Сувар

г. Казань

18+
2024 - год Семьи
Хусан (Казань)

Интернет чуна вăратрӗ

Хусанта çак кунсенче «Казань лучезарная» халăхсем хушшинчи фестиваль иртет. Унта хутшăнма Красноярск крайӗнчен «Качинские зори» ансамбль те килнӗ. Çак ансамбльте Больше-Улуйский районти Беловка ялӗнче çуралнă Михаил Иванов чăваш та юрлать. Чăваш теме хăйне вăл нумай пулмасть кăна тытăннă-ха. Унччен малтан урăхла пурăннă. Эпир пӗлтӗр Красноярскри федераллă Сабантуйра паллашнăччӗ. Унти «Çеçпӗл»...

Хусанта çак кунсенче «Казань лучезарная» халăхсем хушшинчи фестиваль иртет. Унта хутшăнма Красноярск крайӗнчен «Качинские зори» ансамбль те килнӗ. Çак ансамбльте Больше-Улуйский районти Беловка ялӗнче çуралнă Михаил Иванов чăваш та юрлать. Чăваш теме хăйне вăл нумай пулмасть кăна тытăннă-ха. Унччен малтан урăхла пурăннă. Эпир пӗлтӗр Красноярскри федераллă Сабантуйра паллашнăччӗ. Унти «Çеçпӗл» ансамбльпе пӗрле купăсçă пулса килнӗччӗ вăл уява. Паллашрăмăр, сăмахларăмăр, вырăсла пуплет. Кайран Интернет урлă «калаçкаланăччӗ», халсене ыйтса пӗлсе. Шăпах Интернет пулăшнă та ăна çӗнӗрен чăваш тӗнчине таврăнма.
«Пирӗн яла Чăваш Респуб­ликинчи Хурамалтан куçса килнисем 1927 çулта никӗсленӗ, - каласа парать Михаил Семенович. - 4-мӗш класа çитиччен эпир чăвашла вӗрентӗмӗр. Сталин ячӗллӗ колхозчӗ пирӗн. Çынсем пуян пурăнатчӗç. Чăх, ӗне, сурăх, лаша фермисем ӗçлетчӗç, шыв арманӗ туса лартнăччӗ, хура тилӗсен вити таранччен пурччӗ.
Хрущев влаçа ларсан ас­тăватăп, çынсем çулпуçăн бюстне кусалантара-кусалантара ватнине. Шкулта чăвашла вӗрентме чарăнчӗç. Предколхозсене таçтан килнӗ вырăссене ларта пуçларӗç. Лешсем пӗри те вăрах ӗçлеймерӗç. Тайга ăшӗнче пурăнаттăмăр. Каярах ял çывăхне леспромхоз килсе ларсан, чукун çул тусан, çынсем çавăнта ӗçлеме куçа пуçларӗç.
Çимӗке ял масарне нумай çын пухăнать, анчах Беловкăра хăйӗнче пурăнакан çук. 1970-мӗш çулсенче паллă çыравçă Никифор Мранькка килсе кайнипе паллă пирӗн ял.
Эпӗ 8 класс пӗтерсен райцентрта киномеханика вӗренсе тухрăм. Радиоэлектронщик пулас килетчӗ. Çулталăкран Карагандари связь училищине вӗренме кайрăм. Салтакран таврăнсан Новосибирскри Çыхăну электротехникумӗнче вӗрентӗм, унтан Красноярск­ри политехра радиотехника факультетне пӗтертӗм. Электромеханикран аслă инженер таранччен çӗклентӗм ӗç картлашкипе. Килтен тухса кайнă, чăваш çинчен аса илмен тесен те юрать. Манăн аслă пичче Иван «Эпӗ чăваш!» тесе кă­кăр шаккатчӗ, эпӗ вара... ютшăнаттăм темелле-и? Арăм чăваш марри те витӗм кӳнӗ пулӗ.
2011 çулта пенсие тух­рăм. Интернетра пăхкала пуçларăм чăвашсене. Вăл çав тери юрлама юратакан халăх пулнине ăнлантăм. Çынсем хитре, атте-аннене, тăвансене юратаççӗ. Юрăри пек: «Алла-аллăн тытăнса пурăнаççӗ савăнса». Хамăн халăхпа çӗ­нӗрен паллашма тытăнтăм. Чун вăранчӗ.
Халӗ Емельяновора пурă­натăп. Красноярскри чăвашсене хамăр «Качинские зорипе» уявсене хутшăннă чух куркалаттăм. Анчах пырса ка­лаçма вăтанаттăм. Намăсчӗ чăвашла маннишӗн. Юлташ пулăшрӗ. Красноярскри Николай Семенов манăн телефона мероприятисем йӗркелекенсене çырса панă. Лешсем чӗнчӗç. Турткаланса тăмарăм, хаваспах килтӗм. Купăс тыттарчӗç. Пӗр мероприятирен те юлмастăп.
Пенсире пулсан та Емельяновори Культура çуртӗнче электрик пулса ӗçлетӗп тата хуткупăссем юсатăп. Тутарстанри юрлакан чăвашсемпе, уйрăмах ансамбльсемпе, вӗсен репертуарӗпе паллашас кăмăл пысăк. Кунта çитнӗ-çитнӗ Шупашкарта та пулса курас килет».
«Качинские зори» Красноярск­а Гран-при илсе таврăнчӗ.

Илья ТУМАНОВ.

Следите за самым важным и интересным в Telegram-каналеТатмедиа


Оставляйте реакции

0

0

0

0

0

К сожалению, реакцию можно поставить не более одного раза :(
Мы работаем над улучшением нашего сервиса

Нет комментариев