Сувар

Хусанта – «Тӗрӗксен Ылтăнӗ»

Октябрӗн 5-9-мӗшӗсенче Хусанта «Тӗрӗксен Ылтăнӗ» II Пӗтӗм Раççейри çамрăксен форумӗ ӗçлерӗ. Унта Раççейри 14 регионтан пурӗ 150 делегат, 20 спикер хутшăнчӗ. Делегатсем форум иртнӗ кунсенче Сергей Ревин космонавт-испытательпе, Ольга Спиркина актрисăпа тата телеертӳçӗпе, Николай Валуев тӗнчипе паллă спортсменпа тата депутатпа, Лина Арифуллина режиссерпа, продюсерпа тата ыттисемпе тӗл пулчӗç. Форума хупас...

Октябрӗн 5-9-мӗшӗсенче Хусанта «Тӗрӗксен Ылтăнӗ» II Пӗтӗм Раççейри çамрăксен форумӗ ӗçлерӗ. Унта Раççейри 14 регионтан пурӗ 150 делегат, 20 спикер хутшăнчӗ. Делегатсем форум иртнӗ кунсенче Сергей Ревин космонавт-испытательпе, Ольга Спиркина актрисăпа тата телеертӳçӗпе, Николай Валуев тӗнчипе паллă спортсменпа тата депутатпа, Лина Арифуллина режиссерпа, продюсерпа тата ыттисемпе тӗл пулчӗç.

Форума хупас церемоние ТР Президенчӗ Р.Минниханов та хутшăнчӗ. Вăл çак мероприяти пирӗн республикăн тӗп хулинче иртнӗшӗн савăнса пӗлтерчӗ. Хусан тӗрӗк çамрăкӗсен пӗрлӗхӗсем ӗçлемелли лайăх площадка пулнине иккӗленменнине палăртрӗ.

Реклама
Нравится
Поделиться:
Реклама
Комментарии (0)
Осталось символов: