Сувар

г. Казань

18+
2024 - год Семьи
Хусан (Казань)

Истори малалла тăсăлать...

Ку эрнере Хусанти Кремльте «Жизнь замечательных людей» ярăмри çӗнӗ кӗнекене хăтларӗç. Унти тӗп сăнар - Тутарстанăн пӗрремӗш президенчӗ, хальхи вăхăтра республикăн Патшалăх Канашçи Минтимер Шаймиев пулчӗ. «Биографи малалла тăсăлать...» тесе çырнă кӗнеке хуплашкин аяккине. Апла пулсан Шаймиевăн официаллă миссийӗ вӗçленмен-ха. Çакна Минтимер Шарипович хăй те çирӗплетрӗ: калаçура çаплипех чӗрӗ, нумай...

Ку эрнере Хусанти Кремльте «Жизнь замечательных людей» ярăмри çӗнӗ кӗнекене хăтларӗç. Унти тӗп сăнар - Тутарстанăн пӗрремӗш президенчӗ, хальхи вăхăтра республикăн Патшалăх Канашçи Минтимер Шаймиев пулчӗ. «Биографи малалла тăсăлать...» тесе çырнă кӗнеке хуплашкин аяккине. Апла пулсан Шаймиевăн официаллă миссийӗ вӗçленмен-ха. Çакна Минтимер Шарипович хăй те çирӗплетрӗ: калаçура çаплипех чӗрӗ, нумай шӳтлет, çав шутра хăй пирки те. Анчах кунта та журналистсене тӗлӗнтерчӗ пӗрремӗш президент: вăл бабай кăна мар, мăн асатте те пулма ӗлкӗрнӗ иккен.

Кӗнеке хăтлавӗ иртнӗ залра хыпар хатӗрӗсен тӗп редакторӗсем кăна мар, кунта патшалăх власть органӗсенче, культурăра, ытти çӗрте ӗçлекенсем те чылайăнччӗ. Кашнине Шаймиев алă пуснă пӗрер кӗнеке пачӗç. Тӗлпулăва ТР Президент Аппарачӗн ертӳçи, Минтимер Шарипович вăхăтӗнче ТР ШӖМ министрӗ пулнă Асгат Сафаров ертсе пычӗ.
Игорь Цыбульскипе Нурсюя Шайдуллина журналистсем - кӗнеке авторӗсем. Унта Шаймиевăн пурнăç çулӗн тӗп тапхăрӗсем çинчен кăна çырса кăтартман, тӗп сăнар асаилӗвӗсене те, çывăх çыннисемпе юлташӗсен сăмахӗсене те кӗртнӗ. Кӗнеке Владимир Путин хаклавӗнчен пуçланать. Ун хыççăн Эрмитаж директорӗ Михаил Пиатровский, Раççей Теннис федерацийӗн пуçлăхӗ Шамиль Тарпищев, Сергей Лавров, Рустам Минниханов, Сергей Шахрай, Кирилл Клейменов тата ыттисем каласа параççӗ. Тӗп сăнарăн мăшăрӗ Сакина Шаймиева аса илнисем те чылаях. Çăмăл вуланакан йӗркесене «парăнтарнă» май хăвăн валли нумай çӗннине уçатăн. Шаймиев çинчен нумай кӗнеке çырнă пулсан та, çакнашкал çынна, политика тӗпрен сăнлакан ӗçе пӗрремӗш хут куратпăр. Асгат Сафаров сăмахӗсем тăрăх, республикăн пӗрремӗш президенчӗн пӗлтерӗшне хак пама питӗ йывăр.
Кӗнекене энциклопеди те, шкулта вӗрентмелли учебник та терӗç хаклакансем. «Молодая гвардия» издательствăн директорӗ Валентин Юркин каланă тăрăх, «ЖЗЛ» ярăмăн 34-мӗш томӗ историлле документ пулса тăма пултарать. Шел, ăна 8 пин тиражпа кăна кăларнă. Кӗнекере çӗршыври улшăнусемпе реформăсен тапхăрӗ çинчен çырса кăларнă. Çак вăхăтра йышăнусем тăвакан уйрăм çыннăн вырăнне лайăх уçса панă. 590 страницăллă пулсан та, кӗнеке ывăнтармасть - ăна вуланăçем вулас килет.
Ельцинпа мӗнлерех хутшă­нусем йӗркеленни çинчен пӗлме интереслӗ пулчӗ. Хальхи Раççейӗн вӗр-çӗнӗ историйӗн­чи пулăмсене 20 çул Тутарстан ертӳçи пулнă Шаймиевпа тата ун таврашӗнчи çынсемпе пӗрле çӗнӗрен «пурăнса ирттеретпӗр». Студент вăхăтӗнче Казахстанра практикăра пулнă вăхăтра Семипалатинск­ри ядерлă сирпӗтӳн çулăмне курнине аса илет вăл, пулас мăшăрӗпе мӗнлерех паллашнине те. Хиллари Клинтон Тутарстана килсен Обамăн суйлав умӗнхи кампанийӗ валли «Эпир пултаратпăр!» девиза вăрласа кайнине те аса илеççӗ кӗнеке авторӗсем. Тӗрлӗ фактсем нумай.
Тӗлпулăва килнӗ журналистсем кӗнекене тутарла та, акăлчанла та куçарма хатӗр пулнине пӗлтерчӗç. Анчах Минтимер Шариповичран кун пирки шутласа пăхма шантарнисӗр пуçне урăх нимӗнле хурав та кӗтсе илеймерӗç.
Паянхи Тутарстан чечек­ле­нӗвӗн вăрлăхӗсене Минтимер Шарипович команди акса хăварнине асăнчӗç презентацире сăмах калакансем. Вăл хăй йӗри-тавра пултаруллă çынсене пухса ӗç йӗркеленине те палăртмалла. Улшăнусен вăхăтӗнче кадрсене упраса хăварма пултарчӗ Шаймиев ертсе пыракан республика. Çакă ăна ытти регионсем власть пайланă вăхăтра аталанура малалла ыткăнма пулăшрӗ те. Паян унăн вӗренекенӗсем Тутарстан ăнăçлăхӗшӗн тăрăшаççӗ. Истори малалла тăсăлать...

Следите за самым важным и интересным в Telegram-каналеТатмедиа


Оставляйте реакции

0

0

0

0

0

К сожалению, реакцию можно поставить не более одного раза :(
Мы работаем над улучшением нашего сервиса

Нет комментариев