Сувар

г. Казань

18+
2024 - год Семьи
Хусан (Казань)

Июлӗн 3-мӗшӗнче Хусанта митинг

Совет Союзӗн Геройӗ, летчик-истребитель Михаил Девятаев çуралнăранпа 100 çул çитнине халалласа июлӗн 3-мӗшӗнче кăнтăрла 12 сехетре Хусанти юханшыв портӗнче митинг пулать. Мероприятие «Татфлот» генеральнăй директорӗ Сергей Викторович Жуков ертсе пырать, тесе пӗлтерет ТР Транспорт тата çул-йӗр хуçалăх министерствин пресс-служби. Михаил Девятаев Тăван çӗршывăн Аслă вăрçи вăхăтӗнче тыткăнран нимӗç самолечӗпе тарса...

Совет Союзӗн Геройӗ, летчик-истребитель Михаил Девятаев çуралнăранпа 100 çул çитнине халалласа июлӗн 3-мӗшӗнче кăнтăрла 12 сехетре Хусанти юханшыв портӗнче митинг пулать. Мероприятие «Татфлот» генеральнăй директорӗ Сергей Викторович Жуков ертсе пырать, тесе пӗлтерет ТР Транспорт тата çул-йӗр хуçалăх министерствин пресс-служби.

Михаил Девятаев Тăван çӗршывăн Аслă вăрçи вăхăтӗнче тыткăнран нимӗç самолечӗпе тарса паттăрлăх кăтартнă. Кимӗ-карап капитанӗн дипломӗллӗскер вăл 1946 çулта Хусанти юханшыв портне вокзал дежурнăйӗ пулса ӗçе вырнаçнă. 1949 çулта катер капитанӗ, каярах çӗршыври пӗрремӗш «Метеор», «Ракета» шыв ай çунатлă кимӗсене испытани ирттернӗ.

Юханшыв портӗнче М.Девятаев 40 çул ӗçленӗ. «Татфлот» музейӗнче ăна халалланă уйрăм экспозици те пур. Паянхи кун Хусанти юханшыв техникумӗ унăн ячӗпе хисепленет.

 

Следите за самым важным и интересным в Telegram-каналеТатмедиа


Оставляйте реакции

0

0

0

0

0

К сожалению, реакцию можно поставить не более одного раза :(
Мы работаем над улучшением нашего сервиса

Нет комментариев