Сувар

г. Казань

18+
2024 - год Семьи
Хусан (Казань)

Игорь Крутоя Рустам Минниханов орден панă

Раççейӗн паллă композиторне Игорь Крутоя ТР Президенчӗ Рустам Минниханов «Дуслык» орденпа наградăланă, пӗлтерет Тутарстанăн Раççей Федерацийӗнчи полномочилле представительствин пресс-служби. Ку ӗç Мускавра пулса иртнӗ. Мӗнпе тивӗçнӗ-ха маэстро çак чыса? Композитора патшалăх наградине Хусанта 2015 çулта шыв спорчӗн тӗсӗсемпе иртнӗ тӗнче чемпионатне тата «Мастерс» категорийӗнчи тӗнче чемпионатне йӗркелеме хутшăннăшăн панă. Игорь...

Раççейӗн паллă композиторне Игорь Крутоя ТР Президенчӗ Рустам Минниханов «Дуслык» орденпа наградăланă, пӗлтерет Тутарстанăн Раççей Федерацийӗнчи полномочилле представительствин пресс-служби. Ку ӗç Мускавра пулса иртнӗ. Мӗнпе тивӗçнӗ-ха маэстро çак чыса? Композитора патшалăх наградине Хусанта 2015 çулта шыв спорчӗн тӗсӗсемпе иртнӗ тӗнче чемпионатне тата «Мастерс» категорийӗнчи тӗнче чемпионатне йӗркелеме хутшăннăшăн панă.

Игорь Крутой хăй те Тутарстанпа çыхăнăвӗсем çирӗп пулнине пӗрре мар каланă. 2013 çулта Хусанта иртнӗ Универсиадăн уçассин тата хупассин церемонийӗсен генеральнăй продюсерӗ те вăлах пулнă. Шыв спорчӗн тӗсӗсемпе 16-мӗш тӗнче чемпионатӗнче те Игорь Крутойăн творчество ушкăнӗ лайăх ӗçлерӗ.

Композиторпа Хусан хушшинчи туслăх кăçалхи апрель уйăхӗнче тата та çирӗпленчӗ. Тӗп хуламăрта Игорь Крутой музыкин академийӗ уçăлчӗ. Мероприятие маэстро хăй те килнӗччӗ. Академире анлă та пӗлтерӗшлӗ мероприятисем иртеççӗ, çавсен шутӗнче «Детская Новая волна», «Рождественская песенка года», «Детская песня года» тата ытти те. Çапла вара патшалăх наградине Игорь Крутой пӗр ахаль илмен.



Следите за самым важным и интересным в Telegram-каналеТатмедиа


Оставляйте реакции

0

0

0

0

0

К сожалению, реакцию можно поставить не более одного раза :(
Мы работаем над улучшением нашего сервиса

Нет комментариев