Сувар

г. Казань

18+
2024 - год Семьи
Хусан (Казань)

«КАМАЗ-мастерăн» икӗ экипажӗ «Дакар – 2018» пьедесталӗ çинче!

(Вера Александрова. Сăнӳкерчӗк «КАМАЗ-мастер» командăн). Иртнӗ шăматкун, январӗн 20-мӗшӗнче, икӗ эрнене тăсăлнă «Дакар - 2018» ралли Аргентинăри Кордоба хулинче вӗçленчӗ. Юлашки кунсем уйрăмах хӗрӳ пулчӗç. Ăмăрту вӗçлениччен виç кун маларах кăна пирӗн «КАМАЗ-мастер» командăри Эдуард Николаев экипажӗн тӗп тупăшуçи Федерико Виллагра аргентинецчӗ, вӗсен хушшинчи вăхăт пӗр кун 1 минут ытларахчӗ,...

(Вера Александрова. Сăнӳкерчӗк «КАМАЗ-мастер» командăн). Иртнӗ шăматкун, январӗн 20-мӗшӗнче, икӗ эрнене тăсăлнă «Дакар - 2018» ралли Аргентинăри Кордоба хулинче вӗçленчӗ. Юлашки кунсем уйрăмах хӗрӳ пулчӗç. Ăмăрту вӗçлениччен виç кун маларах кăна пирӗн «КАМАЗ-мастер» командăри Эдуард Николаев экипажӗн тӗп тупăшуçи Федерико Виллагра аргентинецчӗ, вӗсен хушшинчи вăхăт пӗр кун 1 минут ытларахчӗ, тепӗр кун пачах та пӗр çеккунт кăначчӗ. «Дакара» куç илми сăнакансем пуç вататчӗç: кам çӗнтерет - Раççей е Аргентина? Шăпа пӗр кӗтмен çӗртен татăлчӗ темелле: 13 тапхăрта сасартăк Виллагрăн машинин передачăсен коробки юрăхсăра тухнипе вăл чупуран тухса ӳкрӗ.

Çапах та тӗп тупăшуçă тухса ӳкнӗ хыççăн та пьедесталшăн ăмăрту хӗрӳ пулчӗ, юлашки тапхăрсем çăмăл пулмарӗç - икӗ эрнере мӗнле кăна çул урлă иртме тивмен машинасем йывăрлăхсемпе пӗрре мар тӗл пулчӗç. Апла пулин те çӗнтерӳçӗсем тивӗçлӗ вырăнсем йышăнчӗç: 1-мӗш - Эдуард Николаев («КАМАЗ-мастер») (54:57:37), 2-мӗш - Сергей Вязович («МАЗ») (+03:57:17), 3-мӗш - Айрат Мардеев («КАМАЗ-мастер») (05:22:34).

Тӗплӗнрех «Сувар» хаçатăн 3-мӗш номерӗнче вуласа пӗлме пултаратăр.

Следите за самым важным и интересным в Telegram-каналеТатмедиа


Оставляйте реакции

0

0

0

0

0

К сожалению, реакцию можно поставить не более одного раза :(
Мы работаем над улучшением нашего сервиса

Нет комментариев