Сувар

г. Казань

18+
2024 - год Семьи
Хусан (Казань)

Кам кăна ӗçлемест пирӗн шкулсенче

Следстви органӗсем Тукай районӗнчи пӗр шкулта директор пулса ӗçленӗ 44 çулти тăмсай пирки уголовнăй ӗçе вӗçне хӗрне çитернӗ. Ăна РФ УК 137 мӗш статйин 2-мӗш пайӗпе (нарушение неприкосновенности частной жизни, совершенное лицом с использованием своего служебного положения) тата должноç полномочийӗсенчен иртнӗшӗн айăплаççӗ. Следовательсен версийӗпе директорта ӗçленӗ чухне çак усал шухăшлă...

Следстви органӗсем Тукай районӗнчи пӗр шкулта директор пулса ӗçленӗ 44 çулти тăмсай пирки уголовнăй ӗçе вӗçне хӗрне çитернӗ. Ăна РФ УК 137 мӗш статйин 2-мӗш пайӗпе (нарушение неприкосновенности частной жизни, совершенное лицом с использованием своего служебного положения) тата должноç полномочийӗсенчен иртнӗшӗн айăплаççӗ.

Следовательсен версийӗпе директорта ӗçленӗ чухне çак усал шухăшлă арçын шкулти хӗрарăм туалечӗсенче 2016 çулхи январь уйăхӗнче (техперсоналăннинче те, вӗренекенсеннинче те) видеорегистраторсем вырнаçтарса съемка ирттернӗ. Унтан ăна пăхса ларнă. Директорăн правона пăсакан ӗçӗсене 2016 çулхи сентябрь уйăхӗнче кăна чарма пултарнă, шкулта ӗçлекенсенчен пӗри раковина айӗнче видеорегистратор асăрханă хыççăн тин.

Çак киревсӗр ӗçе тунине директор йышăннă. Вăл ăнлантарнă тăрăх, имӗш камерăна вăрттăн киленӳ шыраса мар, унитазсене кам çӳпӗ-çапă тултарса пăкăланине тупса палăртас тӗллевпе лартнă-мӗн.

Ӗненмелле каласа паман-тăр çав вăл следователе хăйӗн версине. Шкул директорӗн ӗçне суд пăхса тухӗ.

Следите за самым важным и интересным в Telegram-каналеТатмедиа


Оставляйте реакции

0

0

0

0

0

К сожалению, реакцию можно поставить не более одного раза :(
Мы работаем над улучшением нашего сервиса

Нет комментариев