Сувар

Карьерине çӗрулминчен пуçланă

1972 çул. Совет çарӗнче хӗсметреччӗ эпӗ ун чухне. Пире, салтаксене, хăш-пӗр чухне спорт керменне тӗрлӗ ӗç тума илсе каятчӗç. Ытларах чухне çӗнӗ фильм е Мускавран паллă артистсем килсен эпир спорт залне куракансен залне çавăраттăмăр, сценăна йӗркене кӗртеттӗмӗр, залра пукансем ретпе лартса тухаттăмăр. Уншăн пире çӗнӗ фильм е концерт тӳлевсӗр кăтартатчӗç....

 

Реклама

1972 çул. Совет çарӗнче хӗсметреччӗ эпӗ ун чухне. Пире, салтаксене, хăш-пӗр чухне спорт керменне тӗрлӗ ӗç тума илсе каятчӗç. Ытларах чухне çӗнӗ фильм е Мускавран паллă артистсем килсен эпир спорт залне куракансен залне çавăраттăмăр, сценăна йӗркене кӗртеттӗмӗр, залра пукансем ретпе лартса тухаттăмăр. Уншăн пире çӗнӗ фильм е концерт тӳлевсӗр кăтартатчӗç.

Хальхинче спорт керменӗнче «Бег» çӗнӗ фильм кăтартма хатӗрленнӗччӗ. Илемлӗ фильм умӗн «Картошка» документлă фильм куртăмăр. Халӗ пӗлетӗп ӗнтӗ, çав фильма пирӗн ентеш, Дмитрий Михлеев Мускав хӗрринче хӗрарăмсен общежитийӗнче ӳкернӗ. Чăваш ачин пирвайхи картини пулнă вăл.
Фильм Совет Союзӗнчи «пӗчӗк çын» пурнăçне сăнласа парать. Ирхине ултă сехет­ре çӗршыв гимнӗпе тăраççӗ хӗрарăмсем. Çӗрулми шаритлесе, чей вӗретсе ирхине çисе каяççӗ. Сехет çурă виçӗ тран­спорт улăштарса ӗçе, пахча çимӗç комбинатне çӗрулми суйлама каяççӗ. Çавăнтах çӗрулми пӗçерсе кăнтăр апачӗ тăваççӗ. Ӗçрен тăхăр сехет тӗлнелле çитеççӗ, каллех çӗрулми пӗçерсе çиеççӗ. Кăшкăрашкалаççӗ, такмаксем калаççӗ, карт сарса юмăç пăхаççӗ, тăван гимн кӗввипе çывăрма выртаççӗ. Вăт çавăн пек кунран куна тăсăлакан çутăсăр, йăлăхтаракан çаврăм.
Социаллă чăнлăха çапла кăтартнăшăн çамрăк сценариста институтран та кăларса яма пултарнă. Анчах та инкекрен ăна маçтăр - Сталин премийӗ­сен лауреачӗ тата совет çыннисенчен «Оскара» чи малтан илме пултарнă (тулли метражлă «Разгром немцев под Москвой» документлă фильмшăн) Илья Петрович Копалин çăлса хăварнă.
Дмитрий Никанорович Мих­леев Çарăмсан районӗнчи Çӗнӗ Йӗлмел ялӗнче 1942 çулхи январӗн 18-мӗшӗнче çуралнă. Килӗнче вăл вуннăмӗш ача, чи шуххи пулнă. Тăван ялти вăтам шкултан, Донецкри сăрт-ту техника училищинчен вӗренсе тухнă.
Шахтăра электровоз машинисчӗ, Хусанти музыка инструменчӗсен фабрикинче купăс настройщикӗ пулса ӗçленӗ. 1961-1964 çулсенче Совет çа­рӗнче хӗсметре тăнă. Çарта чухнех Мускаври ӳнер университечӗн живопиçпе графика факультетне куçăмсăр майпа вӗренме кӗрсе икӗ çул пӗлӳ пухнă. Çав вăхăтрах «Во славу Родины» çар хаçатӗнче унăн сăввисем, тӗрленчӗкӗсем, калавӗсем пичетленнӗ. Çав çулсенчех Пӗтӗм Союзри художниксен куравӗнче вăл иккӗмӗш степеньлӗ диплома тивӗçнӗ.
Çартан таврăнсан Д.Михлеев Хусанти патшалăх универ­ситечӗн журналистика фа­­куль­тетне вӗренме кӗрет. Ли­­­­тературăпа активлă ӗçлет, сă­­вăсем, республикăри стройкă­сен­чен репортажсем çырать. Тă­тăшах «Советская Татария», «Комсомолец Татарии» хаçатсенче пичетленет. Пӗррехинче, С. Эйзенштейнăн «Иван Грозный» фильмне курнă хыççăн, çамрăкăн кинорежиссер пулас ӗмӗт çуралать. Мускава кайса кинематографин Пӗтӗм Союзри патшалăх институтне вӗренме кӗрет.
Режиссер-документалист про­фессине суйласа илсе вăл кунта хăйӗн сценарийӗпе пирвайхи картинисене: «Картошка», «Мокрый трамвай», «Один день» ӳкерет. Унăн диплом ӗçӗ: «Птица Икс» ВГИК кинофестивалӗнче тӗп приза тивӗçет, Тегеранра Тӗнче кинофестивалӗнче те вăл çавăн пек наградах илме пултарнă («Золотой дельфин»).
Институтран вӗренсе тухсан Д.Михлеева «Беларусьфильм» киностудие ӗçлеме чӗнеççӗ. Кунта вăл илемлӗ фильмсем: «Селюжонок», «По секрету всему свету», «Воля Вселенной», «Шахтеры» ӳкерет, куракансем вӗсене ăшшăн йышăнаççӗ. Уйрăмах пысăк çитӗнӳ Владимир Коваленок космонавт çинчен ӳкернӗ «Хроника пребывания на Земле» фильм пысăк чыса тивӗçнӗ. Критика ун чухне совет экранӗ çинче чи пирвайхи хут космонавтăн кулленхи пурнăçне (центрифуга хыççăн тăнсăр пулса ӳкни, куçа хуплакан тар, куçсенчи этем чăтайми ывăну) кăтартнă, - тесе çырнă. Унччен вӗсен пурнăçӗн чаплă енӗсене çеç ӳкернӗ-çке. Фильма Вильнюсра иртнӗ Пӗтӗм Союзри кинофестивальте тивӗçлипех «Золотой колос» тӗп призпа палăртнă.
Д.Михлеев Белорусси издательствисенче тухнă кӗнекесен иллюстраторӗ пек те палăрнă. Вăл Белоруссири чăвашсен обществăпа культура обществин активлă членӗ, пӗрлӗх çинчен темиçе фильм ӳкернӗ.
Иртнӗ ӗмӗрӗн 70-мӗш çу­лӗ­сен вӗçӗнче, 80-мӗшсен пуç­ламăшӗнче «Хатӗр пул» журналта Д.Михлеевăн хайлавӗсем тăтăшах пичетленнӗ. Çав шутра «Шур çилхеллӗ урхамахăм» повесть тата калавсем. 1985 çулта Шупашкарта унăн «Поле перейденное», 2014 çулта «Ось земли» кӗнекисем пичетленсе тухнă. Д.Михлеев пултарулăхне В.Алексин, К.Быков, А.Трофимов, А.Ефимов. П.Афанасьев, В.Станьял тата ыттисем тӗпченӗ.

Нравится
Поделиться:
Реклама
Комментарии (0)
Осталось символов: