Сувар

Хусанти танк училищин черетлӗ выпускӗ

(Ирина Кузьмина. А. Главатских сăнӳкерчӗкӗ). Ӗнер Хусанти Аслă çар танк училищинче 122 курсант офицер званине илчӗ. Курсантсене хатӗрлемелли çӗнӗ программăпа вӗреннӗ пӗрремӗш выпуск ку. Çавăнпа малашне çар училищисенче курсантсем унчченхи пек пиллӗк мар, тăватă çул кăна вӗренсе офицер званине март уйăхӗнчех илӗç. Сăмах май, çӗнӗ программăпа вӗреннисен выпускӗ çӗршыври ытти...

(Ирина Кузьмина. А. Главатских сăнӳкерчӗкӗ). Ӗнер Хусанти Аслă çар танк училищинче 122 курсант офицер званине илчӗ. Курсантсене хатӗрлемелли çӗнӗ программăпа вӗреннӗ пӗрремӗш выпуск ку. Çавăнпа малашне çар училищисенче курсантсем унчченхи пек пиллӗк мар, тăватă çул кăна вӗренсе офицер званине март уйăхӗнчех илӗç. Сăмах май, çӗнӗ программăпа вӗреннисен выпускӗ çӗршыври ытти çар училищисенчен Хусанти танк училищинче чи малтан пулчӗ. Çак кунсенче курсантсем Сызраньти, Мускаври, Инçет Хӗвелтухăçӗнчи тата Краснодарти çар училищисенче офицер званине илӗç.

1941 çултанпа Хусанти танк училищинче 80 ытла выпуск пулнă. Вăрçă вăхăтӗнче кунтан 5 пин ытла офицер вӗренсе тухнă.

Хусанти танк училищинчен тин кăна вӗренсе тухнă офицерсенчен 51-шӗ - Хӗвеланăç çар округӗнче, 20-шӗ - Кăнтăрти, 35-шӗ - Тӗп, 10-шӗ Хӗвелтухăçӗнчи çар округӗсенче, 1 - Çурçӗр флотра, 2-шӗ - Сывлăш десант çарӗнче, 3-шӗ РФ Хӗç-пăшаллă вăйӗсен генеральнăй штабӗнче малалла службăра тăрӗç.

Следите за самым важным и интересным в Telegram-канале Татмедиа


Нравится
Поделиться:
Реклама
Комментарии (0)
Осталось символов: