Сувар

г. Казань

18+
2024 - год Семьи
Хусан (Казань)

Икӗ уйăхра 62 браконьер

Тутарстанра шыв-шур объекчӗсем çирӗп тимлӗхре пулнине кăçал апрелӗн 15-мӗшӗнчен пуçласа июнӗн 15-мӗшӗччен 62 браконьерла ӗçе шута илни те çирӗплетет. Çак фактсем уголовнăй ӗç пуçармалли сăлтавах пулнă. РФ ял хуçалăх министрӗн çумӗ, Пулă тытас енӗпе федераллă агентствăн ертӳçи Илья Шестаков сăмахӗсемпе, пӗр сезонра çакăн чухлӗ браконьера тытни Тутарстан браконьерсене хирӗç лайăх...

Тутарстанра шыв-шур объекчӗсем çирӗп тимлӗхре пулнине кăçал апрелӗн 15-мӗшӗнчен пуçласа июнӗн 15-мӗшӗччен 62 браконьерла ӗçе шута илни те çирӗплетет. Çак фактсем уголовнăй ӗç пуçармалли сăлтавах пулнă.

РФ ял хуçалăх министрӗн çумӗ, Пулă тытас енӗпе федераллă агентствăн ертӳçи Илья Шестаков сăмахӗсемпе, пӗр сезонра çакăн чухлӗ браконьера тытни Тутарстан браконьерсене хирӗç лайăх кӗрешнине кăтартать. «Çӗршыври мӗнпур шыв-шур фондне илсен те, 62 уголовнăй ӗç лайăх кăтарту»,- тенӗ вăл пирӗн инспекторсен ӗçне ырласа.

Мускав хăни иртнӗ эрне вӗçӗнче Хусана килсен ТР Президенчӗпе Рустам Миннихановпа шыв-шура тата биологи ресурсӗсене сыхлассипе çыхăннă проблемăсене сӳтсе явнă май, республика ку енӗпе федераллă влаçсемпе пӗрле ӗçлемелли майсене палăртнă.

Илья Шестаков каланă тăрăх, пулă сыхлакан пӗр инспектора халӗ 1900 çухрăм ытла юханшывпа 16 пин ытла гектар кӳлле сыхлама тивет.

Пулă вăлча сапнă вăхăтра Тутарстанри Меша, Атăл, Вятка юханшывӗсенче талăкӗпех рейдсем иртеççӗ. Тӗрӗслеве республикăн пулă инспекцийӗ полиципе, Вăрман хуçалăхӗн министерствин, Роспотребнадзорпа Росгварди сотрудникӗсемпе пӗрле тухать. И.Шестаков шыв-шур сыхлассин ӗçне çакăн пек ведомствăсен хушшинчи ушкăнсем йӗркеленсен кăна лайăхлатнине каланă. Мӗншӗн тесен браконьера тытни кăна мар, вăл çутçанталăка хирӗç преступлени тунине çирӗплетекен фактсем те кирлӗ, унсăрăн суда ӗнентерме йывăр. Çавăнпа ку ӗçе пӗр инспектор кăна ниепле те илсе пыраймасть. Браконьерсемпе кӗрешме хушма çынсем, техника пани халӗ нихçанхинчен кирлӗрех.

Следите за самым важным и интересным в Telegram-каналеТатмедиа


Оставляйте реакции

0

0

0

0

0

К сожалению, реакцию можно поставить не более одного раза :(
Мы работаем над улучшением нашего сервиса

Нет комментариев