Сувар

г. Казань

18+
2024 - год Семьи
Хусан (Казань)

Хусанти халăхсен хушшинчи мăсăльман кинофестивалӗ хупăнчӗ

(Ирина Трифонова) Пӗр эрнерен кăшт ытларах пынă Хусанти XIII Халăхсен хушшинчи мăсăльман кинофестивалӗ ӗнер, сентябрӗн 11-мӗшӗнче хупăнчӗ. Унăн церемонийӗ ку хутӗнче М.Джалиль ячӗллӗ оперăпа балет театрӗнче иртрӗ. Уяв мероприятине ертсе пыраканӗсенчен пӗри Раççейӗн паллă актриси Анна Снаткина пулчӗ. Унсăр пуçне Хусанти кинофестивале Раççейӗн ытти паллă режиссерӗсемпе актерӗсем те килсе çитрӗç....

(Ирина Трифонова) Пӗр эрнерен кăшт ытларах пынă Хусанти XIII Халăхсен хушшинчи мăсăльман кинофестивалӗ ӗнер, сентябрӗн 11-мӗшӗнче хупăнчӗ. Унăн церемонийӗ ку хутӗнче М.Джалиль ячӗллӗ оперăпа балет театрӗнче иртрӗ. Уяв мероприятине ертсе пыраканӗсенчен пӗри Раççейӗн паллă актриси Анна Снаткина пулчӗ. Унсăр пуçне Хусанти кинофестивале Раççейӗн ытти паллă режиссерӗсемпе актерӗсем те килсе çитрӗç. Çавсен хушшинче Николай Досталь, Виктор Мережко, Кирилл Сафонов, Валерий Гаркалин, Андрей Соколов пулчӗç. Ют çӗршыв актерӗсемпе кинематографисчӗсем те нумайăнччӗ.

Кинофестиваль номинанчӗсемпе çӗнтерӳçисене саламлама ТР Патшалăх Канашӗн председателӗ Фарид Мухаметшин, ТР Культура министрӗ Айрат Сибагатуллин килчӗç.

Кинематографистсемшӗн çак кун уйрăмах хумхануллă пулчӗ. Кинокăтартăвӗсем, куракансемпе тӗлпулусем, пресс-конференцисемпе творчествăлла каçсем хыçа юлчӗç. Паян çак анлă та илемлӗ сцена çине чи пултаруллисемпе талантлисем тухӗç. Сцена тесен, кунта Виктор Мережко шӳтлесе те илчӗ: «Пӗрремӗш хут оперăпа балет сцени çинче тăратăп. Тем тумалла ӗнтӗ халь: те юрламалла, те ташламалла», - терӗ вăл хăйне пӗр номинаци çӗнтерӳçине палăртма чӗнсе кăларсан.

Чăн та, сцена çине кинофестивалӗн чи пултаруллă актерӗсемпе режиссерӗсем, операторсемпе сценаристсем тухрӗç. Вӗсем хушшинче ентешсем, тутарстансем те пулни савăнтарчӗ.

Тӗплӗнрех кун пирки «Сувар» хаçата вуласан пӗлме пултаратăр.

Следите за самым важным и интересным в Telegram-каналеТатмедиа


Оставляйте реакции

0

0

0

0

0

К сожалению, реакцию можно поставить не более одного раза :(
Мы работаем над улучшением нашего сервиса

Нет комментариев