма вара Будапешт тивӗçнӗ.

Следите за самым важным и интересным в Telegram-каналеТатмедиа


Оставляйте реакции

0

0

0

0

0

К сожалению, реакцию можно поставить не более одного раза :(
Мы работаем над улучшением нашего сервиса

Нет комментариев