Сувар

г. Казань

16+
2024 - год Семьи
Хусан (Казань)

Кăнтăр хăнисем

Хусанта миграцие халалланă халăхсем хушшинчи конференци иртрӗ. Прорблемăна сӳтсе явма ученăйсем, патшалăх структурисенче ӗçлекенсем, коммерцилле мар организацисен представителӗсем - пурӗ 300 яхăн çын пухăнчӗç. Миграципе çыхăннă хутшăнусем Раççей Федерацийӗн мӗн пур регионӗн аталанăвне пырса тивеççӗ. Çакна кура миграци юхăмӗсене йӗркере тытни уйрăм пӗлетрӗшлӗ пулса тăрать. Уйрăмах ӗç миграцине. Пирӗн çӗршыва...

Хусанта миграцие халалланă халăхсем хушшинчи конференци иртрӗ. Прорблемăна сӳтсе явма ученăйсем, патшалăх структурисенче ӗçлекенсем, коммерцилле мар организацисен представителӗсем - пурӗ 300 яхăн çын пухăнчӗç.

Миграципе çыхăннă хутшăнусем Раççей Федерацийӗн мӗн пур регионӗн аталанăвне пырса тивеççӗ. Çакна кура миграци юхăмӗсене йӗркере тытни уйрăм пӗлетрӗшлӗ пулса тăрать. Уйрăмах ӗç миграцине. Пирӗн çӗршыва ӗçлеме е пурăнма килекенсен сывлăхӗ пур чухне те тӗрӗс-тӗкел пулмасть çав. Çапла туберкулезпа ВИЧ проблеми те çӳле туха пуçларӗ. Мускава е ытти хуласене ӗçе каякансем хăйсен чирӗ çинчен пӗлеççӗ пулсан та ăна пытарма пултараççӗ. Пӗлменни те начар, паллах. Анчах вӗсен Раççейри ӗçӗ саккунлă мар пулсан лару-тăру тата йывăрланать. Ют çӗршывра укçа çук пулсан ăçта каймалла? Мӗнле сипленмелле? Çын пытанать, чир шала каять, ыттисене ерме пуçлать. Нумай чухне мигрантра чир пурри ăна полици тытса чарнă хыççăн кăна палăрать. Ази çӗршывӗсенчен кунта ытларах туберкулез чирӗ кӗрет, Украинăран вара ВИЧ инфекцийӗ. Сăмах май çакна та каласа хăвармалла, Раççейре хăйӗнче те ВИЧ инфекциллисен шучӗ 1 миллион çынна çитнӗ. Çавăнпа та мигрантсем асăрханмасан ăна кута та ертме пултараççӗ.

Сывлăхшăн хăрушă чирсене чикӗ урлă каçичченех тупса палăртма май пултăр тесе конференци пуçламăшӗнче Раççей Федерацийӗн Правительстви ятӗнчен Таджикистан Республикине мобильлӗ диагностика комплексне парнелерӗç. Раççей тухтăрӗсем Ази çӗршывӗсенчи çакнашкал тӗрӗслев комплексӗсенче ӗçлеме 100 ытла специалиста хатӗрленӗ, тата хатӗрлеççӗ.

Тӗнчере ӗç миграцийӗ, ирӗксӗр миграци вăй илсе пынăран çак проблемăпа халăхсем хушшинчи организацисем ӗçлеме пуçланă. Çапла «Хӗрлӗ хӗрес» тата «Хӗрлӗ çурла уйăх» гуманитари организацийӗсем ӗлӗкрех ытларах вăрçа пула хур тӳснисене кăна пулăшу кӳнӗ пулсан, паян çӗршывсенчен куçса каякансен проблемисемпе ӗçлеççӗ. Мигрантсене вăхăтлăх усракан пунктсене пулăшу кӳреççӗ.

Конференцири тӗп сессисенчен пӗри «Мигрантсен социаллă, культурăллă хăнăхăвӗ, интеграцийӗ. Опыт тата çӗнӗлӗхсем» ятлă пулчӗ. Мигрантсемпе ӗçленӗ чухне мобильлӗ технологисемпе те усă кураççӗ иккен. Тӗслӗхрен 2016 çултанпа смартфонсем валли «М-Help» приложени пур. Вăл виçӗ чӗлхепе ӗçлет: вырăс, узбек, таджик. Çак приложени миграци ыйтăвӗсемпе, медицинăпа, социаллă пулăшупа консультаци пама пултарать, патшалăхăн пулăшу кӳрекен службисемпе çыхăнтараять.

Конференцие хутшăнакансем мастер-классем ирттерчӗç тата Тутарстанра мигрантсемпе ӗçлекен патшалăх организацийӗсенче пулса курчӗç. Çав шутра «Татмедиа» акционерлă обществон тӗп редакторсемпе те канашларӗç. Мигрантсем çинчен мӗнлерех çырмалли пирки пычӗ калаçу. Тӗслӗхрен, «гастарбайтер» вырăнне «кăнтăр хăни» тесен кăмăллăрах илтӗнет, «саккунсăр мигрант» вырăнне «документсăр мигрант» тесен тӗрӗсрех тата ытти те.

Следите за самым важным и интересным в Telegram-каналеТатмедиа


Оставляйте реакции

0

0

0

0

0

К сожалению, реакцию можно поставить не более одного раза :(
Мы работаем над улучшением нашего сервиса

Нет комментариев