Сувар

г. Казань

18+
2024 - год Семьи
Хусан (Казань)

Казахстанра куç хӗсӗнет

(Константин Малышев) Юлашки вăхăтра ют çӗршывсене тухса çӳреме ытла май килменрен, Казахстанри Туркестан хулине 3 кунлăх кайса килме сӗнсен, хаваспах килӗшрӗм. Раççей çыннине унта кайма виза кирлӗ мар, паспорт пур-тăк - çителӗклӗ. Эпир ют çӗршыв паспорчӗсемпе вӗçрӗмӗр. Çул тăршшӗпе танлаштармалли нумай тупăнчӗ. ТӖРЛӖРЕН Пире Туркестанра 30 градус шăрăх тесе шантарчӗ...

(Константин Малышев) Юлашки вăхăтра ют çӗршывсене тухса çӳреме ытла май килменрен, Казахстанри Туркестан хулине 3 кунлăх кайса килме сӗнсен, хаваспах килӗшрӗм. Раççей çыннине унта кайма виза кирлӗ мар, паспорт пур-тăк - çителӗклӗ. Эпир ют çӗршыв паспорчӗсемпе вӗçрӗмӗр. Çул тăршшӗпе танлаштармалли нумай тупăнчӗ.

ТӖРЛӖРЕН

Пире Туркестанра 30 градус шăрăх тесе шантарчӗ Интернет, ăшă япаласене нумаях илмерӗмӗр. Хусантан Астанана çити самолет вӗçет, лайăх. Хулан Нурсултан Назарбаев ячӗллӗ аэропортне аннă хыççăн çанталăк пачах урăхла пулнине ăнлантăмăр: температура +10 çеç, вăйлă çил. Çил ку тăрăхра тăтăшах вӗрет, ун патне килнӗ çынсем кăна час хăнăхаймаççӗ. Казахсемшӗн вара вăл юрă пекех. Çапла территори енчен тем пысăкăш республикăра çанталăк та тӗрлӗрен.

ХАЛĂХ АШШӖ
Каласа хăвармалла, казахсемшӗн Назарбаев Ленин пекех, çулпуç. Ун ячӗллӗ урамсем, палăксем, шкулсем - кунта яланхи йăла. Çакна акă мӗнле ăнлантрама пулать. Казахсене Раççей тытăмне кӗртнӗ чухне вӗсен хăйсен патшалăхӗ пулман, СССР аркансан тин казахсем хăй тӗллӗн халăхсен хушинчи аренăна тухнă пӗрремӗш патшалăх туса хураççӗ. 1989 çултанпа унăн пуçӗнче Нурсултан Абишевич тăрать. Вăл чăн-чăн халăх ашшӗ. Пуш хирлӗ республикăран хальхи йышши патшалăх тума тăрăшаççӗ казахсем, ытти çӗршывсемпе хутшăнусене тухаççӗ. Совет Союзӗ пулнă территори çинче йӗркеленнӗ патшалăхсенчен экономика хăвачӗпе Казахстан Раççей хыççăн иккӗмӗш вырăнта тăрать. Унта нефтехими, металлурги, ытти отрасльсем пысăк хăватпа ӗçлеççӗ. Хальхи вăхăтра казахсем 2050 çулччен аталанмалли Стратегие пурнăçа кӗртеççӗ. Ун шутне хальхи йышши патшалăх аппаратне йӗркелесси, закон хăватне вăйлатасси, индустриализаципе экономика ӳсӗмӗ, халăх пӗрлӗхӗ тата ытти программăсем кӗреççӗ.

КУÇ ХӖСӖНЕТ

Астанаран Шимкента вӗçрӗмӗр. Палăртса хăвармалла, çулçӳрев иртнӗ вăхăтра нумай вӗçме тиврӗ, çапах кунта «Боингсемпе» «Аэрбассенчен» начартарах самолет курмарăмăр, çав шутра шалти рейссенче те. Автоçулсем те начар мар. Казахсем вӗсемпе мăнаçланни сисӗнет.
Кунта магистральсене ытларах бетонран тунă, мӗншӗн тесен асфальт çуллахи 40-50 градус шăрăхра ирӗлме тытăнать. Çапах шăрăх типӗ йышши, ытлашши тарлаттармасть, анчах кунти хӗвел - куçа уçма памасть. Азиатсем мӗншӗн хӗсӗк куçлă çуралнине малтан та тӗшмӗртеттӗмччӗ те, çапах унăн сăлтавӗ вăйлă çил кăна мар пулнине кунта çитсен ăнлантăм. Кăнтăр Казахстанра шыв çукпа пӗрех. Пуш хирти арыксем те сентябрьте типӗ ӗнтӗ, çырмапа кӳлӗ - кунта питӗ сайра тӗл пулакан япала. Тӗслӗхрен, Туркестан хулинче фонтан та кураймастăн. Эпир Шимкентран унта ют çӗршывра туса кăларнă микроавтобуспа çитрӗмӗр.

ПЫСĂК ЯЛ

Туркестанра шантарнă пек шăрăх тăни çумăрлă Хусантан килнӗ хăнасене, паллах, савăнтарчӗ. Эпир тӳрех хӗвелтен тӗттӗм куçлăхсем туянма васкарăмăр. 100 пин ытла çын пурăнать пулин те, Туркестана хула тесе калама чӗлхе çаврăнмасть. Мӗнпур çурт тенӗ пекех 1, сайра чухне 2 хутлă. Тăррисене те шăвăçпа витмен. Чăвашсем пек кирпӗчпе тӗрлесе котеджсем тăвакан çукрах кунта, пур кил те пӗр сăнлă, стенисем хăмăр шлакобетон кирпӗчрен, тăрринче ик еннелле шифер. Тепӗр тесен тимӗр профиль сарсан ку шăрăхра ун пек пӳртсенче пурăнма та йывăр пулӗ. Çуртсене мӗншӗн çӳллӗ туманнине вырăнтисем ăнлантарса пачӗç. Туркестанра вăтам ӗмӗрсенче Ахмет Ясави ятлă паллă ăсчах пурăннă. Мухамед пророк çулне (63) çитсен вăл хăйне кунӗсем вӗçлениччен нӳхрепе читлӗхе хупса хума хушать, мӗншӗн тесен никамăн та Мухамедран çӳллӗрех пулмалла мар. Вăл вилсен таврари çынсем ислам вӗрентӗвне сараканӗн вилтăпри çине пуç тайма пухăнма пуçлаççӗ. Ясави Вăтам Азири тӗрӗк халăхӗсемшӗн çветтуя çаврăнать. Тамерлан хан кунти йăхсем хушшинче хăйӗн пӗлтерӗшне çӗклес тесе ун ячӗпе çӳллӗ мавзолей тутарать, хулана пысăк хуран парнелет. Ӗлӗкрен пыракан йăла тăрăх çав мавзолейран çӳллӗрех çурт Туркестанра çук. Советсен атеистла самани те улăштарайман çак йӗркене, халӗ те пăхăнса пыраççӗ. Ясави ячӗпе уçнă нумай корпуслă халăхсен хушшинчи университет та мавзолейран лутрарах.

ТРАНСПОРТ

Туркестана килсен эсир хăвăра 90-мӗш çулсенчи Раççейри пек туйма пултаратăр. Мӗншӗн тесен пирӗн патри кивӗ «Жигулисемпе» «Москвичсем» кунта тӗпленнӗ пулмалла. Японипе Корейăра туса кăларнă машинăсем те сахал мар, çапах та таксире йăлтах «тазиксем» тата кивӗ «Деусем» («Нексия» кăларакан Ташкент кунтан 300 çухрăмра кăна, ӗлӗк Туркестан узбексен хули шутланнă). Урамсенче ытларах вӗсем шăхăрса иртсе кайнине куратăн. Кăнтăрла та каçхине те 100-пе хăвалаççӗ. Хăвăртлăха ӳстернӗшӗн штрафсем пӗчӗк мар. Сăмахран, хăвăртлăха сехетре 10-ран 20 километра çити ӳстернӗшӗн пирӗн укçапа 3900 тенкӗ штраф тӳлемелле пулать. Çак йӗркене пăснăшăн тепӗр хут çаклансан штраф 4 хут ӳсет. Çулталăкне виçӗ хутран ытларах хăвăртлăха ӳстерсен - водитель удостоверенийӗпе 6 уйăха сывпуллашма тивӗ.

АФГАНИСТАН

Апла пулин те Туркестан райцентрӗнчи таксистсене ку хăратмасть. Вӗсем гаишниксемпе калаçса татăлма пулать теççӗ. Вăрăсене виличчен хӗнени, кӗвӗç арçынсем пӗтӗм çемйине сӗрсе пăрахни, туйсенче пăшал пени, çыннисене çӗçӗпе хăратса çурчӗсене çаратса тухни, секс-притон йӗркелекенсене, наркоплантаторсене тытни - кунти криминал сводкисенче тăтăшах тӗл пукалать. Шимкентра (область центрӗ) пурăнакансем унта кăнтăрла Туркестан, каçпа Афганистан тесе ахальтен каламаççӗ-тӗр çав.

АРĂМЛĂХ

Кунти халăх ислам йӗркисене çирӗп пăхăннине хӗрарăмсем ирӗклӗ тăхăнманнинчен, кӗске юбка тăхăнса çӳременнинчен те палăртма пулать. Вӗсем пӗр-пӗр кӗтесре пирус туртса тăнине те сайра курма пулать. Çапах хӗрарăмăн çемьери вырăнӗ тӗреклех мар. Калăпăр, 30 çула çывхарса пыракан 3 ача çуратнă арăмӗ урăх ача çуратасшăн мар пулсан, çемье пуçӗн тепре авланма ирӗк пур. Ку мăшăрланăва загсра çирӗплетмеççӗ пулин те, общество иккӗмӗш арăм илекенсене хурламасть. Пăхаян пулсан - тархасшăн. Пире хула кăтартакан юлташ каласа пачӗ кун çинчен. «Санăн иккӗмӗш туйă пынă вăхăтра пӗрремӗш арăму ăçта кайса кӗрет вара?» -тесе ыйтсан, вăл: «Хӗр çумӗ пулать!» - тесе кӗскен хуравларӗ.

Кӗçӗн ывăлӗ авлансан ашшӗпе амăшӗ ун патӗнче пурăнаççӗ. Тӗпчӗк çурт туса уйрăлса тухсан та, ваттисене хăй патне пурăнма илет, пӗччен пăрахса хăвармасть. Аслашшӗсемпе асламăшсем мăнукӗсене пăхса ӳстернинчен те кунти йăла-йӗрке темиçе ӗмӗр ламран лама улшăнусăр куçса пыни килет пулӗ.

Следите за самым важным и интересным в Telegram-каналеТатмедиа


Оставляйте реакции

0

0

0

0

0

К сожалению, реакцию можно поставить не более одного раза :(
Мы работаем над улучшением нашего сервиса

Нет комментариев