Сувар

г. Казань

18+
2024 - год Семьи
Хусан (Казань)

«КАМАЗ-мастер» ертӳçи Путин командинче

РФ Президенчӗн суйлавӗнче Владимир Путинăн шаннă çыннисен йышне Тутарстан çыннисем те кӗнӗ. Январӗн 12-мӗшӗнче Раç­çей Тӗп суйлав комиссийӗ патшалăх ертӳçин суйлав вăхăтӗнчи шаннă çыннисен спи­сокне регистрациленӗ. Çав списока 259 çын кӗнӗ. Тутарстанран çав йышра «КАМАЗ-мастер» командăн ертӳçи Владимир Чагин, ТР Обществăлла палата председателӗн çумӗ Тимур Халиков тата Елабугăри музей-заповедникăн генеральнăй...

РФ Президенчӗн суйлавӗнче Владимир Путинăн шаннă çыннисен йышне Тутарстан çыннисем те кӗнӗ. Январӗн 12-мӗшӗнче Раç­çей Тӗп суйлав комиссийӗ патшалăх ертӳçин суйлав вăхăтӗнчи шаннă çыннисен спи­сокне регистрациленӗ. Çав списока 259 çын кӗнӗ. Тутарстанран çав йышра «КАМАЗ-мастер» командăн ертӳçи Владимир Чагин, ТР Обществăлла палата председателӗн çумӗ Тимур Халиков тата Елабугăри музей-заповедникăн генеральнăй директорӗ Гульзада Руденко.

Владимир Путинăн шаннă çыннисен йышӗнче Раççейри паллă çынсем те нумай. Тӗслӗхрен, Полина Гагарина, Диана Гурцкая, Лев Лещенко тата Денис Майданов юрăçсем, Михаил Боярский актер, Игорь Бутманпа Игорь Крутой музыкантсем, Владимир Винокур юморист, Яна Егорян фехтовальщица, Леонид Якубовичпа Александр Масляков телеертӳçӗсем, Эр­митаж директорӗ Михаил Пиотровский, Вырăс балечӗн академийӗн ректорӗ Николай Цискаридзе тата ыттисем те.

Следите за самым важным и интересным в Telegram-каналеТатмедиа


Оставляйте реакции

0

0

0

0

0

К сожалению, реакцию можно поставить не более одного раза :(
Мы работаем над улучшением нашего сервиса

Нет комментариев