Сувар

Казахстанăн чи хаклă чӗрчунӗ – тӗве

АШЛĂ АШ (Константин Малышев. Автор сăнӳкерчӗкӗ) Вырăнти çынсен апатланăвӗн никӗсӗнче аш-какай. Тата çуллă çиме юратакансемшӗн кунта чăн çăтмах. Хăна килсен казахсем сурăх пусаççӗ, нумай хăна килсен - пăру. Тушкине тураса пӗтӗмпех хуранра вӗретеççӗ. Хăна умне икӗ чăмăр пысăкăш пиçнӗ аш татăкӗ хураççӗ, ăна çисе ярсан - тата. Ӗçме - уйран....

АШЛĂ АШ

(Константин Малышев. Автор сăнӳкерчӗкӗ) Вырăнти çынсен апатланăвӗн никӗсӗнче аш-какай. Тата çуллă çиме юратакансемшӗн кунта чăн çăтмах. Хăна килсен казахсем сурăх пусаççӗ, нумай хăна килсен - пăру. Тушкине тураса пӗтӗмпех хуранра вӗретеççӗ. Хăна умне икӗ чăмăр пысăкăш пиçнӗ аш татăкӗ хураççӗ, ăна çисе ярсан - тата. Ӗçме - уйран. Чечеклӗ чейнике эрех ярса пиаласене тултаракансем те çук мар, çапах сӗтел çинче кӗленче лартнине курмарăмăр. Аш вӗретнӗ шывӗ çинче сарлака лапша пӗçереççӗ. Ун тăррине какай татăкӗсем хурса йывăç таканапа сӗтел çине параççӗ. Апат ячӗ - бишбармак. Пилӗк пӳрнепе кӗрсе ăсса илнӗ пулмалла ӗлӗк çак апата казахсем. Халӗ вилкăсемпе усă кураççӗ. Анчах та кафесенче сӗтел приборӗсемпе пӗрле çӗçӗ хурса паракан çукпа пӗрех. Эпир пӗчӗк аш татăкне те çӗçӗпе вакласа çиме хăнăхнă, кунта çăмăлах пулмарӗ. Çырткаламаллисем те какайран, шӳрпине те ашпа ăсса параççӗ.

Казахсем нумай аш çинине тата çакăнпа ăнлантарма пулать. Ӗлӗкхи вăхăтра вӗсем пӗр вырăнта пурăнман, выльăх пăхса çеçен хир тăрăх куçса çӳренӗ. Ун пек чухне апат-çимӗç ан пăсăлтăр тесе антарса хума нӳхрепсем чавакан, паллах, çук. Çавăнпа та пуснă аша çийӗнчех çисе ямалла.

ӖÇ-ХӖЛ

Çиме нумай çиеççӗ, анчах çынсен хушшинче мăнтăрсене питӗ сайра куратăн. Ытлашши пӗшкӗнсе ӗçлекенсене те курма пулмарӗ кунти халăх хушшинче. «Кунта ытларах узбексем ӗçлеççӗ, казахсем ӗçлеме юратмаççӗ, вӗсем посредниксем е суту-илӳре, - ăнлантарать гид, - Туркестан вăл хăй пӗр пысăк пасар». Капла пăхма - чăнах та пур çӗрте те пӗчӗк лавккасем уçса пӗтернӗ. Унта ытларах Китайран тата Турцирен илсе килнӗ тавара сутаççӗ, анчах питӗ йӳнӗ. Пирӗннинчен икӗ хут та йӳнерех-тӗр. Вăтам ӗç укçи пирӗннипе виçсен 10-15 пин тенкӗ. Çулсем тăрăх çӳренӗ чухне суха çӗрӗсене сахал куртăмăр. 2-3 гектарлă мамăк анисем пур, кукуруза хирӗсем те сахал. Çул хӗрринче арпуспа дыня сутакансем тӗл пулкалаççӗ. Вӗçӗ-хӗррисӗр çеçен хирте сурăх, качака, ӗне, лаша, тӗве кӗтӗвӗсем çӳреççӗ. Чабанӗсем вӗсене ашак çине утланса кӗтнине курма темле кăсăклă. Тӗве Казахстанра чи хаклă чӗрчун, ăратлă янаварсене шута илмесен. Лаша чуптарассипе ытларах пуянсем аппаланаççӗ пулсан та, ял халăхӗнче ку выльăх сахал мар-ха. Туркестанран инçе мар уран рудникӗсем пур. Шахтерсем (пирӗнни çине куçарсан) 100 пин тенкӗ ытла ӗç укçи илеççӗ.

Сăмах май, бензин хакӗ пирӗн укçапа 28 тенкӗ кăна Казахстанра. Туркестанра газ - баллонсемпе. 100 пин çынлă хулара газ пăрăхӗсем çукки пирӗншӗн тӗлӗнтермӗш пулчӗ. Кăвак çулăма Узбекистанран туянаççӗ иккен. Эрех-сăрана кунти лавккасенче пурте курăнмалла сутмаççӗ. Уйрăм пӳлӗмре е пӳлсе илнӗ вырăнта ассортимент. Тути пирки калама хӗн, çапах коньяк шурă эрехрен икӗ хут йӳнерех пулнине асăрхарăмăр.

ЧĂВАШСЕМ

Реклама

Туркестанри Ахмет Ясави ячӗллӗ университета тума турккăсем пулăшнă, вăл тӗрӗк тӗнчине пӗрлештеркен вӗрентӳ символӗ пек пулса тăма ӗлкӗрнӗ ӗнтӗ. Кунта кашни тӗрӗк халăхӗ валли тӳлевсӗр квота уйăраççӗ. Экономика, медицина, филологи факультечӗсем пур. Вӗрентӳ казах тата турккă чӗлхисемпе пыни çеç çӗнӗ студентсене йывăрлăх кӳме пултарать. Халăхсен хушшинчи диплом параççӗ пулин те, Чăваш Республикинчен килнӗ вӗренекенсем нумаях мар терӗç. Шел пулин те, Туркестанра чăвашсене тӗл пулаймарăмăр. Капла Казахстанра вӗсем 20 пине яхăн, нумайăшӗ Алматара тата çӗршывăн çурçӗр-хӗвеланăç енче пурăнать. Чăвашсем кунта ытларах комсомол путевкисемпе килнисем. Кунти область центрӗсенче Туслăх çурчӗсем пур, вӗсенче чăвашсен кӗтесӗсене, вырсарни кун шкулӗсене тӗл пулма пулать. Тӗслӗхрен, Астанари вырсарни шкулне Елена Тарасова ертсе пырать. Вăл мăшăрӗпе пӗрле хулари драма театрӗнче ӗçленӗрен, вырăнти чăвашсемпе тачă çыхăну тытса тăрать. Унпа эпир телефонпа çыхăнса нумайччен калаçрăмăр. Чăвашсенчен нумайăшӗ чӗлхене пӗлмеççӗ пулин те, тăван культурăран ютшăнмаççӗ. Ăна çывăхрах пулас тесе пӗрле пухăнаççӗ те. Елена пире Хусана мӗнле кучченеçсем илсе таврăнмаллине каларӗ. Эсир те пӗлӗр. Чи тутли вăл - сенкер хутлă «Казахстан» ятлă шоколад.

КИЛТЕ ЛАЙĂХРАХ

Туркестана паломниксем нумай килсе çӳреççӗ. Вăл тӗрӗк тӗнчин ӗлӗкхи тӗп хули пулнă. Кунта тӗнчери пӗтӗм казах килсе курма ӗмӗтленет. Çапах хăна çурчӗсенчи сервиса лайăх тесе калама çук. Выртмалли вырăнӗсем хытă, чейӗсем çăра мар. Çăвăнмалли условисем те (çемçен каласан) пирӗннине çитеймеççӗ. Милкӗпе çапăнса мунча кӗрес йăла та çук пулмалла. Мӗн тăвăн, пуссисене тарăн чавмасан тăварлăрах шыв тухать пулсан.

Апла пулсан та кунти çынсем хăйсене тӗнчере чи телейлисем тесе шутлаççӗ, кунтан пăрахса тухса каяс текен кăмăллисене, пурнăçа ӳпкелекенсене, çапкаланчăксене курмарăмăр.

Мӗнле-тӗр шалти мăнаçлану сисӗнет çынсенче. Кăмăллă вӗсем хăйсен кун-çулӗпе. Казах чӗлхи патшалăх чӗлхи (ăна пурин те пӗлмелле) шутланать пулсан та, вырăсла япăх мар калаçаççӗ кунти çынсем. Çул ыйтма пырсан палламан çын та сана сывлăх сунать, куçран пăхса ырă кăмăлтан калаçать. Çапах, тутарла пӗлсен, казахла ăнланма çăмăл.

Кашни кайăк хăйӗн йăвине мухтать. Хăнара аван та, килте лайăхрах теççӗ. Эпир те ӗçсене пӗтерсен часах тăван Хусана васкарăмăр.

Нравится
Поделиться:
Реклама
Комментарии (0)
Осталось символов: