Сувар

г. Казань

18+
2024 - год Семьи
Хусан (Казань)

Ирхи кайăк тутă пулать

(Ирина Кузьмина. Автор сăнӳкерчӗкӗ).Çак каларăша Тутарстанри хула çыннисем юлашки çулсенче çамка çине картсах хучӗç пулмалла. Çуллен кӗркунне республикăри хуласенче кашни эрнере ял хуçалăх ярмăрккисем йӗркелеççӗ. Хуçалăхсемпе организацисемшӗн вăл хăйсем ӳстернӗ пахча çимӗçе вырнаçтармалли, хула çыннишӗн хӗл каçмалăх йӳнӗ те паха апат-çимӗç хатӗрлемелли тепӗр мел. Чăн та пӗрремӗшӗсен çак тупăша илес...

(Ирина Кузьмина. Автор сăнӳкерчӗкӗ).Çак каларăша Тутарстанри хула çыннисем юлашки çулсенче çамка çине картсах хучӗç пулмалла. Çуллен кӗркунне республикăри хуласенче кашни эрнере ял хуçалăх ярмăрккисем йӗркелеççӗ. Хуçалăхсемпе организацисемшӗн вăл хăйсем ӳстернӗ пахча çимӗçе вырнаçтармалли, хула çыннишӗн хӗл каçмалăх йӳнӗ те паха апат-çимӗç хатӗрлемелли тепӗр мел. Чăн та пӗрремӗшӗсен çак тупăша илес тесен самай тăрăшма тивет. Хула çыннисем ыйхăран вăраниччен çитмелле вӗт. Хусан хулинчен аякри Çӗпрел районӗ, тӗслӗхрен, Хусана çӗрлех çитсе хăйсене уйăрса панă площадкăсенче палаткăсем лартать. Калас пулать, районти учрежденисемпе ял хутлăхӗсем черетленсе килеççӗ çак ярмăрккăна.

Хусанти Мускав пасарӗнче йӗркеленӗ ял хуçалăх ярмăрккинче паян Хулаçырмипе Анат Чакă ял хутлăхӗсем, «Эталон-Агро», «Цильна» тулли мар яваплăхлă обществăсем, А.Низамов фермер хăйсен продукцине сӗнчӗç. Хула çыннисен йӳнӗ хакпа пахча çимӗç, ял сӗчӗ, тырă-çăнăх туянма май пулчӗ. Хулаçырми вăтам шкулӗ те хăйӗн пахчинче ӳстернӗ пахча çимӗçе сутрӗ. Инçе çула кӗскетсе ятарласах шкул директорӗ Н. Мокшина, ял хутлăхӗн пуçлăхӗ С.Салифанов, Культура çурчӗн ӗçченӗ В.Еливанов тата ыттисем килнӗччӗ. Сăмах май, ирхине вăхăт 9 сехет те çитменччӗ-ха, вӗсем вара пахча çимçӗсене сутса пӗтернӗпе пӗрехчӗ ӗнтӗ. Хура çӗр çинче пӗр химикатсăр ӳстернӗ сухан, хӗрлӗ чӗкӗнтӗр, ытти çимӗç кама ан килӗштӗр-ха? Çитменнине хаклă та мар. Çакăн пек ярмăрккăсене хутшăнни шкулшăн та лайăх. Хулаçырминче вӗренекенсене кунне икӗ хутчен вӗри апат çитерессине йӗркеленӗ.

«Çиччӗмӗш çул килетпӗр ярмăрккăна, пирӗн продукцие ыйтакансем нумай, яланах килекенсем те пур. Хăвăр куратăр çын нумай, пирӗн канма та вăхăт çук», - терӗ Василий Еливанов.

Ваттисене, сусăррисене сума сăвасси çӗпрелсен юнра. Инвалидсен декади пуçланнă май хулаçырмисем ярмăркка халăхне вӗри апатпа тата чейпе сăйларӗç. Тутлă плова, вӗт кукăльсене Хулаçырми шкулӗнче ятарласах пӗçерсе килнӗ. Кашнине тӳлевсӗр çитернисӗр пуçне апатпа кукăльсене хăйсемпе пӗрле те парса ячӗç. Ваттисене, сусăррисене çитерни сăвап кăна, ырă туни темçе хутчен те каялла ырăпа таврăнать теççӗ вӗт, хальхинче те çаплах пултăр.

Ял хуçалăх ярмăрккисем йӗркелени пасарта хăйсен продукцине сутакансемшӗн те лайăх. Çӗпрелсемпе юнашар Вăрмарти Кавал ялӗн çыннисем те чăвашла калаçа-калаçах суту-илӳ турӗç. Вӗсем халăха хур-кăвакал, кăркка, чăх ашӗ сутрӗç

«Шупашкарта кун пек пасарсем çуккипе кунта сутма килетпӗр. Пире хусансем лайăх пӗлеççӗ, кашни канмалли кунсенчех килетпӗр. Паян та акă виçшер тушка хур-кăвакал, чăх сутма ӗлкӗртӗмӗр. Заказпа та кӳретпӗр. Хур-кăвакала эпир килти инкубаторта кăларатпăр, килте çӗршер штук хур-кăвакал тытатпăр. Пурăнмалла вӗт, ачасем вӗренеççӗ. Çулла вара кунта хăмла çырлипе суту-лӳ тума килетпӗр»,- терӗç Вăрмар хӗрарăмӗсем.

Пасарта мӗн кирли йăлтах пур, йӳн хакпа та туянас тесен хула çыннин çывăрмалла кăна мар. Республикăри хуласенче ял хуçалăх ярмăрккисем декабрь уйăхӗн çурричченех тăсăлаççӗ-ха.

Следите за самым важным и интересным в Telegram-каналеТатмедиа


Оставляйте реакции

0

0

0

0

0

К сожалению, реакцию можно поставить не более одного раза :(
Мы работаем над улучшением нашего сервиса

Нет комментариев