Сувар

г. Казань

18+
2024 - год Семьи
Хусан (Казань)

Канăçсăр каç

Вилме маннă ват супнă, тăхăр вун ултă çулти Хӗлип старик йывăç кравате чӗриклеттерсе тепӗр аякӗ çине çаврăнса выртрӗ те тӗлӗкре питӗ хăрушшăн кăш­кăрса илнӗ хыççăн шарт! сиксе вăранса кайрӗ. Тӗпелти чашăк-тирӗке кисретсе харлаттаракан Хветуç кинемее те вăратрӗ пулас тӗлсӗр-мӗнсӗр кăшкăрса выртакан упăшки. Вăл тăрса ларчӗ те тутлăн карăнчӗ. Карчăк шăм-шакӗ...

Вилме маннă ват супнă, тăхăр вун ултă çулти Хӗлип старик йывăç кравате чӗриклеттерсе тепӗр аякӗ çине çаврăнса выртрӗ те тӗлӗкре питӗ хăрушшăн кăш­кăрса илнӗ хыççăн шарт! сиксе вăранса кайрӗ.
Тӗпелти чашăк-тирӗке кисретсе харлаттаракан Хветуç кинемее те вăратрӗ пулас тӗлсӗр-мӗнсӗр кăшкăрса выртакан упăшки. Вăл тăрса ларчӗ те тутлăн карăнчӗ. Карчăк шăм-шакӗ çатăрка хуçăлнă чухнехи пек сасă кăларса шатăртатса илчӗ. Çакăн хыççăн çеç кинемей упăшкине:
- Мӗн антăхса кайсах кăшкăратăн эсӗ? - терӗ. - Пӗр çӳç пӗрчи те юл­марӗ ӗнтӗ купташку çинче, çапах та ăс тени чӗрне хури чухлӗ те çук. Пӗрмай кăшкăрать, пӗрмай кăшкăрать. Çывăрасчӗ çынсем пек мăш-мăш сыв­ласа.
- Мăш-мăш сывлама эп мăн хырăмлă хӗрарăм мар вӗт, - хуравларӗ Хӗлип.
- Эп те йывăр çын мар, çапах та лăпкăнах çывăратăп.
- Аха, питӗ лăпкăн. Астăватăн-и, пӗр кун ял тăрăх трактор чупрӗ, пылчăк çăрса, юлашкинчен ял варринче кӗрсе ларчӗ! И-и-и вара мӗкӗрленчӗ, çухăрчӗ! Вăт, эс çав трактортан пӗртте ӳксе юлмастăн. Эс харлаттарнипех пӳртри сывлăш циркуляцийӗ йăлт пăсăлса кайрӗ. Куран пуль, кӗтессем кăвакара пуçларӗç. Сыв­лăш юхăмӗ час-часах улшăннăран вăл. Ну, латнă, харлаттар малалла.
Мучи кăштăртатса вырăн çинчен анчӗ. Çывăрнă чух тăтăшах çаврăнкаланнăран хăрах енне пăрăнса кайнă труççине тӳрлетсе шăлавар тăхăнчӗ, ун кӗсйинчен махорка хутаçӗ кăларса чӗлӗмне авăрларӗ те тӗпеле кайса ларчӗ.
«Чăн та, пӗр ӳсен-тăран та юлмарӗ пуç çинче, - шутларӗ вăл чӗлӗм чӗртнӗ май. - Пуç çине пыйтă е пăрçа сиксен те урисемпе тем пек чармаклансан та тытăнса тăраймӗ, шуса ӳкӗ. Сухалăм вара «супервусват» текен им-çам сапнă тейӗн, кунран кун ешерсе пырать. Тӗлӗнмелле!
Ват супнă куç тӗлне пулнă хаçата пăхса тухрӗ. Кӗтесре вӗтӗ саспаллисемпе çырнине вăл тӗплӗнрех вуларӗ.
- Вăт кооператорсем! - терӗ çакăн хыççăн. Кур-ха, тимӗр-тăмăр туянатпăр теççӗ. Мӗне спекуляци тума кирлӗ-ши ӗнтӗ кусене тимӗр? Вăн, пирӗн колхозра тимӗр-тăмăр мӗн чухлӗ! Ейпух, пухсан вун виç пăравус тума çитмелле!
Хветуç кинемей çывăрса та кайрӗ пулас, чашăк-тирӗк кисренсе сасă кăларма пуçларӗ.
- Сывлăш циркуляцине пăсса пӳрте çӗртсех ярать ӗнтӗ йӗксӗк карчăкӗ, - чӗлӗмне алла илчӗ Хӗлип мучи. - Мӗнле тулӗк хăрлаттарма чармалла ăна? Тен, çывăрнă чух çăварне мӗнпе те пулин пăкăламалла? Э-Э, çук. Апла тусан сыв­лаймасть, вилсе кайӗ тата. Вилсен пытарас пулать, расхут курмалла.
Ват супнă шутларӗ-шутларӗ, сухалне мунчала пек лутăркарӗ. Аран-аран ун кукша пуçне пӗр шухăш çӗлен пек шуса кӗчӗ.
- Ăçтарахчӗ-ха çав Мăнкун шăхличӗ?
Сунтăхсене ухтарсан-ухтарсан шăхлич тупăнчӗ. Старик ăна шăхăрса пăхрӗ те: «Хитре юрлать», - тесе карчăкăн çăварне хыптарчӗ. Кравать çинчи «трактор сасси» самантрах çухалчӗ. Ун вырăнне ши-ши тени кăна илтӗнчӗ.
- Хе, питӗ чаплă, - хӗпӗртерӗ старик.
Ши-ши вара, коммунизм-ши вара?
Кунашкал нимле укçа та
Кирлӗ мар-çке лавккара!
Çывăрас килмерӗ. Пӗр хушă вăл пӳртӗн кăвакарнă кӗтесне пăхса тăчӗ, вара тем аса илнӗн тула тухрӗ.
- Застой вăхăчӗ пек лăпкă та çăлтăрлă каç хуçаланать ялта. Эх, сывлăшӗ, сыв­лăшӗ! Брежнев кăмăлӗ евӗр, питех те уçă! Мӗншӗн пурăнмарӗ-ши çав çын тата тепӗр 50 çул? - терӗ Хӗлип Брежнева аса илнӗ май.
- Çав çулсене пăхсан коммунизмра пурăннă пекех туйăнать, - çапла калаçса пӳрт умӗнчи пӗрене çине пырса ларчӗ ватă. Чӗлӗм чӗртсе ячӗ. Хăй çамрăкрах чухне колхозра ӗçленисене аса илчӗ.
Ун чухне кашниех колхоз ӗçӗшӗн тăрăшнă. Председателӗ те пăрчăкан пек ырми-канми ӗçленӗ. Колхоз та малтисен ретӗнче пулнă. Колхозниксем те çӗрулмине те, тыррине те, улăмне те чылай илнӗ. Килте çăкăр пӗçернӗ.
А халӗ кашни хăйшӗн тăрăшать, колхозӗ те «миллионера» тухрӗ. Темиçе миллион парăма кӗрсе ӳкрӗ.
10 çул хушшинче 7 председатель ул­шăн­чӗ. Вăн, пӗр кунхине, кӗркунне, ялти карчăксем çӗрулми пуçтарма тухнă. Пӗр сехет ларчӗç, иккӗ. Кăнтăрла та иртсе кайрӗ. Çӗрулми кăларакан трактор çук та çук. Трактор кăна мар, пуçлăхӗсенчен те пӗри килсе курăнмарӗ. Пурте ӗçке кайса пӗтнӗ тейӗн. Таçтан муртан председатель йăтăнса аннă. Аннă та карчăксене курма пынă. Карчăксем ăна курсанах каламан сăмах хăвармарӗç. Пуринчен ытларах Елан карчăкӗ кăшкăрчӗ.
- Ӗлӗк, - терӗ. - Ман старик председательте ӗçленӗ чух, ку таранччен çӗрулмине кăларса пӗтернӗ. Эсир, парк тулли машина-трактор пулсан та, çӗрулми кăлараймастăр. Кирлӗ мар çӗрте сулланса çӳретӗр. Миçе председатель колхоза юхăнтарса, хăйсем пуйса тухса кайрӗ…
Председатель карчăксене ним те калаймарӗ, мăк-мак турӗ те машини çине ларса вӗçтерчӗ. Нумаях та вăхăт иртмерӗ, çӗрулми кăларакан трактор курăнса кайрӗ…
- Эх, пурнăç! Мӗн кăна курмарăмăр пуль: вăрçине те, куккурусне те, перестройкине те. Халӗ тата тепӗр мыскара. Демократи, примонетизаци… Тьфу! Тата мӗн курăпăр-ши?»
Хӗлип чӗлӗмне силлерӗ те пӳрте кӗчӗ. Арăмӗн çăварӗнчен тухса ӳкнӗ шăхличе каялла хыптарчӗ те хывăнкаласа Хветуç çумне кӗрсе выртрӗ. Мăшăрӗ шăхличпе илемлӗ кӗвӗ калани пулăшрӗ пулас - старик часах çывăрса та кайрӗ…

Следите за самым важным и интересным в Telegram-каналеТатмедиа


Оставляйте реакции

0

0

0

0

0

К сожалению, реакцию можно поставить не более одного раза :(
Мы работаем над улучшением нашего сервиса

Нет комментариев