Сувар

Хусанти кинофестивале кăçал Анна Снаткина килет

Кăçал сентябрӗн 5-11-мӗшӗсенче Хусанта иртекен Халăхсен хушшинчи мăсăльман кинофестивальне (ХХМКФ) Наталья Варлей, Светлана Светличная, Владимир Конкин, Леонид Кулагин, Анна Снаткина, Виктор Мережко, Марат Башаров, Кирилл Плетнев, Иван Золотухин килессине пӗлтернӗ. Йӗркелӳçӗсем мероприятире çаплах Ингеборга Дапкунайтепе Камиль Ларина та курасшăн, хальлӗхе вӗсем килессине çирӗплетмен-ха. Конкурс программине 27 çӗршывăн 60 фильмӗ кӗнӗ....

Кăçал сентябрӗн 5-11-мӗшӗсенче Хусанта иртекен Халăхсен хушшинчи мăсăльман кинофестивальне (ХХМКФ) Наталья Варлей, Светлана Светличная, Владимир Конкин, Леонид Кулагин, Анна Снаткина, Виктор Мережко, Марат Башаров, Кирилл Плетнев, Иван Золотухин килессине пӗлтернӗ. Йӗркелӳçӗсем мероприятире çаплах Ингеборга Дапкунайтепе Камиль Ларина та курасшăн, хальлӗхе вӗсем килессине çирӗплетмен-ха.

Конкурс программине 27 çӗршывăн 60 фильмӗ кӗнӗ. Йăлана кӗнӗ форматсемсӗр пуçне (тулли метрлă выляв (игровое) тата документлă киносем, кӗске метрлă выляв тата документлă киносем) пӗлтӗр хута кайнă «Россия молодая» конкурса та нумай ӗç ярса панă. Унсăр пуçне кăçал тепӗр çӗнӗ конкурс - «Наци конкурсӗ» пуçарнă. Ку конкурсра чăваш режиссерӗсен ӗçӗсене те курасса ӗмӗтленетпӗр.

 

Нравится
Поделиться:
Реклама
Комментарии (0)
Осталось символов: