Сувар

г. Казань

18+
2024 - год Семьи
Хусан (Казань)

Кăçал хӗлле пулать-и?

(К.Малышев сăнӳкерчӗкӗ). Çанталăк тӗлӗнтерме пăрахмасть кăçал, унран мӗн кӗтмеллине никам та пӗлмест: апрель уйăхӗнче юр çуса лартрӗ, çулла татти-сыпписӗр çумăр тăкрӗ, кӗркунне пуçламăшӗпе çурри çуллахилле ăшă тăчӗ. Хӗлле те килме васкамасть иккен-ха. Росгидрометцентр специалисчӗсем ноябрь уйăхӗ климат нормисенчен уйрăлса тăмасть теççӗ пулин те, хура кӗркуннешӗн çанталăк ăшă. Çитес канмалли кунсенче...

(К.Малышев сăнӳкерчӗкӗ). Çанталăк тӗлӗнтерме пăрахмасть кăçал, унран мӗн кӗтмеллине никам та пӗлмест: апрель уйăхӗнче юр çуса лартрӗ, çулла татти-сыпписӗр çумăр тăкрӗ, кӗркунне пуçламăшӗпе çурри çуллахилле ăшă тăчӗ. Хӗлле те килме васкамасть иккен-ха. Росгидрометцентр специалисчӗсем ноябрь уйăхӗ климат нормисенчен уйрăлса тăмасть теççӗ пулин те, хура кӗркуннешӗн çанталăк ăшă.

Çитес канмалли кунсенче те сивӗсене кӗтмелле мар-ха, Тутарстанра сывлăш температури çӗрле - 2, кăнтăрла 0 градусран иртмест. Тепӗр эрне те сюрприз хатӗрлет иккен. Прогноз тăрăх, тунтикунран пуçласа темиçе кун çумăр. Ытларикун вара кăнтăрла +8 градус таранах ăшă пулать.

Сивӗсем тенӗрен, вӗсем хăйсем çинчен ноябрӗн 16-мӗшӗнчен кăна аса илтерме тытăнӗç, анчах ун чух та -4 градусран сивӗ пулмасть.

Росгидрометцентр вара хӗл ноябрӗн 17-мӗшӗ хыççăн ларассине пӗлтерет. Темӗн, шанас килмест пек...

Следите за самым важным и интересным в Telegram-каналеТатмедиа


Оставляйте реакции

0

0

0

0

0

К сожалению, реакцию можно поставить не более одного раза :(
Мы работаем над улучшением нашего сервиса

Нет комментариев