Сувар

г. Казань

18+
2024 - год Семьи
Хусан (Казань)

Инкек ан пултăр тесен мӗн пӗлмелле?

Усал шухăшлă çынсем тепӗр чух çумрах çӳреме пултараççӗ. Вӗсен тӗллевӗ - çынсем нумай çӳрекен вырăна сирпӗтсе май пур таран нумайрах çынна вӗлересси. Çакăн пек ан пултăр тесен пирӗн пурин те тимлӗрех пулмалла, капла кăна пысăк инкекрен сыхланăпăр. Эппин, çак ансат правилăсене асра тытмалла: Урамра, остановкăра хăварнă япала (сумка, коробка, пакет...

Усал шухăшлă çынсем тепӗр чух çумрах çӳреме пултараççӗ. Вӗсен тӗллевӗ - çынсем нумай çӳрекен вырăна сирпӗтсе май пур таран нумайрах çынна вӗлересси. Çакăн пек ан пултăр тесен пирӗн пурин те тимлӗрех пулмалла, капла кăна пысăк инкекрен сыхланăпăр. Эппин, çак ансат правилăсене асра тытмалла:

Урамра, остановкăра хăварнă япала (сумка, коробка, пакет тата ытти те) тупсан.

Тӳрех хăраса ӳкмелле мар. Ан манăр - выртакан япалана уçса пăхма, алăпа тытма, вырăнтан куçарма юрамасть. Малтан çывăхри çынсенчен ыйтмалла, тен, вӗсем манса хăварнă? Енчен те хуçи тупăнмасан кун çинчен полицие пӗлтермелле, çывăхри çынсене аяккарах пăрăнма хушмалла та миçе сехетре тата минутра тупнине астуса юлмалла, оперативлă следстви ушкăнне кӗтсе илмелле.

Транспортра хуçасăр япалана асăрхасан:

Хуçасăр япала выртнине асăрхасан кун çинчен транспорт водительне е кондукторне пӗлтермелле. Автобуса чарса пассажирсене эвакуацилесенех полицие чӗнмелле, çакна япалана тупнă çын тусан та юрать. Çапах та хăйӗн япалана хăçан, ăçта, миçере, мӗнле тупнине пӗлтерме полицие кӗтсе илмелле. Телефонпа шăнкăравласан лăпкăн калаçса лару-тăрăва ăнлантармалла. Япала мӗнле пулнине тӗплӗн сăнласа пама тăрăшмалла.

Подъездра тупсан

Ытти чухнехи пекех япалан хуçине шыраса кӳршӗсенчен ыйтмалла. Енчен те хуçи тупăнмасан, çӳлерех асăннă схемăнах пăхăнмалла.

Учрежденире:

Пӗр-пӗр учрежденире хуçасăр япалана тупсан кун çинчен вырăнти хурал постне е администрацие пӗлтермелле те вӗсем мӗн хушнине пурнăçламалла.

Сирпӗнекен япалан паллисем:

Япаларан пралуксем тухса тăрать, хăш-пӗр вырăна изолентăпа чӗркенӗ. Япала çинче батарейкăсем е телефон аккумуляторӗсем пулма пултараççӗ. Япаларан сехет шаккани пек, чанклатнă сасăсем илтӗнеççӗ. Шăршă тухма тата унран пралук тăсăлма пултарать.

Сирпӗнекен япаласене вырнаçтарма пултаракан вырăнсем:

Халăх нумай çӳрекен вырăнсем: вокзалсем, пасарсем, лавккасем, каçхи клубсем, ача-пăча учрежденийӗсем, подъездсем, больницăсем, çӳп-çап контейнерӗсем, кӗперсем тата ытти те.

Кашнинчех:

Хуçасăр япалана алăпа тытма, уçма, вырăнтан куçарма, çывăхӗнче сотовăй телефонпа калаçма юрамасть. Хăçан, ăçта, миçере тупнă вăхăта астуса юлмалла та аяккарах пăрăнса (çынсене те пăрăнма ыйтмалла) оперативлă следстви ушкăнӗ килессе кӗтмелле.

Следите за самым важным и интересным в Telegram-каналеТатмедиа


Оставляйте реакции

0

0

0

0

0

К сожалению, реакцию можно поставить не более одного раза :(
Мы работаем над улучшением нашего сервиса

Нет комментариев