Сувар

г. Казань

18+
2024 - год Семьи
Хусан (Казань)

Хусанти «Кӗр сăринче» каччă хӗрне качча тухма ыйтнă

Интернетра кашни кун сăнатăп, «Одноклассникинчи» «Сувар - чăвашсен хаçачӗ» ятлă страничкăра Хусанта октябрӗн 15-мӗшӗнче «Кӗр сăри» уявӗ пулать тесе пӗлтерни тахçанах «çакăнса» тăрать. Хитрен явăнакан хăмла туратне ӳкерсе хунă, ун çумӗнче йывăç пичӗке тăрать. Çав-çав вăхăтра, çав-çав хупахра тесе çырни пур, урăх ытлашши хӗвӗшӳ çук çак афиша тавра. Çын пулмасть-ши...

Интернетра кашни кун сăнатăп, «Одноклассникинчи» «Сувар - чăвашсен хаçачӗ» ятлă страничкăра Хусанта октябрӗн 15-мӗшӗнче «Кӗр сăри» уявӗ пулать тесе пӗлтерни тахçанах «çакăнса» тăрать. Хитрен явăнакан хăмла туратне ӳкерсе хунă, ун çумӗнче йывăç пичӗке тăрать. Çав-çав вăхăтра, çав-çав хупахра тесе çырни пур, урăх ытлашши хӗвӗшӳ çук çак афиша тавра. Çын пулмасть-ши вара кусен тесе кăсăкланса кайса курас терӗм. Нумайранпа пулманччӗ чăваш ташă каçӗсенче.

Тӳрех куçа тăрăнакан япала - паллакан çынсем сахалччӗ. Яланхи ташăçăсем пур-ха: Çарăмсан пикисем, Çӗпрел каччисем. Арăмӗсенчен тарса килнӗ упăшкасем те пур иккӗн-виççӗн, мăшăрпа килнисем те. Çапах ытларахăшне пӗрремӗш хут куратăп. Çак кун Хусанта Шупашкарти «Аван-пати» дискотека хăнараччӗ: Шинжаева, Рязанов, Думилин тата Антонов - шоумен савăнтарчӗç пире. Артистсем фонограммăсăр юрлама тăрăшни кăмăла кайрӗ. Программăра вăйăсем, конкурссем нумайччӗ, флешмоб та турӗç. Тата, паллах, илӗртӳллӗ кӗвӗ çеммипе савăнăçлă ташă çаврăмӗсем.

Ташă каçӗсене Хусанта ирттернин усси пур. Çамрăксем мăшăрланса çемье çавăраççӗ. Икӗ çул чăваш дискотекинче каялла пӗрлешнӗ Елчӗк çамрăкӗсен ывăл ӳсет. Çынсен умӗнче хăйсен юратăвӗ çинчен пӗлтерме именмен Теччӗ каччипе Çӗпрел пикин те кӗркунне ача çуралчӗ. Хальхинче Пăва районӗнчен килнӗ хӗрпе каччă тимлӗхре пулчӗç. Екатеринăпа Женя тӗрлӗ ялсенче çуралса ӳснӗ пулсан та Хусан вӗсене çывăхлатнă. Ташă каçӗнче Женя савнă хӗрӗ умне чӗркуçленсе ларса ăна хăйне качча тухма ыйтрӗ. Вӗренӗве пула кăшт кӗтме тивет пулин те туй туса пӗрлешме килӗшрӗ çамрăк пике. Ресторан хуçи вӗсене çийӗнчех шампански парнелерӗ.

Кӗрекен билетсемпе парнесем вылянтараççӗ, тӗп приз - сăра пички. Ăна Рункă хӗрӗ выляса илчӗ. Тăхтав вăхăтӗнче те лăпланма пӗлмест ташă каçне ертсе пыракан - «Сувар» хаçачӗ тыттарса ушкăнӗпе фото ӳкерттерет. Флешмоб, теççӗ иккен ăна.

Çапларах тӗлӗнтереççӗ Хусан чăвашӗсем. Тутарстанăн тӗп хулинчи чаплă çӗрте хăйсене тирпейлӗ тытса пӗр ют сăмах кăлармасăр савăнма пӗлеççӗ. Курса ларма кăмăллă. Вӗсем çине пăхсан ватăлас та килмест. Ташă каçӗ вӗçленес умӗн туй такмакӗсем каласа сăрине пичкеренех ӗçме хатӗр юлташӗсем сахал марăн пухăннăччӗ. Çапах йӗркене кунта çирӗп пăхса тăраççӗ. Пурне те килӗсене лайăхпа ăсатса ячӗç.

Тепрехинче те кайса курас тетӗп-ха чăваш ташă каçне. Ун чух мӗнпе тӗлӗнтерӗç тата?

Следите за самым важным и интересным в Telegram-каналеТатмедиа


Оставляйте реакции

0

0

0

0

0

К сожалению, реакцию можно поставить не более одного раза :(
Мы работаем над улучшением нашего сервиса

Нет комментариев