Сувар

г. Казань

18+
2024 - год Семьи
Хусан (Казань)

Июнӗн 1-мӗшӗнчен автобуссене Хусана кӗртмеççӗ

Футболпа тӗнче чемпионатне пула июнӗн 1-мӗшӗнчен пуçласа июлӗн 17-мӗшӗччен уйрăм категорири автобуссемсӗр пуçне ыттисене Хусана кӗртмеççӗ. Чемпионат вăхăтӗнче хăрушсăрлăх мерисене вăйлатнипе çыхăннă çакă. Кун çинчен РФ Президенчӗ В.Путин пӗлтӗр Конфедерацисен кубокӗ вăхăтӗнчех указ йышăннăччӗ. Унпа килӗшӳллӗн, автобуссене Хусан, Мускав, Чулхула, Дон-çи-Ростов, Самар, Санкт-Петербург, Сочи хулисен территорийӗсене автобуссене (уйрăм категоририсемсӗр пуçне)...

Футболпа тӗнче чемпионатне пула июнӗн 1-мӗшӗнчен пуçласа июлӗн 17-мӗшӗччен уйрăм категорири автобуссемсӗр пуçне ыттисене Хусана кӗртмеççӗ. Чемпионат вăхăтӗнче хăрушсăрлăх мерисене вăйлатнипе çыхăннă çакă. Кун çинчен РФ Президенчӗ В.Путин пӗлтӗр Конфедерацисен кубокӗ вăхăтӗнчех указ йышăннăччӗ. Унпа килӗшӳллӗн, автобуссене Хусан, Мускав, Чулхула, Дон-çи-Ростов, Самар, Санкт-Петербург, Сочи хулисен территорийӗсене автобуссене (уйрăм категоририсемсӗр пуçне) кӗртмеççӗ. Çак сăлтавпах июнӗн 1-мӗшӗнчен пуçласа июнӗн 30-мӗшӗччен Волгоград, Екатеринбург, Калининград тата Саранска та мӗнпур автобус кӗреймӗ.

Аса илтеретпӗр, Футболпа тӗнче чемпионачӗ Раççейре июнӗн 14-мӗшӗнчен пуçласа июлӗн 15-мӗшӗччен иртет. Хусан ултă турнир чемпионатне йышăнать. Казань-Арена стадионра Франци - Австрали, Испани - Иран, Польша - Колумби тата Германи - Кăнтăр Корея командисем выляççӗ. Кунсăр пуçне 1/8 тата ¼ финал вăййисем пулаççӗ.

Следите за самым важным и интересным в Telegram-каналеТатмедиа


Оставляйте реакции

0

0

0

0

0

К сожалению, реакцию можно поставить не более одного раза :(
Мы работаем над улучшением нашего сервиса

Нет комментариев