Сувар

Ирхине Хусанта наркотик хатӗрлекенсене тытнă

(Ирина Кузьмина). ТР ШӖМӗнче иртекен черетлӗ брифинг паян ыттисенчен кăшт урăхларах пуçланчӗ. Наркотиксен законсăр çаврăнăшӗпе кӗрешекен управленийӗн пуçлăхӗ, полици полковникӗ Вадим Костюнин журналистсемпе тӗл пулсан: «Темиçе сехет каялла кăна-ха Хусанта синтетикăллă наркотиксем хатӗрлекен лабораторие асăрхарăмăр, преступниксене тытса чартăмăр, наркотикла япаласем хальлӗхе экспертизăра»,- терӗ. Кун пек тӗслӗхсем йӗрке хуралçисемшӗн тахçанах йӗркеллӗ...

(Ирина Кузьмина). ТР ШӖМӗнче иртекен черетлӗ брифинг паян ыттисенчен кăшт урăхларах пуçланчӗ. Наркотиксен законсăр çаврăнăшӗпе кӗрешекен управленийӗн пуçлăхӗ, полици полковникӗ Вадим Костюнин журналистсемпе тӗл пулсан: «Темиçе сехет каялла кăна-ха Хусанта синтетикăллă наркотиксем хатӗрлекен лабораторие асăрхарăмăр, преступниксене тытса чартăмăр, наркотикла япаласем хальлӗхе экспертизăра»,- терӗ.

Кун пек тӗслӗхсем йӗрке хуралçисемшӗн тахçанах йӗркеллӗ пулăм ӗнтӗ, 2017 çулта кăна вӗсем наркотик сутнă 2258 тӗслӗхе шута илнӗ, ушкăнпа тунă 313 наркопреступление тишкернӗ, наркотик сутакан 40 канала хупнă. Çапла майпа 295,4 килограмм наркотикла япаласем наркомансен аллине çакланайман. Сăмах май, наркотиксене республикăна Мускав хулипе облаçӗнчен, Санкт-Петербургран, Пушкăртстанран, Самара, Томск тата Белгород облаçӗсенчен машинăпа кӳреççӗ, почтăпа янă тӗслӗх те пур. Статистикăна пăхас пулсан, наркотиксемпе çыхăннă преступленисен 90 процентне (тытса чарнă 1883 çынран 1665-шӗ) республика çыннисемех тăваççӗ, вӗсем ниçта та ӗçлемен 30-40 çултисем иккен.

Наркотиксем енӗпе лару-тăру республикăра чăнах та çăмăлах мар, анчах тимлӗхре. Ку ыйтура пысăк улшăнусем питех çук: законсăр çаврăнăшра ытларах синтетикăллă наркотиксем. Сăлтавӗ - ăна хатӗрлесси, кӳресси тата салатасси ансат пулни. Наркотик суту-илӗвӗ тахçанах интернет урлă пырать ӗнтӗ, сутуçăпа туянакан халӗ куçа-куçăн тӗл пулмасть, укçана та алăран алла тыттармасть. Кун валли вăрттăн вырăнсемпе, укçа куçарма терминалсемпе усă курать. Интернет-лавккан хуçи вара ют хулара кăна мар, ют çӗршыврах ларма пултарать.

Ыйтакан пур чух сутаканӗ ялан тупăнать. Наркотик çине ларнисем республикăра пурӗ 18 пин çын, вӗсенчен 9,5-шӗн диагнозӗ - «наркомани». Аса илтеретпӗр, вӗсем сывлăх сыхлав учрежденийӗсенче учетра тăраканнисем кăна-ха. Чи хăрушши вара вӗсен йышӗнче ачасем пулни. Паянхи кун тӗлне республикăра çул çитмен 90 ача учетра тăрать. Вӗсенчен 51-шӗ шăпах наркомансем.

Çул-йӗр инспекторӗсен статистики те хăрушă, пӗлтӗр наркотикпа анранă 5085 водителе тытса чарнă. Вӗсенчен 381-шӗн автомобильпе çӳреме ирӗк паракан правине илнӗ.

В.Костюнин сăмахӗпе, наркоманипе кӗрешмелли чи лайăх мел вăл - вăхăтра ирттернӗ профилактика. Йӗрке хуралçисем ТР Çамрăксен ӗçӗсен тата спорт министерствипе пӗрле çамрăксем йышлăн пуçтарăнакан вырăнсене, ытларах каçхи клубсене, тӗрӗслессине йăлана кӗртнӗ. Çакăн пек рейдсен вăхăтӗнче кăна 26 çынна административлă явап тыттарнă. Чăн та, наркотика каçхи клубсенче сутмаççӗ тесен те юрать, çамрăксем наркотика клуба çитичченех тутанса анрама ӗлкӗреççӗ.

Тепӗр пысăк ӗç çинчен те асăнмалла. ТР ШӖМӗ республикăри министерствăсемпе, ведомствăсемпе пӗрле республикăра анлă профилактика мероприятийӗсем йӗркелет. Байкерсем те ку ӗçе активлă хутшăнаççӗ-мӗн. Черетлӗ профилактика мероприятийӗ февралӗн 20-мӗшӗнче Елабугăра иртӗ. Мероприятие хальхинче «КАМАЗ-мастер» командăна та чӗннӗ. Сăмах май, кун пек анлă профилактика мероприятийӗсем Раççейре урăх ниçта та ирттермеççӗ, çавăнпа кăçал тутарстансене Мускава, Наркотиксен закона хирӗçле çаврăнăшӗпе кӗрешекен комитетра опытпа паллаштарма чӗннӗ.

Нравится
Поделиться:
Реклама
Комментарии (0)
Осталось символов: