Сувар

Хусанти куракансене Фарида концерчӗ килӗшнӗ

Мартăн 5-мӗшӗнче Хусанти «Ак Барс» çамрăксен центрӗнче иртнӗ эстрада концерчӗ куракансен кăмăлне тивӗçтернӗ пулмалла. Вӗсене çак каç Фарида Файзуллина, Алена Алексеева, Александр Артемьев тата «Вираж» ташă ушкăнӗ савăнтарчӗç. Концерта Дмитрий Петров ертсе пычӗ. Залра пухăннă хӗрарăмсене ТР ЧНКА Ӗçтăвкомӗн ертӳçи Владимир Иванов çывхарса килекен мартăн 8-мӗшӗпе саламларӗ. Концерт икӗ сехет...

Мартăн 5-мӗшӗнче Хусанти «Ак Барс» çамрăксен центрӗнче иртнӗ эстрада концерчӗ куракансен кăмăлне тивӗçтернӗ пулмалла. Вӗсене çак каç Фарида Файзуллина, Алена Алексеева, Александр Артемьев тата «Вираж» ташă ушкăнӗ савăнтарчӗç. Концерта Дмитрий Петров ертсе пычӗ.
Залра пухăннă хӗрарăмсене ТР ЧНКА Ӗçтăвкомӗн ертӳçи Владимир Иванов çывхарса килекен мартăн 8-мӗшӗпе саламларӗ. Концерт икӗ сехет ытла тăсăлчӗ, ун вӗçӗнче куракансем тăрса алă çупрӗç.

Палăртса хăвармалла, концерта курма чăвашсем кăна мар, ытти халăх çыннисем те йышлăн килнӗччӗ. Фарида Валерий Раштавпа Василий Шихранов сăввисемпе çырнă чăвашла хичӗсене кăна мар, вырăсла юррисене те, тутарлисене те юрларӗ. Куракансем тата концертсем ирттерме ыйтаççӗ.

Нравится
Поделиться:
Реклама
Комментарии (0)
Осталось символов: