Сувар

г. Казань

18+
2024 - год Семьи
Хусан (Казань)

Хусанти тӗрӗслев матчне пысăк хак панă

ТР çамрăксен ӗçӗсен тата спорт министрӗ Владимир Леонов Хусанта Конфедераци Кубокĕ умӗнхи «Рубин» тата «ЦСКА» хушшинчи иртнӗ тӗрӗслев матчӗ пирки çапларах каланă: «Малтанласа тунă пӗтӗмлетӳсем тăрăх, матча 22 пин çын пынă. Стадиона килнӗшӗн çынсене тав сăмахӗ каласшăн, мӗншӗн тесен Конфедераци Кубокӗнче пулакан системăна сирӗнсӗр тӗрӗслеме май пулмастчӗ. Çак мероприятишӗн яваплă...

ТР çамрăксен ӗçӗсен тата спорт министрӗ Владимир Леонов Хусанта Конфедераци Кубокĕ умӗнхи «Рубин» тата «ЦСКА» хушшинчи иртнӗ тӗрӗслев матчӗ пирки çапларах каланă:

«Малтанласа тунă пӗтӗмлетӳсем тăрăх, матча 22 пин çын пынă. Стадиона килнӗшӗн çынсене тав сăмахӗ каласшăн, мӗншӗн тесен Конфедераци Кубокӗнче пулакан системăна сирӗнсӗр тӗрӗслеме май пулмастчӗ. Çак мероприятишӗн яваплă службăсен хакӗсем тăрăх, системăра нимӗнле йăнăшсем те пулман. Унсăр пуçне, стадион канлӗлӗх тата илемлӗх енчен уйрăлса тăнине те палăртнă вӗсем.

Пӗтӗмӗшле эпир тӗп сервиссен тӗрӗслевне ирттертӗмӗр. Матчра FIFA представителӗсем те пурчӗ. Вӗсем те куракансен идентификацийӗн çӗнӗ системнине (болельщикăн паспорчӗпе билетсене кăтартса стадиона кӗни) пысăк хак пачӗç. Малашне çак системăна Конфедераци Кубокӗнче те усă кураççӗ. Пирӗншӗн ку пулăм пысăк тӗрӗслевччӗ, мӗншӗн тесен çак теста ирттерекен тăван çӗршыври пӗртен-пӗр хула, пӗртен-пӗр стадион - эпир пултăмăр. Малтанлăха пӗтӗмлетӳсем туса тӗллевсене пурнăçларăмăр тесе калама пулать.

Следите за самым важным и интересным в Telegram-каналеТатмедиа


Оставляйте реакции

0

0

0

0

0

К сожалению, реакцию можно поставить не более одного раза :(
Мы работаем над улучшением нашего сервиса

Нет комментариев