Сувар

г. Казань

16+
2024 - год Семьи
Хусан (Казань)

Июньте нимӗçсен Раççее çӗнтерӳшӗн килмелле мар çав...

Июнь уйăхӗнче нимӗçсен Раççее мӗн-тӗр çӗнсе илме килмелле мар-тăр çав. Кăçалхи чемпионатра вӗсем хăйсен ушкăнӗнчен те тухаймарӗç...

Июнь уйăхӗнче нимӗçсен Раççее мӗн-тӗр çӗнсе илме килмелле мар-тăр çав. Тӗнче чемпионӗсем çӗр чăмăрӗ çинчи чи чаплă футбол ăмăртăвӗнче хăйсен ушкăнӗнчен те тухаймарӗç. Малтан экспертсем çак командăна фаворитсен шутне кӗртрӗç пулин те, Йоахим Лев хатӗрлекен Германи футболисчӗсем шаннине тивӗçтереймерӗç. Сăлтавсене темӗнре те шырама пулать. Анчах та çакнашкал чемпионатсенче пурте малта пыраканпа выляма, ăна çӗнтерме хатӗрленеççӗ. Çавăнпа «чемпионсен ылханăвӗ» текен ăнлав спортра темиçе çул тытăнса тăрать те. Тухаймаççӗ вӗсем ушкăнран. Мӗншӗн тесен Тӗнче чемпионатне суйланнă командăсенчен вăйсăрри çук. Çакна юлашки вăййинче Египета çӗнтерекен Сауд Аравийӗ те, малтанхи матчӗсенче пӗр гол та кӗртеймен, юлашкинчен Австралие 2:0 шутпа çӗнтернӗ Перу та çирӗплетрӗç. Швеципе Мексикăна выляса янă Кăнтăр Корея юлашкинчен Германие парăнтарасса букмекерсем те шанман пулмалла, ставкăсене 1-не хирӗç 18-а йышăннă. Урăхла каласан, Корея çӗнтерессине шанса ун майлă кантура 1 пин тенкӗ хунă пулсан, вăйă хыççăн 18 пин илме пулатчӗ. Анчах кăна никам та кӗтмен-тӗр.

Тӗнче чемпионачӗ кӗтменлӗхсемпе илӗртет хăй патне. Ӗнтӗ Раççее маларах килнӗ ют çӗршыв фаначӗсем те кунта хăйсене епле лайăх туйни çинчен каласа пама ӗлкӗрчӗç пулӗ. Кӗтмен вӗсем пирӗн патра веçех тирпейлӗ те йӗркеллӗ пуласса. Вăйăран вăййа тӗрлӗ тӗслӗ ялавлисем хушăнса пычӗç трибунăсем çинче. Кураканпа тулса ларнă çӗнӗ стадионсем те çирӗплетеççӗ Раççейре тӗнче чемпионатне çӳллӗ шайра йӗркеленине.

Хирӗç вылякан çӗршывсен фаначӗсем вăйăсем хыççăн пӗрле савăнасси – футбол йăлинче пӗрремӗш хут пулӗ. Астăватăр пулӗ-ха Европа чемпионатӗнче пирӗн тата акăлчан болельщикӗсем Марсель урамӗсенче мӗн хăтланнине. Ун пекки кунта шухăшра та çук. Футбол хирӗçтăруран уява çаврăнать. Вăйă мӗнле шутпа вӗçленсен те куракансем кăмăллă юлаççӗ. Вӗсем илемлӗ вăйăшăн «чирлеççӗ». Çавăнпа июлӗн 1-мӗшӗнче Раççей Испанипе мӗнле шутпа вылясан та, эпир пирӗн сборнăйпа, çӗршывпа мăнаçланма пултаратпăр. Пӗтӗмӗшле илсен хамăр валли те, çынсем валли те пысăк савăнăç йӗркелерӗмӗр. 
Матч пуçланиччен те, пӗтнӗ хыççăн та фанатсен зонисем нумайччен ӗçлеççӗ. Волонтерсем те, ахаль çынсем те ырă кăмăлпа пулăшаççӗ ютран килнисене. Кафере е урăх çӗрте докуменчӗсенче çухатса хăварнисене çавăнтах тупма тăрăшаççӗ. Хăнасене тараватлăн йышăнасси, хулана кăтартасси пирӗн йăлара. Чăннипе те футболти туслăх Раççейрен пуçланать теме пулать. (И.Тухбатов сăнӳкерчӗкӗ).

Следите за самым важным и интересным в Telegram-каналеТатмедиа


Оставляйте реакции

0

0

0

0

0

К сожалению, реакцию можно поставить не более одного раза :(
Мы работаем над улучшением нашего сервиса

Нет комментариев

Теги: Чемпионат мира по футболу