Сувар

г. Казань

18+
2024 - год Семьи
Хусан (Казань)

Хыпарсăр çухалнин кăна сумӗ çук

Тăван çӗршывăн Аслă вăрçи вăхăтӗнче вăйлă хӗç-пăшаллă нимӗç захватчикӗсене çӗнтерни совет халăхӗн капашсăр пысăк паттăрлăхӗ. Çӗнтерӗве çывхартас тесе ватти-вӗтти пӗтӗм вăйран тăрăшнă. Паллах, чи йывăрри фронтра пулнă. Мӗн чухлӗ салтак киле таврăнайман? Вăрçăра юн тăкнă кашни салтак хисепре пулмалла. Тутарстанра та акă, юлашки 11 çулта 18974 ветеран хăйӗн пурăнмалли çурт-йӗр...

Тăван çӗршывăн Аслă вăрçи вăхăтӗнче вăйлă хӗç-пăшаллă нимӗç захватчикӗсене çӗнтерни совет халăхӗн капашсăр пысăк паттăрлăхӗ. Çӗнтерӗве çывхартас тесе ватти-вӗтти пӗтӗм вăйран тăрăшнă. Паллах, чи йывăрри фронтра пулнă. Мӗн чухлӗ салтак киле таврăнайман? Вăрçăра юн тăкнă кашни салтак хисепре пулмалла. Тутарстанра та акă, юлашки 11 çулта 18974 ветеран хăйӗн пурăнмалли çурт-йӗр условийӗсене лайăхлатнă. Çак тӗллевпе 19,9 миллиард тенкӗ укçа тăкакланă. Çӗнтерӳçӗ-салтак япăх условисенче пурăнма юрамсть. Намăс ку. 2017 çулта республикăра 126 ветерана хваттер е çурт туса панă. Кăçал та ку ӗç малалла пырать. 32 ветеран хăйӗн пурăнмалли çурт-йӗр условийӗсене лайăхлатма пултарӗ. Кун валли бюджетран 42,67 миллион тенкӗ укçа уйăрӗç.

Ветерансем, вăрçăра пуç хунисен мăшăрӗсемпе çемйисем яланах патшалăх тимлӗхӗнче пулнă-ха: çăмăллăхсем, транспорт, çурт-йӗр панă... Анчах та вăрçа хутшăннă тепӗр категоририсем çинчен кăна асăнасси йăла мар Раççейре, вӗсем - хыпарсăр çухалнисем. Ытти çӗршывра кун пеккисем те ветерансем шутланаççӗ, Раççейре вара «ветеран» категорие те тивӗçлӗ мар вӗсем, çӗршыв вӗсем çинчен маннă, калăн, хыпарсăр çухалнисем çӗр çинче пулман, вăрçăра юн тăкса Çӗнтерӗве çывхартман. Çук вӗсем, çук вӗсен мăшăрӗсем, ачи-пăчи, çук сумӗ, хисепӗ. Вӗсене хăçан та пулсан аса илӗ-ши çӗршыв?

Следите за самым важным и интересным в Telegram-каналеТатмедиа


Оставляйте реакции

0

0

0

0

0

К сожалению, реакцию можно поставить не более одного раза :(
Мы работаем над улучшением нашего сервиса

Нет комментариев